Поиск
Шырав ĕçĕ:
Антун, Антун, тиеҫҫӗ, Чул кӑлар-ха, тиеҫҫӗ, Ҫул-йӗр ту-ха, тиеҫҫӗ, Ҫулӗ пултӑр ҫатма пек, Ҫатма пек те ҫӑтмах пек.
Антун ҫулӗ — ҫутӑ ҫул // Антун Мучи. Тӑван Атӑл. — 1958. — № 3. — С. 93-96
Кукӑль ҫунса кайнӑ манӑн! — кӑшкӑрса ячӗ Васса, ӳкнӗ ҫатма тимрине урайӗнчен хӑпӑл-хапӑл илчӗ те мӑкӑрланакан ҫатмине туртса кӑларчӗ.
XXXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Вӗри ҫатма ҫулаттармалла сана; чӗлхӳне пулах тамӑк хуранӗнче ҫунӑн, чӗлхӳпе ҫамрӑксен ӑсне ҫавӑратӑн», — терӗ карчӑк, мана ҫатмапа хӑмсарса.
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Сухан ҫыххи тупса Детрей иккӗшне тасатрӗ, турарӗ, пысӑк ҫатма ҫинче тӑварпа хутӑштарчӗ, лайӑх пӑтратсан ҫыхнӑ кӗленчерен олива ҫӑвӗ ячӗ, икӗ теҫетке ҫӑмарта ҫӗмӗрсе хучӗ; ҫакӑн хыҫҫӑн патентланӑ спиртовкӑна чӗртрӗ те ҫатмана сенкер ҫулӑм кӑшӑлӗ ҫине лартрӗ.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Чустана унаса вӑл пӗр ҫатма ҫине хуратчӗ, ӑна тепӗр ҫатмапа витсе кӑвар ӑшне чиксе лартатчӗ.Он клал тесто на одну сковородку, прикрывал другой и закапывал в угли.
Лагерьте // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Тамӑкра вара шуйттансем кӑлпаснике ҫухавинчен ярса тытаҫҫӗ те ҫатма ҫине лартаҫҫӗ — шаритлен, чунӑм, ташла вӗри ҫатма ҫинче, унтан тата вӗрекен смала ӑшӗнче ларӑн та хӗртнӗ тимӗре чӗлхӳпе ҫуллӑн…
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Унтан сасартӑк ҫатмине шӑршласа пӑхрӗ те хуралсах карӗ, ҫатма аврине ҫӗрелле персе уласа ячӗ:И вдруг, понюхав сковороду, потемнела, швырнула сковородник на пол и завыла:
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Уҫса пӑрахнӑ кантӑкран пӳртре ҫатма шӑхӑрса чашкӑрни илтӗнет, ҫатми ҫинче паян ҫеҫ тытнӑ камбала пулӑ ӑшаланать.
Гимназие вӗренме кӗни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Вӑл — кил хуҫи хӗрарӑмӗ, унӑн ӗҫӗ — хӑнасене пӑхасси, ҫыртмалли-ҫимеллине хушса тӑрасси, кӑмака умнелле пӑхасси — унта ҫатма хыҫҫӑн ҫатма салӑпа ҫӑмарта шарикленеҫҫӗ.
Укахви, Дорофеевна тата ыттисем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
5. Алли-урисӗр тӑрса юлнӑ, сывлӑшӗ ҫеҫ тухайман ҫынна вут-ҫулӑм патне йӑтса кайма, унта ҫатма ҫинче ӑшалама хушнӑ; ҫатма хытӑ пӑсланма тытӑнсассӑн, пӗртӑвансем амӑшӗпе пӗрле вилӗме паттӑррӑн тӳссе ирттерме сӑмах татнӑ, вӗсем ҫапла каланӑ: 6. «Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр курса тӑрать, Моисей халӑх умӗнче хӑйӗн юррипе: «Вӑл Хӑйӗн чурисене хӗрхенӗ» тесе каланӑ пек, Вӑл пире чӑннипех хӗрхенӗ» тенӗ.
2 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑйсем вӗри ҫатма ҫинчи пӑрҫасем пек сиккелеҫҫӗ.
Хӑнасем // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.
Антун ун пек утсене, Ҫатма пекех ҫулсене, Курсан курнӑ тӗлӗкре (Ҫулсем пулман ӗлӗкрех).
Антун ҫулӗ — ҫутӑ ҫул // Антун Мучи. Тӑван Атӑл. — 1958. — № 3. — С. 93-96
Урхамах пек утсене Ҫатма пекех ҫул кирлӗ.
Антун ҫулӗ — ҫутӑ ҫул // Антун Мучи. Тӑван Атӑл. — 1958. — № 3. — С. 93-96
Ҫатма пекех ҫулпала Кам ҫӳрӗ-ши мулпала?
Антун ҫулӗ — ҫутӑ ҫул // Антун Мучи. Тӑван Атӑл. — 1958. — № 3. — С. 93-96
Халӗ те чӗлхе ҫинче ҫав ҫатма икерчи, хура ыраш ҫӑкӑрӗ!
Анне ӑшши // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d0%b0%d0%b ... %88%d0%b8/
Ҫав вӑхӑтра анне кӑвар ҫинче ҫатма икерчи пӗҫерме пикенчӗ.
Анне ӑшши // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d0%b0%d0%b ... %88%d0%b8/
Нихӑҫан та манас ҫук анне пӗҫернӗ ҫавра ҫӑкӑр тутине, шӑршине, ҫавӑн пекех кӑвар ҫинчи ҫатма икерчине тата кӑпӑшка капӑртмана.
Анне ӑшши // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d0%b0%d0%b ... %88%d0%b8/
Ҫатма ҫинче кӑштах ҫӗр улми юлчӗ.
Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77
Кил карти ҫатма ҫинчи икерчӗ майлах пӑсланать.
Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.
Хӗрхенме каларӗ-ха, ашшӗ часах ӑна, вӗри ҫатма ҫинчи икерче ҫавӑрнӑн, илсе ӳпне хурать, вара каллех пуҫланать ахӑр самана:
Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.