Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ирхи сăмах пирĕн базăра пур.
ирхи (тĕпĕ: ирхи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ним тума та, ним калама та пӗлмерӗҫ ачасем, ним тума та, ним калама та кирлӗ пулмарӗ вӗсене, вӗсем мӗн калас тени — шалта-шалта, чун тӗпӗнче тин ҫеҫ тӗвӗленнӗ, ирхи сывлӑм пӗрчи пек тап-таса юратӑвӗ — вӗсен чеелӗхсӗр, айван, ырӑ куҫӗсенче янкӑр тухӑҫри ҫамрӑк хӗвел шевли пекех уҫҫӑн палӑрчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Полина та ирхи хӗвел шевли пекех йӑлкӑшать, хӑйне шкулти пек мар, ҫурхи ҫӑра курӑклӑ ҫерем ҫинче амӑшӗнчен самантлӑха татӑлса тӑлтти-талтти сикекен путек пекех ирӗклӗн тыткалать.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗре вара ӑҫта пулсан та канӑҫ паман, тин ҫеҫ шӑтса тухнӑ ҫеҫпӗл ҫеҫки ҫинчи ирхи сывлӑм пӗрчи пек таса, ҫутӑ туйӑмне вирлӗрех палӑртма, хӗрачан ӑсне-пуҫне те чун-чӗрине тарӑнрах сӑрхӑнса кӗме алхасуллӑ, анчах йӗркеллӗ, ҫирӗп правилосемпе «карталаннӑ» вӑйӑсем кӑна ҫителӗксӗр пек туйӑнчӗҫ-ши.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эпӗ сана ҫурхи янкӑр тӳпери ирхи хӗвелӗн чи ачаш ылтӑн шевлисем хушшинче сӑнасшӑн пулӑп — асӑрхаймӑп…

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ирхи ырӑ тӗлӗкӗм, ҫурхи ҫутӑ ӗмӗтӗм, чунри вӗҫӗмсӗр ыратӑвӑн тӑмхи…

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тепӗр самантран, ютра нумайччен ларма юратман сӑпайлӑ хӑна евӗр, нӳрӗ, ҫӗр ҫумӗнчен ҫӗкленсе, ирхи тӗтре пек шуралса тӳпенелле хӑпарма та пуҫларӗ.

Помоги переводом

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Пӗлтӗр ҫулла Миколӑпа унӑн та ҫапла икӗ мӑшӑр йӗр шӑрҫаланса юлнӑччӗ ирхи сывлӑм ҫийӗн.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ирхи сывлӑмпа йӗпеннӗ курӑк ҫийӗн мӑшӑр ура йӗрӗ курӑнса юлчӗ.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ирхи поезд ҫине ӗлкӗресшӗнччӗ.

Помоги переводом

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ирхи сменӑри апат вӑхӑтӗнче рабочисем калаҫса татӑлнӑ пекех пӗр ҫӗре пуҫтарӑнчӗҫ, Лидӑна ыйту хыҫҫӑн ыйту пама пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ирхи салам, Ревлен Петрович.

Помоги переводом

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Пӗр кунхине ирхи пилӗкминутлӑха пуҫтарӑннӑ мастерсене Алексей Данилович ҫитес шӑматкун ӗҫлемелли ҫинчен пӗлтерчӗ.

Помоги переводом

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Чӑн-чӑн юрату вӑл, ачам, ҫӳхе пӑр пек чечен, ирхи сывлӑм пек таса пултӑр.

Помоги переводом

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Эпӗ те юрататӑп ҫапла ирхи шурӑмпуҫне сӑнама.

Помоги переводом

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Мӗнле ирхи кайӑк ҫывӑрма пӗлмесӗр чупса ҫӳрет тетӗп, Лена иккен, Салам, Лена.

Помоги переводом

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӗсем халӗ те ирхи апат ҫимен.

Помоги переводом

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ман ирхи ӗҫсем пӗтрӗҫ, ҫавӑнпа та сана пулӑшма килтӗм, — терӗ вӑл, тулли кӗлеткеллӗ хӗрарӑм умне пырса.

Помоги переводом

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ирхи апат ҫитерме те юрать.

Помоги переводом

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ирхи апат хыҫҫӑн пӗчӗк ҫемье саланчӗ.

Помоги переводом

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарта ирхи 6 сехетре маршруткӑпа ҫӑмӑл машина ҫапӑннӑ.

20 февраля в 6 утра в Чебоксарах столкнулись маршрутка и легковая машина.

Маршруткӑпа ҫӑмӑл машина ҫапӑннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34296.html

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней