Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗр ӗненмесӗр те пӗр ӗненсе, Ача-пӑча ларать халь телӗнсе:
Ленин ялта // Аркадий Лукин. Тӑван Атӑл. — 1962. — № 2. — С. 4
Шалтах ӗненсе лартрӑм, — кулчӗ Варук аппа.
Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.
«Ҫук, ӑна кӗтсе, унӑн юратӑвне ӗненсе, тек хама хам улталас мар. Вӗҫлентӗр апла ҫак телейсӗр юрату», — шухӑшларӗ халь ҫеҫ конференцинчен таврӑннӑ Нина.
Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.
— Кӑсӑклӑ калаҫатӑн, эпир шутланӑ тӑрӑх вара тата сирӗн сӑмахсене ӗненсе, саккунсене халӑх валли йышӑнаҫҫӗ тетпӗр.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Ҫапла майпа паянхи пӗчӗк гидсенчен чӑннипех хӑй ӗҫне юратакан музей сотрудникӗсем ӳсессе ӗненсе калаҫрӗҫ.
Февралӗн 1-мӗшӗнчен Тутарстанра «Ҫемье абонеменчӗ» проект хута кайрӗ // Татьяна Васильева. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... -xuta-kair
«Чун-чӗререн ӗненсе коммунизм обществи тӑвакан ҫирӗп ҫынсене, этемлӗхӗн ҫутӑ малашлӑхӗшӗн, ҫынсен ҫӗр ҫинчи телейӗшӗн кӗрешме хӑйсем суйласа илнӗ ҫул ҫинчен нимле тӑшманла вӑй та, нимле йывӑрлӑх та пӑрса ярайми ҫынсене вӗрентсе ҫитӗнтерес аслӑ ӗҫе хӑвӑр произведенисемпе хутшӑннинчен хисеплӗрех ӗҫ урӑх пулма та пултараймасть».
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Асӑннӑ телейлӗ тапхӑра (эпир вӑл телейлӗ пуласса ӗненсе тӑратпӑр) ура ярса пусиччен халӑхсен нумай йывӑрлӑхсем урлӑ ҫӗнтерсе каҫмалла пулчӗ.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Ача хӑй хыҫҫӑн пырасса ӗненсе мала иртрӗ.
9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Юлашки вӑхӑтра Сантӑркка хӑй патне Ҫимунӗ таврӑнасса ӗненсе тӑчӗ, ӑна кӗтрӗ.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Петрон уҫӑ кӑмӑлӗ, хӑйне хӑюллӑн тыткалани, пӗр енчен, тӗлӗнтерчӗ; тепӗр енчен, ӗненсе пӗтмелле мар пек те туйӑнчӗ Иванпа Макара.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вӑрҫӑ пуҫламӑш кунӗсенче вӑл пит тарӑн шухӑшах кайман — хамӑр ҫӗршыв вӑйлине, тӑшмана часах ҫапса аркатасса ӗненсе тӑратчӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Барон именинчен, чӑн та, нумай тупӑш илес ҫука ӗненсе пынине сиссен, ӑна хӑҫан та пулин сутма пултарасса та шаннӑ.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анук хуняшшӗ хӑйсене Микула хваттерне илсе каясса ӗненсе пырать.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫтаппан урама тухса астукаларӗ те, ют ҫын ҫуккине ӗненсе, пӳлӗме таврӑнчӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫтаппан ертсе килнӗ ҫамрӑк ҫын Микула иккенне тата ытларах ӗненсе, ӗнтӗ тытса каймалли ҫеҫ юлчӗ тесе шутларӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӗсем, юмӑҫ карчӑкӑн укҫа пулма кирлине ӗненсе, ҫавӑн ҫинчен калаттарма тӑрӑшрӗҫ.
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ӗнтӗ ку ырӑ ҫын пулас ҫука йӑлтах ӗненсе хӑвалама пуҫларӑм.
XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Макҫӑмпа Ҫтаппан ҫав-ҫавах чӗнменнине кура, кӗмӗле чӑн та вӗсем ҫаратнине ӗненсе хушса каларӗ:
XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Амӑшӗ, хӗрӗн сӑмахӗсене ӗненсе, ун хутне кӗресшӗн пулчӗ.
XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Апла иккен… — те ӗненсе, те ӗненмесӗр мӑкӑртатса илчӗ те квартальнӑй аллине ҫӳлӗк ҫинче выртакан кӗнекесем еннелле тӑсрӗ.
XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.