Поиск
Шырав ĕçĕ:
Синопӑна пурте икшер, виҫшер лаша парса парнеленӗ.
Икӗ Синопа // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Юрий Гагарин пире ҫӗршывӑмӑрпа мӑнаҫланма, хамӑра космоса пуҫласа ҫул хывакансем тесе палӑртма май паракан ирӗк парнеленӗ.Юрий Гагарин подарил нам право гордиться своей страной, называть себя первооткрывателями космоса.
Михаил Игнатьев Космонавтика кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/04/12/news-3824924
Васька ҫӗр пӳрте таврӑнсан, эпӗ кӗсъене вунӑ патрон гильзи, нимӗҫ парнеленӗ хуҫмалла ҫӗҫӗ тата ҫӑлтӑрлӑ тӳме чиксе хутӑм.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ҫӳлти кӗтессине мана Митя тете парнеленӗ хӗрлӗармеецсен ҫӑлтӑрне тирсе лартӑмӑр та ҫав ялава ҫӗр пӳрт умне ҫакса ятӑмӑр.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Пурте питӗ йӗркеллӗ ҫӳрерӗҫ — хӑйсене парнеленӗ тумтирсене вараласран хӑрарӗҫ.
4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Парнеленӗ ҫиппине пилӗк тавра пиҫиххи пек икӗ хут яваласа ҫыхса ҫӳреҫҫӗ.Пожалованную нить носят в виде пояса, обматывая ее дважды вокруг талии.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫак чаплӑ уяв — пирӗн хаклӑран та хаклӑ аннемӗрсене — хамӑра пурнӑҫ парнеленӗ чи ҫывӑх ҫыннӑмӑрсене чун-чӗререн юратнине тата хисепленине ӑшӑ та ҫепӗҫ сӑмахсем каласа палӑртма май туса паракан тепӗр лайӑх мел.
Михаил Игнатьев Анне кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/11/24/news-3979813
Ҫавӑнтах тепӗр хут тӗл пуласси ҫинчен те калаҫса татӑлнӑ, туслашнӑ ятпа Струтинский Саргсяна районсенчи нимӗҫ коменданчӗсем яланах ҫакса ҫӳрекен кӗмӗл хӗҫе парнеленӗ.
Кӗмӗл хӗҫ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Хӑшӗ укҫа панӑ, хӑшӗ аллегри вӑййи туса ирттерме япала парнеленӗ.
IV // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Ленька Василий пиччерен хӑйне час-часах дозора яма ыйтать, вара, разведкӑпа пӗрле, йӑшнӑ ҫул тӑрӑх хӑйӗн складра парнеленӗ пысӑк аттисемпе шаплаттарса утать.
XIX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Арӑслан хур каланипе брахмана икӗ хутаҫ укҫа парнеленӗ, икӗ хутаҫҫинче те пиншер рупий пулнӑ иккен.Выслушал лев гуся и пожаловал брахману две сумы с деньгами — в каждой было по тысяче рупий.
Брахман, арӑслан хур тата ҫӑхан ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Вӑл пире хӑшпӗр сӗтел-пукансем, вӑл шутра, аннене прилавка хыҫӗнче ларма лайӑх пултӑр тесе, питӗ лайӑх кресло парса парнеленӗ.
VII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Вӑл хӑйӗн ывӑлне лайӑх вӗреннӗшӗн кӗнеке парса парнеленӗ.
Иван Франко // Василий Хударсем. Франко И.Я. Хӑй айӑплӑ: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950. — 28 с. — 24–28 с.
Чжао тӑлӑх арӑм чӑпта парнеленӗ, кӗтӳ ачи У Цзя-фу таҫтан кантӑк шыраса тупнӑ, ӑна кантӑк рамине вырнаҫтарса, хутпа ҫыпӑҫтарса ҫаврӑннӑ.
I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ҫав пӳрте ӑна ҫӗнӗ председатель парнеленӗ.
I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Килте Фомана хаваслӑн кӗтсе илнӗ: ашшӗ ачана мыскараллӑ вензелле сулмаклӑ кӗмӗл кашӑк парнеленӗ, аппӑшӗ — хӑй аллипе ҫыхнӑ шарф панӑ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗр совет командирӗ, Чжао Юй-линь ҫав тери асапланса пурӑнни ҫинчен пӗлсен, ӑна икӗ мӑшӑр военнӑй тумтир парнеленӗ.
IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Хань Лао-лю ӑна хутран-ситрен япаласем парнеленӗ.
II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Сылтӑм аллипе ҫаратса пухнӑ пуянлӑхне Сулла, ҫапла, сулахай аллипе римлянсене парнеленӗ; вара Рим гражданӗсем, диктатора курайманнине пытарса, вӑл хӑна тунине те, мыскарасем кӑтартнине те хавасланса йышӑннӑ.
I сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Тав сана, чирлешке ҫынна та туххӑмрах чӗрӗлӗх вӗрсе кӗртме нимӗскерне те чӗптӗм хӗрхенмен хӑватлӑ уй-хир, тав сана, ачам-пӑчама хӗвел хӗлхемӗ парнеленӗ ен!
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.