Поиск
Шырав ĕçĕ:
Миргалим ҫаврӑнса та пӑхмарӗ, лаша ҫурӑмӗ ҫине ҫакнӑ икӗ тулли миххе ҫӗклерӗ те ҫӗре антарса хучӗ.
XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Авӑ ҫывӑхри йывӑҫ турачӗсем ҫинче пакшан хура ҫурӑмӗ вӗлтлетсе илчӗ.
III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Ҫурӑмӗ хыҫӗнче кутамкка, пӗр аллинче пӗчӗк хутаҫ, тепринче туя.
XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Атте ҫурӑмӗ хыҫӗнче симӗс салтак кутамкки, вӑл темшӗн кӑштах уксахлать.
VIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Аттен вара ҫӳҫӗ те, сухалӗ те кӑвакарнӑ, ҫурӑмӗ те кукӑрӑлма пуҫланӑ.
VI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Йӳле янӑ шурӑ пир кӗпепе, ҫара пуҫӑн, ҫара уран, ҫӳҫӗ арпашнӑ, ҫивӗт вӗҫӗ ҫурӑмӗ ҫийӗн сапаланнӑ.
III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Ҫурӑмӗ хыҫӗнче вӑрӑм ҫивӗт явӑнать.
II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Кайсан-кайсан ҫурӑмӗ ҫинчи пӑта хутаҫҫине ҫӗр ҫине нач! антарса лартнӑ Павӑл.
Хӑшӗ йывӑртарах? // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 267–269 с.
Унтан пӑта хутаҫҫине илнӗ те ҫурӑмӗ ҫине вӑшт ҫавӑрса хунӑ.
Хӑшӗ йывӑртарах? // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 267–269 с.
— Эх-хе-хех! — ҫурӑмӗ ҫинчи мамӑкпа пӑта хутаҫҫисене ҫӗр ҫине хурса тарӑннӑн хашлатнӑ мучи.
Хӑшӗ йывӑртарах? // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 267–269 с.
Вовӑн ҫурӑмӗ тӑрӑх темле сивӗ япала вӑраххӑн шуса анчӗ, сехри хӑпнӑ ачан ҫамки ҫине сивӗ тар тапса тухрӗ.
«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
«Хаҫ!» — унччен пӑрахнӑ ҫаппа тепӗр хут ҫӗклесе шап-шурӑ та шушкӑ хӳреллӗ ҫурана ҫурӑмӗ урлӑ туртса тивертет.
Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
— Ҫӑкӑр, — пан улми тытнӑ аллине ҫурӑмӗ хыҫне пытарать ача.
Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
— Шӑла ҫыртса, куҫри куҫҫулӗсемпе пурӑнма пуҫларӑм ҫавӑн чухне, — вӑл лӑпкӑн сывласа илчӗ, алли унӑн Тетейӗн ҫурӑмӗ ҫинче выртрӗ.
V // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Теней ун ҫурӑмӗ хыҫӗнче, вӑрттӑн ӗнтӗ, киревсӗр ӗҫсем туни ҫинчен каласа пачӗ Кирей.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Ҫавана сулса янӑ хушӑра ун кӗпи пӗрре хӑмпӑланать, тепре ҫурӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнсах ларать.
Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.
— Мӗн кӑсӑкки пур пичетре? — ыйтать Терен, Левен ҫурӑмӗ хыҫне тахӑш вӑхӑтра мӑшӑлтатса пырса тӑнӑскер.
«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Эх, епле хӗпӗртесе ҫакӑнса ҫӳренӗ пулӗччӗ вӑл упӑшкин ҫурӑмӗ хыҫӗнче!
Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Утаманӑн тарланӑ ҫурӑмӗ вырӑнӑн-вырӑнӑн пасарнӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Ҫурӑмӗ ҫине ула-чӑла хӑюсенчен «кӑтрашкаллӑ» тайлӑк тӑваткӑлсем ҫӗлесе ҫыпӑҫтарнӑ.
Вирьял чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.