Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Кивӗ сăмах пирĕн базăра пур.
Кивӗ (тĕпĕ: кивӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кивӗ ҫула ӑсататпӑр, пысӑк шанчӑкпа ҫӗннине кӗтсе илетпӗр.

Помоги переводом

Салтак ҫемйисене — Ҫӗнӗ ҫул парни // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d1%81%d0%b ... %bd%d0%b8/

Кивӗ ҫӑпата ҫине курӑк тиенӗ те туртса пырать.

Помоги переводом

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Кивӗ хӑма хапхаран кӗрсенех Ҫунахвунсен сарлака картишӗнчи тарасаллӑ пусӑ, лупас юписем, юманран лартнӑскерсем, тахҫанхи кӑвакарнӑ кӗлет, картиш кӗтессисенче пилӗк-ултӑ ватӑ йӑмра куҫа курӑнчӗ.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫимунӗ халӗ, яла Иван килсе кайнӑ хыҫҫӑн, Сантӑркка пултӑрӗн килӗнче мар, хӑйсен кивӗ ҫуртӗнче пурӑнать.

Помоги переводом

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Мунча пуличчен выртса кан пӑртак, ывӑлӑм, — терӗҫ Ивана ашшӗпе амӑшӗ, стена ҫинчен вӑчӑраллӑ кивӗ сехет ҫине пӑхса.

Помоги переводом

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗлӗк хӑлхисене хыҫалалла ҫыхнӑ шатрарах питлӗ яштака арҫын, кивӗ салтак шинелӗ тӑхӑннӑскер, савӑнах килӗшрӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кунӗпе кӑшласа татнӑ ҫӑварлӑхне кӑларса пӑрахрӗ те хӑйне кӑкарнӑ кивӗ вӗрене кӑшлама пикенчӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫырма тӑрӑх пӑшал сасси янӑраса кайсанах, Кулюкка, кивӗ кӗрӗк пӗркенсе, картишне тухрӗ:

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Правление ылтӑн Петрукӗ кӑшкӑрашса пырса кӗчӗ: — Пулмасть капла ӗҫлесе! — терӗ вӑл, кивӗ сӑран сумкине сӗтел ҫине лаплаттарса пӑрахса.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кивӗ юпана кӑларасси ҫӗнӗ шӑтӑк чавассинчен йывӑртарах тесе, Раюк Ҫтаппанӗ киввипе юнашар ҫӗнӗ шӑтӑк чавма пикенчӗ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кивӗ, ҫӗтӗк сӑхмана Пуҫ ҫине витетӗп.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ял куштанӗсем сивӗ куҫпа пӑхнинчен хӑраса тӑмасть вӑл, ытти хастарлӑ ҫамрӑксемпе пӗрле кивӗ шкул ҫуртӗнче спектакльсем лартать: вӑрӑм ҫӳҫлӗ пупсенчен, такана хырӑмлӑ кулаксенчен кулни те, ҫамрӑксем пӗр-пӗрне ҫӗнӗлле юратни те, Сетнерпе Нарспи вӑрмана тарни те — пурте, пурте пулнӑ!..

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑшпӗрисем, юмах итлеме юратаканнисем, ашшӗ-амӑшӗсен кивӗ кӗрӗкӗсене пӗркенсе, Хура Ҫимун тавра пуҫтарӑнса лараҫҫӗ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ялти кивӗ приемниксене пухса юсакаларӑм.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эрнене яхӑн кивӗ чиркӳре усрарӗҫ тыткӑнрисене.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑйсен кивӗ арпалӑхӗнчен, ишӗлсе аннӑ ҫӗрӗк улӑм айӗнчен, вунвиҫӗ михӗ ыраш чавса кӑларчӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Виҫҫӗшӗ те кивӗ фуфайка тӑхӑннӑ, хыткан, темиҫе кун хырӑнман.

Помоги переводом

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Тем те тӳссе курнӑскер, пит тӑрӑшса мӗкӗрленсе хускалчӗ те кивӗ «Волга», манӑн «салхуллӑ пуласлӑх» еннелле йывӑррӑн ыткӑнчӗ.

Помоги переводом

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Классем пысӑк мар, парттисем — кивӗ.

Помоги переводом

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ҫитнисене Красноярскинче пӗр каҫлӑха кивӗ барака вырнаҫтарчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней