Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

асамлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
асамлӑ (тĕпĕ: асамлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл — асамлӑ пек: пӑхсан — пӗркеленнӗ, хытса кайнӑ, Маринене ачашланӑ чухне вара вӗсенчен ҫемҫи, ачашши нимӗн те ҫук.

Помоги переводом

Хуйхӑ // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 85-86 с.

Чӑн та, тӳпери пурнӑҫ асамлӑ.

Помоги переводом

Пӗлӗт // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 81-82 с.

Кулли тата, асамлӑ кулли!

Помоги переводом

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Ҫак хурлӑ самантра вӑл хӑйӗн асамлӑ сасси ӗмӗрлӗхех ҫухалнине ӑнланчӗ.

Помоги переводом

XXI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл ӗнтӗ хӑйне староста укҫа тӳленӗрен мар, чиркӳри пӗтӗм халӑх ун юррине юратса итленӗрен, унӑн илемлӗ сасси ҫак асаплӑ-тертлӗ ҫынсене кӑштах та пулин савӑнӑҫ кӳнине сиснӗрен, хуйхӑллӑ ҫын кӑмӑлне самантлӑха та пулин ҫемҫетме е ҫӗклеме пултаракан асамлӑ вӑй пӗтӗмпех унӑн пултарулӑхӗнчен килнине пӗлсе тӑлӑран юрларӗ.

Помоги переводом

XXI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Асамлӑ юрӑҫ, пурне те ҫамрӑклатса, чиперлетсе, савӑнтарса янӑ пек туйӑнчӗ.

Помоги переводом

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Шел, ҫак вӑхӑтра сӑвӑҫ асамлӑ юрӑҫа илтеймест, мӗнле савӑннӑ пулӗччӗ вӑл!..

Помоги переводом

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пазухин ҫак илӗртӳллӗ, асамлӑ, ытарайми сасса итленӗҫемӗн хӑйне хӑй ҫунат хушнӑ пек туйрӗ, самантрах салхуллӑ шухӑшӗсене манчӗ, сӑнӗпе ҫуталса, хавасланса, чунӗпе тасалса, илемленсе кайрӗ; унӑн чун хаваслӑхӗ ҫав тери ӳссе ҫӗкленчӗ, куҫӗсенче ырӑ киленӗҫпе юрату куҫҫулӗ йӑлтӑртатса илчӗ.

Помоги переводом

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл, халӗ ҫеҫ курнӑ асамлӑ тӗрӗҫӗ ҫинчен шухӑшласа, хӳме ҫумне пырса тӑчӗ, решетке витӗр урамалла пӑхрӗ.

Помоги переводом

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫавӑн пек самантсенче Поля ҫамрӑк упӑшкине каллех темле асамлӑ таса мар вӑйпа хӑй еннелле туртать.

Помоги переводом

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Аля Нагасова ҫурхи ҫутҫанталӑкан асамлӑ илемне ытараймасӑр чарӑнса тӑчӗ, аллине саркаласа, кӑвак тӳпенелле тинкерчӗ: ҫӳлте-ҫӳлте хур кайӑк сасси илтӗнчӗ.

Помоги переводом

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Мӗнле асамлӑ ӳсен-тӑран вӑл!

Помоги переводом

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вальс кӗввипе хӑвӑрт-хӑвӑрт ҫаврӑннӑ самантсенче вӑл хӑйӗн кӑт хытӑ пӗчӗк кӑкӑрӗсемпе ман ҫума перӗнмессерен пӗтӗм шӑм-шаккӑма ток ҫапнӑн туйӑнать, анчах ҫав асамлӑ ток, ҫӳҫентерет пулин те, ырӑ киленӗҫ кӳрет, кӑмӑла ҫӗклентерсе, ҫунатлантарса ярать.

Помоги переводом

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӑхӑтсӑр шурала пуҫланӑ хӗрарӑм, темле асамлӑ хӑвата пула, ҫамрӑкланса кайрӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Халь те ҫав вӑхӑт асамлӑ пурнӑҫ юрри пек туйӑнать.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Эпӗ Бунинӑн е Купринӑн темӗнле асамлӑ хӗр ҫинчен ҫырнӑ калавне вуланӑччӗ, анчах мана Оксана пӗрре те унашкал туйӑнмарӗ.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Ман алра гипс асамлӑ кӗвӗ пек тӗрленме тытӑнчӗ.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Лапчӑнасран асӑрханса вӗретӗн те, асамлӑ кайӑк сас пама тытӑнать.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Ҫакна курсан, Микулана ку хӗрарӑм юмахри асамлӑ садра вӗҫсе ҫӳрекен лӗпӗш пек курӑнса кайрӗ.

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗнле асамлӑ хӗр вӑл.

Помоги переводом

Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней