Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫамрӑкӑн (тĕпĕ: ҫамрӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Врач курсанах: «Пилӗк-ултӑ кун ҫеҫ юлнӑ ку ҫамрӑкӑн пурӑнмалли», — терӗ.

Помоги переводом

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Кӑларса янӑ ҫамрӑкӑн пурнӑҫӗ пурӑнмалла пуласса вӑл шансах тӑрать, кайран вара йышлӑланма тата ӑна юсама меллӗ условисем пулӗҫ.

Помоги переводом

Пушкӑртра нацпроекта пула Шуратӑл шывне 16 пине яхӑн пулӑ лӗккине янӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... an-3797494

Вӑл ҫамрӑкӑн пултарулӑхӗпе кӑсӑкланнӑ ҫеҫ мар, ӑна тӑтӑшах хавхалантарса пынӑ.

Помоги переводом

«Ун пекки урӑх пулмасть…» // Николай МАЛЫШКИН. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %82%d1%8c/

Ушкӑнран каллех пӗр ҫамрӑкӑн сасси илтӗнчӗ:

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ҫамрӑкӑн сӑнӗ-пичӗ йӗркеллех: сӑмси вырӑнтах, лапчӑнман, куҫӗ те хӑйӗн вырӑнӗнчех.

Помоги переводом

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Ҫамрӑкӑн ӗҫлес килет, ҫав ӗҫе тухнӑ кунах вӑкӑр ун ҫине пӑхкалать, мӗкӗрет, анчах вырӑнтан та тапранмасть.

Помоги переводом

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Ҫак ҫамрӑкӑн таса ЧУНЛӐХӖ вара манӑн кӑмӑла пушшех ӑшӑтса ячӗ.

Помоги переводом

Кушак ҫури // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 3–4 с.

Кашни ҫемьен, кашни ҫамрӑкӑн хӑй лартнӑ юратнӑ йывӑҫӗ кунта.

Помоги переводом

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Кӗркунне… пуль… — ҫамрӑкӑн сасси сутрӗ, чӗтресе кайрӗ.

Помоги переводом

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫамрӑкӑн унӑн малалли ӗмӗтлӗ…»

Помоги переводом

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вуласа пӑхар-ха тин ҫырма пуҫланӑ ҫамрӑкӑн йӗркисене.

Помоги переводом

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

«Институтран вӗренсе тухсан иксӗмӗр те пӗр колхоза ӗҫлеме кайӑпӑр», — ӗмӗтленнӗ вӗсем, анчах юлашки ҫул вӗреннӗ чух икӗ ҫамрӑкӑн кӗтмен ҫӗртен самана саланчӗ.

Помоги переводом

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Акӑ «Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу» калаври Иринӑпа Володьӑн, ял хуҫалӑх институтӗнче вӗренекенскерсен, ӗҫ-пуҫ тени йӑлтах лайӑх пекчӗ, анчах «юлашки ҫул вӗреннӗ чух икӗ ҫамрӑкӑн кӗтмен ҫӗртен самана саланчӗ» тет калавҫӑ.

Помоги переводом

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Ку калаҫу хыҫҫӑн 19 ҫулхи ҫамрӑкӑн вӗренме каяс кӑмӑл вӑй илнӗ, анчах амӑшӗ те, пиччӗшӗсем те хирӗҫ пулнӑ.

Помоги переводом

Кӗлӗсем чӑвашла иртнӗ // Силуан КОЗЛОВ. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%bae%d0% ... 82%d0%bde/

Мӗскӗн чӑваш ҫӗре кӗнӗшӗн Савантер айӑплӑ мар-ха ӗнтӗ, вӑл ҫакна лайӑх пӗлет, ҫапах та ҫав ҫамрӑкӑн ҫӗре чикес умӗн куҫӗнче упраннӑ ӳпкеве, тархаслӑва, ылханӑва ниепле те манма пултараймарӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аванкай ӑна тем тӗрлӗ те сиплесе пӑхрӗ, анчах аманнӑ ҫамрӑкӑн лайӑхланасси пулмарӗ.

Помоги переводом

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Паллах, ачаранах ӗҫ ҫумне куршанакланнӑ, тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫамрӑкӑн таса чун-чӗрине ҫакӑн пек сӑмахсем пуртӑ пек касӑнса кӗмесӗр, унта нихӑҫан тӳрленми сурса ыратакан сурана ҫаврӑнмасӑр пултарайман..

Помоги переводом

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ӑста ҫамрӑкӑн картинисемпе поселокра тата округра пурӑнакансем кӑна мар, чукун ҫулпа ҫӳрекен хӑнасем те паллашма пултараҫҫӗ.

Помоги переводом

Ӳкерчӗкӗсенче - чун-чӗре пуянлӑхӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12359-ke ... uyanl-kh-2

Леспромхозра ӗҫлесе пуҫтарнӑ шӑтӑркка хутӑн ытларахӑш пайӗпе тӗксӗм кӑвак вельветран ҫӗленӗ куртка, хура брюки (халӗ шӑпах вӑл ҫав ҫи-пуҫпа) тата ал сехечӗпе улӑм шляпа (пӗве кӗнӗ ҫамрӑкӑн туҫланса, янкӑсланса, шуххӑн, юпахланса ҫӳремелли япалисем!) туяннӑччӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӑна аса илнипех ҫамрӑкӑн чӗринче ырӑ-ырӑ туйӑмсем ҫуралаҫҫӗ.

Помоги переводом

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней