Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах хальхинче эпир пӗр-пӗриншӗн конкурентсем мар ӗнтӗ, вӑрҫӑ инкекне пӗр кун ҫеҫ мар пӗрле чӑтса ирттермелле пулать, пӗрре кӑна мар сухарие ҫурмалла уйӑрас ыра пӗлӗшсем пек тӗл пулмалла пулать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Мӗншӗн-ха санӑн та пирӗнпе пӗрле йывӑрлӑхсем чӑтса ирттермелле?
Холмогор // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
— Сирӗн ӑна ахаль ирттермелле марччӗ, лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ.
Ӑнланма май ҫук япала // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
«Ҫынсен тимлӗхе ҫухатма юрамасть, питӗ асӑрхануллӑ пулмалла. Иртнӗ ҫуркунне чир мӗнлерех алхаснине пурте лайӑх астӑватпӑр. Обществӑлла вырӑнсенче профилактика мерисене уйрӑмах ҫирӗп пӑхӑнмалла, ют ҫӗртен килнисене тест ирттермелле», — тенӗ регион Пуҫлӑхӗ.
Олег Николаев вакцинаци хӑвӑртлӑхне ӳстерме чӗнсе каларӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=50 ... d59adb635d
Ҫав экспедицие пирӗн полюс ҫине антарса хӑвармалла, унта унӑн наука енӗпе сӑнавлӑ ӗҫсем туса ирттермелле.Которой предстояло высадиться на полюсе и остаться там для проведения научной работы.
Полюса ҫӗнсе илни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Хама кирлӗ целлулоид листине шыраса, кӑнтӑрла манӑн кунӗпех чупса ирттермелле пулчӗ.Днем мне пришлось как следует набегаться в поисках нужного листа целлулоида.
Катастрофа // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Хамӑн сывлӑхӑм чӑнахах ҫав тери ҫирӗп пулни ҫине тата темӗнле йывӑрлӑха тӳсме пултарни ҫине шаннипе манан пӗррехинче ҫав териех йывӑр тӳссе ирттермелле пулчӗ.
Катастрофа // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Ҫак ҫула мӗнле пулсан та тухса кайма тивсен, сахалтан та пӗр уйӑх ирттермелле пулатчӗ, мӗншӗн тесен ку вӑхӑтра Татарски пролив пысӑк катрамлӑ пӑрсемпе шӑнса ларатчӗ.
Самолёт тата ҫӑматӑ // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Вунӑ сехетрен иртерех пуҫлама хӑрушӑ; ҫӗрле вара питех те йывӑр ӗҫ туса ирттермелле.Было бы рискованно начать пилить раньше десяти часов, а между тем предстояла трудная работа.
IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
«Апла пулсан эпир те Раҫҫейри 21 республикӑра та референдум ирттермелле, республикӑсене Раҫҫейрен тухма ирӗк памалла», - тенӗ тишкерӳҫӗ.
Украина Раҫҫей Федерацийӗн Республикисенче референдум пирки ыйту лартма пултарать // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах
«Енчен те эпир чӑваш чӗлхине хут ҫинче ҫеҫ мар, чӑннипех патшалӑх чӗлхи тесе шутлатпӑр пулсан Патшалӑх совечӗн сессийӗсене чӑвашла ҫулталӑкра пӗрре кӑна мар, час-часах ирттермелле», — тенӗ килӗштерӳ канашӗн пайташӗсенчен пӗри «Ирӗклӗ сӑмаха».
Чӑваш Ен Патшалӑх Совечӗн ларӑвне чӑвашла ирттерме сӗннӗ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах
Анчах малтан экспериментлӑ тӗрӗс тӗпчевсем туса ирттермелле пулнӑ, самолет модельне те, унӑн пайӗсене те «трубара вӗртерсе» тӗрӗслеме тивнӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Унтан: «Тӳссе ирттермелле!» тесе лӑплантарнӑ хӑйне.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Вӑхӑта усӑсӑр никамӑн та ирттермелле мар.
Чӑваш Енре кӑшӑл вирус инфекцийӗнчен 33 пин ытла ҫынна прививка тунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=32 ... 6f624584e1
Ҫӗр каҫа ҫывӑрмасӑрах ирттермелле пулчӗ.
XIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
«Тата миҫе кун, миҫе сехет ним ӗҫсӗр ирттермелле пулать-ши?» — шухӑшларӗ шыв айӗнчи ҫурт капитанӗ пулнӑскер.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Ҫак тӗлӗнмелле сооруженипе паллашма Синицкин вӑхӑт нумай ирттермелле пулчӗ.Синицкому пришлось потратить немало времени, чтобы познакомиться с этим необыкновенным сооружением.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
— Ҫухатӑва мӗнле тӳссе ирттермелле?
Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Мӗнле тарӑхнӑ пулӗччӗ-ши маникюрша: ҫакӑн пек алӑсемпе мӗн чухлӗ вӑхӑт ирттермелле!
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Апла пулсан, юбилей туса ирттермелле!
Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.