Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӑварӗ (тĕпĕ: ҫӑвар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑмака ҫӑварӗ — упшурпа пӗрех.

Помоги переводом

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Тин кӑна хутса пултарнӑ кӑмака ҫӑварӗ умӗнчи пекех шӑрӑх.

Помоги переводом

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Хӗрарӑмсем шӑп тӑчӗҫ, Сухви ҫӑварӗ ҫине пӑхса итлерӗҫ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ӗҫес килнӗрен ҫӑварӗ типсе ларнӑ, вӑрттӑнлӑ кӗсьерен пилӗкҫӗр тенкӗ кӑларчӗ вӑл, ӑна тем сикес тухасран ятарлӑ хатӗрлесе хунӑччӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Юнашар тӑракан арҫын тӗлӗннипе куҫӗсене чарса пӑрахрӗ, ҫӑварӗ ирӗксӗрех карӑлчӗ.

Помоги переводом

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Итленӗ май, тӗлӗнсе, кап карӑлнӑ ҫӑварӗ патне илсе пынӑ ҫӑкӑр таткине сӗтел ҫине хурать Терен: — Тен, вӗсем пач урӑх ҫынсем, тен, вӗсем пӗртте пӗлтӗрхисем мар, а? — иккӗленсе ыйтать вӑл.

Помоги переводом

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тамарӑн, сӑмах шарлайми пулса кайнӑскерӗн, куҫӗ пӗр вӗҫӗмсӗр сарӑлса та сарӑлса пырать, ҫӑварӗ, ҫыран хӗррине тухса выртнӑ пулӑннӑ пек, кап карӑлать.

Помоги переводом

Ывӑл-и! Ывӑл!.. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Левенӗн ҫӑварӗ ҫерҫи вӗҫсе кӗмелле кап карӑлса каять.

Помоги переводом

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Умӗнчи пӗчӗк шӑллӗ, иккӗ-виҫҫӗри «чӗпӗ», ҫӑварне ҫӑвӑр курак евӗр кап карать, пиччӗшӗ ӑна кашӑкпа хӑйма сыптарсах тӑрать, унӑн ҫӑварӗ пушаннӑ-пушанман кулачӑ татки хыптарать, хӑй те шӑллӗпе пӗрлех ҫиет.

Помоги переводом

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ӳслӗкӗ тухмасан та, аллине ҫӑварӗ умне тытса, ӳсӗркелесе илчӗ.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сана чӗнме хушрӗ, — Кулюккан карӑннӑ ҫӑварӗ хупӑниччен калама ӗлкӗрес тенӗ пек, хӑвӑрт-хӑвӑрт каларӗ Ҫимун.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Тураттуна кашкӑр ҫӑварӗ патне тыт! — кӑшкӑрать Откан.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗр мӑйӑрне те курман эп, — терӗ нимле ӑнлантарайманнипе ҫӑварӗ типнӗ Сантӑркка.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ху каларӑн вӗт-ха халӑх ҫӑварӗ хапха мар тесе.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Халӑх ҫӑварӗ хапха мар, теҫҫӗ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Халӑх ҫӑварӗ хапха мар, ӑна ниепле те питӗреймӗн.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тем пуласран хӑранӑ пек, хунямӑшӗ пӗрре тӗпелелле, тепре алӑк патнелле пӑхса илчӗ, аллине ҫӑварӗ патне тытрӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӑмака ҫӑварӗ пек чӳрече.

Помоги переводом

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Аслӑ прапорщик, эпӗ куҫа уҫнине курчӗ те, пӗшкӗнсе янаха тытса пӑхрӗ, унталла-кунталла хускатрӗ, Ҫӗрпӳ район каччине Миша Трофимова: «Маттур, Трофим, кирзачпа янахӗнчен виҫеллӗ тапрӑн. Ҫӑварӗ уҫӑлнӑ. Сывлать ҫын. Хытӑрах тапнӑ пулсан янах шӑммине хуҫма та пултарнӑ», — тесе ырларӗ.

Помоги переводом

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Самантрах ҫӑварӗ типсе ларчӗ Раманӑн.

Помоги переводом

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней