Поиск
Шырав ĕçĕ:
Акӑ упа, тискеррӗн мӗкӗрсе, ҫынна карт туртса ҫӗклерӗ — ҫӗҫӗ авринчен ҫатӑртаттарса тытнӑ алӑ ҫӳлелле ыткӑнчӗ.
XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Медсестра палатӑна кӗрсе ҫухалать ҫеҫ, больницӑн умалӑкӗ, хурҫӑ пружинине ҫатӑртаттарса, хыттӑн чӗриклетсе уҫӑлать, вара Левенӗн хуняшшӗпе хунямӑшӗ курӑнса каяҫҫӗ.
Ывӑл-и! Ывӑл!.. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Ҫын ҫухӑрса ячӗ те шыва йӑванса ӳкрӗ, кимми вара, ним пулман пекех, хуҫисӗрех, малаллах ҫатӑртаттарса кайрӗ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Ҫав вӑхӑтрах ҫыранран инҫех те мар пӗр моторлӑ кимӗ ҫатӑртаттарса иртрӗ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Ҫими-ӗҫми енчен аптрасах кайман та-ха, ҫапах тӑварланӑ купӑстана кучанӗ-мӗнӗпех ҫатӑртаттарса чӑмлас килет унӑн тепӗр чух.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хайхи хӗрарӑм хашӑлтатса чупса ҫитрӗ те Ҫимуна икӗ аллинчен ҫатӑртаттарса тытрӗ:
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Чаршав уҫӑлсанах, анне хулӗнчен ҫатӑртаттарса тытрӑм та спектакль вӗҫлениччен те ямарӑм ӑна.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Вӑл ҫурлине ана ҫине пӑрахрӗ те сылтӑм ывӑҫӗпе сулахай аллинчи кача пӳрнине ҫатӑртаттарса тытрӗ.
Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Кам ачи? — арӑмне чӗркуҫҫисенчен ҫатӑртаттарса тытса ыйтрӗ упӑшки.
6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ӳкес мар тесе кашнинчех икӗ аллипе те ҫилхерен ҫатӑртаттарса тытрӗ.
10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Магмет, хӑйне такам ҫурӑмран тӗртнӗ евӗр, ура ҫипе сиксе тӑчӗ, Нухрат енне ҫаврӑнчӗ те ӑна алӑран ҫатӑртаттарса тытрӗ.
3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Мӑйракаллӑ арҫури вут ҫине пӗр ачана ҫакнӑ та ҫатӑртаттарса ҫунтарать.
Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Темиҫе минут ҫӳренӗ хыҫҫӑн Мӗтри ӑна икӗ алӑпа та ҫатӑртаттарса ярса илчӗ.
XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ӑҫта тӗл пултӑмӑр санпа! — вӑл тахҫанхи тусӗн аллине ҫатӑртаттарса тытрӗ те ӑна нумайччен силлерӗ, тахҫанхи йӑлипе юлташне темиҫе хутчен чышкӑпа та паркаласа илчӗ.
6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ахтупай хӑйӗн вырӑнӗнчен хускалчӗ те юлташне хул хушшинчен ҫатӑртаттарса тытрӗ, атя, иксӗмӗр те каяр тенӗ пек, ӑна тимӗрҫӗ лаҫҫинелле сӗтӗрчӗ.
12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Мӑрса хӑрах аллипе Урасмета хулран ҫатӑртаттарса тытнӑ, тепӗр аллинче автан тукмакӗ.
18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Иштерек мӑрса умне чӗркуҫленсе ларчӗ, аллисемпе ун урисене ҫатӑртаттарса тытрӗ.
15. Чӗн йӗвен // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вӗсем учӗсене сиккипе яма хатӗрленнӗччӗ ӗнтӗ, аллисемпе лаша ҫилхинчен ҫатӑртаттарса тытнӑччӗ, ҫав вӑхӑтра малта Тукай чышкипе юнани курӑнса кайрӗ.
12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Калаҫса татӑлтӑмӑр-и? — вӑл Тукая хул хушшинчен ҫатӑртаттарса тытрӗ.
12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Сӑмах-юмах пӗтрӗ пулӗ тесе вӑл ӑнсӑртран тӗл пулнӑ ҫынсенчен пӑрӑнса кайма хатӗрленнӗччӗ ӗнтӗ, анчах Северьян текенни, ун шухӑшне пӗлнӗ пекех, качча хул хушшинчен ҫатӑртаттарса тытрӗ те: — Ан васка, килне ҫитме ӗлкӗрӗн, тата ыйтмалли пур, — терӗ.
1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.