Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫывӑхри (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Контракт тӑвас ыйтусемпе республикӑра пурӑнакансем пӗрлехи справка номерӗпе 177, Лару-тӑру центрне 122 е 7 (347) 218-19-19, е «Манӑн документсем» МФЦ ҫывӑхри офисӗпе усӑ курма пултараҫҫӗ.

Помоги переводом

Пӗртӑвансем СВО зонинче служит тӑваҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... va-3815974

Нина тӗлӗнче вӑл чарӑнса тӑмарӗ, тинкерсе пӑхрӗ кӑна, сӗтел ҫинчен хаҫат илчӗ те ҫывӑхри диван ҫине кайса ларчӗ.

Помоги переводом

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Нина картишӗнчен тухрӗ кӑна, ҫывӑхри пысӑк йӑмра айӗнчен ҫын мӗлки уйрӑлчӗ, тепӗр самантран хӗр патне Григорий кулкаласа утса пычӗ.

Помоги переводом

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Вӗсем пӳрт умӗнчи тенкел ҫинче калаҫса ларатчӗҫ, тепӗр чухне ҫывӑхри пӗчӗк кӗпер ҫинче тӑратчӗҫ.

Помоги переводом

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Хӑвӑртрах паллашас килчӗ, — Ира ҫывӑхри пукан ҫине ларчӗ.

Помоги переводом

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Юрӗ, эпӗ мӑн кӑмӑллӑ мар, сӗнмесӗрех ларма пултаратӑп, — халь кӑна килнӗ ҫын тӗссӗрленнӗ лучӑрканчӑк карттусне хывса ҫӗре пӑрахрӗ те ҫывӑхри чул катӑкӗ ҫине вырнаҫса ларчӗ.

Помоги переводом

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Тӗплӗн хатӗрленетпӗр те ҫывӑхри поселоксене, приисксене каятпӑр.

Помоги переводом

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Пӗри шыв тултарнӑ тӑватӑ кӗтеслӗ сарлака ӑшӑх тимӗр савӑтра тем пӑтратать, тепри ҫывӑхри купаран ылтӑн тӑприне пысӑк ещӗке тултарать, виҫҫӗмӗшӗ алӑри вӑрӑм авӑрлӑ ӑскӑч ҫине, тем шыранӑ пек, тинкерсе пӑхать.

Помоги переводом

V // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Авӑ ҫывӑхри йывӑҫ турачӗсем ҫинче пакшан хура ҫурӑмӗ вӗлтлетсе илчӗ.

Помоги переводом

III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Ҫывӑхри сопка ҫумӗпе ирхи шурӑ пӗлӗт таткисем шӑваҫҫӗ.

Помоги переводом

III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Ҫывӑхри сӑрт ҫинче ушкӑн хурӑн ларать.

Помоги переводом

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Хӗр, ӑшшӑн йӑлкӑшса, ҫывӑхри пысӑк ҫурт ҫине пуҫӗпе сӗлтсе кӑтартрӗ.

Помоги переводом

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Ҫав самантра ҫывӑхри ҫуртран ҫамрӑк хӗр тухрӗ.

Помоги переводом

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Ҫывӑхри юханшыв та пӑртан тасалман.

Помоги переводом

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Вӗсем хушшинче «Аслы-Куль» ҫутҫанталӑк паркӗн сотрудникӗсем тата ҫывӑхри Бурангуловопа Чапаево ялсенче пурӑнакансем пулнӑ.

Помоги переводом

Пушкӑртра Асликуль кӳллин ҫыран хӗрринчи территорине ҫӳп-ҫапран тасатнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... tn-3805958

— Ермолкин ФАПӗнче тата ҫывӑхри халӑх пурӑнакан вырӑнсенче ӗҫ вырӑнӗ пулмарӗ, анчах эпӗ шанӑҫа ҫухатмарӑм, - малалла калать Ольга Николаевна.

Помоги переводом

Вӑхӑтра укол тумалла // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... la-3808395

Ҫывӑхри территорисенче кайӑк грипӗн вирусне тупса палӑртас пулсан, экономика сиенӗнчен хӑтӑлас тесен кайӑк-кӗшӗке пусма тытӑнмалла.

Помоги переводом

Кайӑк-кӗшӗк туяннӑ чухне асӑрхануллӑ пулӑр // Римма Мавлютова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... a-pysakrax

Ҫуран ҫӳрекенсен тумтирӗ ҫинче ҫутта тавӑракан элемент пур пулсан вара ҫывӑхри фара ҫутинче 130-140 метртан курать, инҫетри ҫуттинче — 400 метртан.

Помоги переводом

Анатолий Михайлов: «Правилӑсене пӑхӑнмалла» // Римма Мавлютова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... a-kanas-sn

Водитель ҫулпа пыракана ҫывӑхри ҫутӑпа 25-30 метртан, инҫетрипе — 100 метртан курать.

Помоги переводом

Анатолий Михайлов: «Правилӑсене пӑхӑнмалла» // Римма Мавлютова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... a-kanas-sn

Уйрӑмра врач йышӑнмалли кабинет, процедура кабинечӗ, канмалли пӳлӗм, апат-ҫимӗҫ хумалли столовӑй, пӗрремӗш тата иккӗмӗш хутра санузелсем, душевойпа прачечнӑй, ҫавӑн пекех ҫывӑхри территорире пӗренерен тунӑ мунча пур.

Помоги переводом

Ырлӑхпа шанӑҫ ҫурчӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sotsiall-kh- ... ch-3794851

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней