Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӑмӑртусенче (тĕпĕ: ӑмӑрту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Комсомольскинчи тӗп больница команди сывлӑх сыхлавӗнче ӗҫлекенсем хушшинче ирттерекен республикӑри, районти спартакиадӑсемпе хӗллехи-ҫуллахи ӑмӑртусенче малти вырӑнсене тӑтӑшах йышӑнса тӑнӑ.

Помоги переводом

Ырӑ туни ырӑпа таврӑнтӑр // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/31/%d1%8b%d1%8 ... %91%d1%80/

1980-мӗш ҫулсенче ҫӑмӑл атлетика енӗпе СССР сборнӑйӗшӗн ӑмӑртнӑ, Европа чемпионачӗн бронза медальне тивӗҫнӗ, пӗтӗм Союзри тата республика пӗлтерӗшлӗ ӑмӑртусенче нумай хут ҫӗнтернӗ.

Выступал за сборную СССР по лёгкой атлетике в 1980-х годах, обладатель бронзовой медали чемпионата Европы в помещении, многократный победитель первенств всесоюзного и республиканского значения.

Афанасьев Сергей Германович // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D1%84%D ... 0%B8%D1%87

Ҫав ҫулах Оберхофри ҫуллахи биатлон енӗпе иртнӗ юниорсен тӗнче чемпионатӗнче спринтра тата хӑваласа ҫитмелли ӑмӑртусенче кӗмӗл медальсем выляса илнӗ, икӗ хутӗнче те Эрик Лессертан иртсе каяйман, ҫавӑн пекех Анастасия Загоруйкопа, Анастасия Калинӑпа тата Сергей Кугубаевпа пӗрле хутӑш эстафетӑра чемпион ятне тивӗҫнӗ.

В том же году на юниорском чемпионате мира по летнему биатлону в Оберхофе выиграл серебряные медали в спринте и гонке преследования, оба раза уступив Эрику Лессеру, а также стал чемпионом в смешанной эстафете вместе с Анастасией Загоруйко, Анастасией Калиной и Сергеем Кугубаевым.

Магазеев Павел Михайлович // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%B0%D ... 0%B8%D1%87

Темиҫе хут Атӑлҫи ФО юниорсен хушшинчи ӑмӑртусенче ҫӗнтернӗ, ҫав шутра спринтра та мала тухнӑ.

Становилась неоднократным призёром первенства Приволжского ФО среди юниоров, в том числе победительницей в спринте.

Баранова Джамилия Эдуардовна // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D0%B0%D ... 0%BD%D0%B0

Вӑхӑт иртнӗ май лайӑх результатсемпе палӑрса «Яльчики» хӑйне пысӑк ӑмӑртусенче те кӑтартма пултарчӗ.

Помоги переводом

«Яльчики» командӑн тренерӗ — Патреккелтен // Елена ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %82%d0%b5/

Округ пуҫлӑхӗ Александр Терентьев ҫамрӑк армеецсене саламланӑ май ӑмӑртусенче ӑнӑҫу, ҫирӗплӗх сунчӗ.

Помоги переводом

Кӗҫӗннисем аслисенчен вӗренсе пыраҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/kecennisem-aslise ... racce.html

Ҫамрӑк армеецсем вӗренӳ ҫулӗн юлашки уйӑхне уроксем вӗҫленнишӗн кӑна мар, ҫарпа патриотизм вӑййисене хутшӑнса хӑйсен пултарулӑхне чӑн-чӑн ӑмӑртусенче ҫирӗплетсе пама май килнишӗн те кӑмӑллаҫҫӗ.

Помоги переводом

Кӗҫӗннисем аслисенчен вӗренсе пыраҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/kecennisem-aslise ... racce.html

Чӑваш Ен чысне Чулхула облаҫӗнче иртекен ӑмӑртусенче хӳтӗлеме тивӗҫнӗ, кунтан та лайӑх кӑтартусемпе таврӑннӑ.

Помоги переводом

Хӑравҫӑсем футболла вылямаҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/hr ... la-vilyama

Ун йӗркипе кунта вӗренекенсен команди тӗрлӗ шайри ӑмӑртусенче курӑмлӑ ҫитӗнӳсем тӑвать.

Помоги переводом

Спорт - хавхалану ҫӑлкуҫӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. https://putpobedy.ru/publikatsii/14248-s ... anu-c-lkuc

Ҫӑмӑл атлетика енӗпе те, хӑвӑрт утассипе те районти тата республикӑри ӑмӑртусенче малти вырӑнсене тухатчӗ. ӳт-пӗвне тӑтӑшах ҫирӗплетсе тӑратчӗ.

Помоги переводом

Катькасри паттӑр салтак ҫӗршыва хӳтӗлет // Евстолия СЕРОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... a-kh-t-let

Пӗтӗм тӗнчери тата пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртусенче пирӗн спортсменсем 1815 пилӗк медаль ҫӗнсе илнӗ, ҫакӑ 2022 ҫулхинчен пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ чухлӗ ытларах.

На международных и всероссийских соревнованиях наши спортсмены завоевали 1815 медалей, что больше, чем в 2022 году, более чем на треть.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл ҫурран тата йӗлтӗрпе чупас енӗпе вӑтам тата аслӑ шкулта, ҫарта хутшӑннӑ ӑмӑртусенче малтисенчен пӗри пулнӑ.

Помоги переводом

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Вӗреннӗ вӑхӑтра та, службӑра тӑнӑ чухне те, ӗҫленӗ тапхӑрта та Сергей Иванович спортран уйрӑлман, вӗренӳ учрежденийӗсен, чаҫ чысне тӗрлӗ ӑмӑртусенче хӳтӗленӗ.

Помоги переводом

Пӗтӗм пурнӑҫӗ - спорт // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13452-p ... rn-c-sport

Пӗртӑвансем пиллӗкӗшӗ те шкул вӑхӑтӗнче тӗрлӗ ӑмӑртусенче хастарлӑхпа палӑрнӑ.

Помоги переводом

Пӗтӗм пурнӑҫӗ - спорт // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13452-p ... rn-c-sport

«Гигант» колхозӑн футбол, волейбол, хоккей командисем районта яланах малти вырӑнсенче пынӑ, республикӑри ӑмӑртусенче те лайӑх кӑтартусем тунӑ.

Помоги переводом

Спорт – пурнӑҫ йӗрки // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%81%d0%b ... %ba%d0%b8/

Унта хутшӑнакансем тиенӗ урапа та туртӗҫ, картлӑ кӗвенте йӑтса чупӗҫ тата ытти хаваслӑ ӑмӑртусенче тупӑшӗҫ.

Помоги переводом

Ентешӗмӗрсем, килсе курсамӑр уява! // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/419-e ... am-r-uyava

Телейлӗ те туслӑ ҫемьесене курма савӑнӑҫлӑ, ачасем хӑйсен ашшӗсене ӑмӑртусенче хавхалантарса пулӑшнӑ, вӗсен ҫитӗнӗвӗсем ҫине тӑвӑллӑн алӑ ҫупса пӑхнӑ.

Было радостно видеть счастливые и дружные семьи, дети эмоционально поддерживали своих пап и бурно реагировали на их успехи.

Пишпӳлекри "Умка" ача садӗнче ачасем ашшӗсемпе пӗрле ирхи зарядка тунӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2023-1 ... un-3477556

Вӗсен хастар ӗҫне воспитанникӗсем тӗрлӗ шайри ӑмӑртусенче лайӑх кӑтартусем туса туллин ҫирӗплетеҫҫӗ.

Помоги переводом

Сывӑ пурнӑҫ йӗрки – куллен-кун чи кирли // Валерий Денисов. http://kasalen.ru/2023/08/14/%d1%81%d1%8 ... %80%d0%bb/

Вячеслав Лаврушкин, Зуфар Тимаев, Владимир Калашников аслӑрах йӗлтӗрҫӗсем хушшинчи республика тулашӗнчи ӑмӑртусенче те пӗрре мар палӑрчӗҫ.

Помоги переводом

Сывӑ пурнӑҫ йӗрки – куллен-кун чи кирли // Валерий Денисов. http://kasalen.ru/2023/08/14/%d1%81%d1%8 ... %80%d0%bb/

Округри йӗлтӗрҫӗсем те тӗрлӗ шайри ӑмӑртусенче лайӑх енӗпе палӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

Сывӑ пурнӑҫ йӗрки – куллен-кун чи кирли // Валерий Денисов. http://kasalen.ru/2023/08/14/%d1%81%d1%8 ... %80%d0%bb/

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней