Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вагон кантӑкӗ ҫумне ҫамкипе тайӑнатчӗ те тем ҫинчен шухӑшлатчӗ, час-часах ӗсӗклесе макӑратчӗ.
II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
«Ҫук, тем пулсан та ая пулма юрамасть. Тем пулсан та ун аллинчен вӗҫерӗнмелле!» — шухӑшласа илчӗ те, кушак пек хӑвӑрттӑн ҫаврӑнса, ҫамкипе Ҫтаппана сӑмса кӑкӗнчен тӑрӑслаттарчӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Сасартӑк хӑвӑрт пынӑ ҫӗртех ҫамкипе ҫемҫе япалана перӗнчӗ.
Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Кӑштахран вӗсем хӗрлӗ ҫыр ҫамкипе сукмаксӑр-мӗнсӗрех сад еннелле хӑпарса кайрӗҫ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Юланутҫӑ сӑрт ҫамкипе чӗвӗнсе хӑпарчӗ те вӑрман хӗрринчи ҫулпа тин кӑна хускалнӑ пӗр ушкӑна курчӗ.
Пӑшал сасси // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Сасартӑк вӑранса кайнипе Павӑл ҫамкипе сӗтел кӗтессине ҫапӑнать, сӑмса умӗнче мӑрлатса ларакан ула кушакне тарӑхнипе ҫӗрелле тӗртсе ярать.
Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.
Алтӑр урлӑ пӑхакан кӑвак лаша ҫутинче курӑнчӗ: вӑл, Пурис, вӑрманӑн хапӑлсӑр хӑни, «симӗс ҫӗлен те сӑхнӑ пуҫсӑр юланут», аялалла сӑнӑланса пуҫхӗрлӗн виркӗнсе, торф кӑларнӑ хыҫҫӑн юлнӑ тӑрӑнчӑк тарӑн, анчах типӗ канава ҫамкипе лат! чикмекленсе чикӗннӗ иккен.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
…Самайччен ҫӗрӗшсе кӑмӑскаланнӑ тайлӑк чикмек пек пуҫхӗрлӗн, ҫӗре ҫамкипе ҫурма чикӗнсе, мӑшш-мӑшш сывласа выртрӗ Пурис суя чунпа, асар-писер, урӑм-сурӑм тӗлленсе.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
«Ай-й-й!» — авӑнса илчӗ: халӗ вӑл самаях шыҫмак, шӑрӑллӑ йывӑҫ вулине ҫамкипе пырса шанлаттарнӑ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хирӗҫ килекен лав айне пулас мар тесе пӑрӑнчӗ те укӑлча юпине ҫамкипе пырса ҫапӑнчӗ.
Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.
Тарье ҫамкипе урайне шаплатса ӳкрӗ.
Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫамкипе пичӗ сарӑрах ҫутӑ тӗслӗ, тути хӗррисем — ҫунса кайнӑ пек хура.Лоб, шеки желтоватого цвета, а губы — словно два обгорелых уголька.
Салакайӑк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ӑна хирӗҫ никам та тухмарӗ, Кӗтерне лав ҫинчен анса ӗлкӗриччен лаша, ҫамкипе хапхана хӑех тӗртсе уҫса, килкартинелле кӗчӗ.
V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫакна калассишӗн килтӗн-и ман пата? — ҫамкипе пырса тӑрӑнасран мачча кашти ҫине пӑхкаларӗ мӑрса.
12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Анчах пичӗ енне хӑмӑр грим хунӑ хыҫҫӑн, ҫамкипе пит-куҫне ватӑлтарса пӗркелентернӗ хыҫҫӑн (ҫав тери ӑста парикмахер-гримера ятарласа Мускаври Корш театрӗнчен чӗнтернӗ иккен!), вӑрӑм ҫӳҫлӗ кӑвак парика хумлӑ-хумлӑ кӑтралатнӑ хыҫҫӑн — пыр та кур! — Бетховен тейӗн ӑна!
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Леш сиксе тӑчӗ те хирӗҫ тапӑнчӗ: Эльгеев парта кӗтессине ҫамкипе пырса ҫапӑнчӗ, Засухинӑн, сӑмсинчен чышкӑпа панӑ хыҫҫӑн, юн тапса анчӗ.
Ҫурхи кунсем // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Чӳречерен хыттӑн сикнӗрен сывлама та чарӑнчӗ, ҫавӑнпа та пӳрт стени ҫумӗнче вӑйсӑр, лайӑх мар чӗрепе тӑрать, ҫав вӑхӑтрах стенаран ал тупанӗсемпе тата ҫамкипе сӗвенчӗ; унтан тротуар ҫине тухрӗ; ун ҫине йышлах мар иртен-ҫӳрен кӑсӑкланарах пӑхкалать, анчах мӗн пулса иртни пирки никам та ыйтмасть, ҫавӑнпа вӑл ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Вӑл сарлакан, йывӑррӑн утса, ҫамкипе ҫапӑнасран хӑранӑн пуҫне пӗксе тухрӗ.Он вышел, шагая тяжело и широко, наклонив голову, как если бы боялся стукнуться лбом.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫак ҫын пит-куҫӗнче чӑнласах — пӗтӗмпех пайӑркаланнӑ; кашни этемӗн физиономийӗнче пур пӗтӗмӗшлӗхе урӑх сӑмахсемпе эпӗ тӗрӗс мар палӑртӑттӑм; ҫамкипе сӑмсин ҫакӑнчӑк линийӗ пирки асӑннӑ хыҫҫӑн ытти йӗрсем ҫине куҫатӑп: куҫ харшисен тата куҫӗсен хӑйсен, ҫӑварӗн кӗтесӗсем усӑнчӑк — тутин ҫирӗп йӗрӗпе; мӑйӑхӗ сухалӗ ҫине ӳкнӗ; ҫӳҫӗ, калпак айӗнчен тӑрмаланса тухнӑскер, тата, ҫӑралӑхне пула, чӑн йывӑр япала иллюзине кӑтартаканскер, — пӑрланса хытнӑ шыв сикки евӗр ҫакӑнса пӗтӗмпех пайӑркаланнӑ.
IV. Астарот // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Ҫакӑнта Шебалов нимӗн те калаҫмасӑр чарӑнса тӑчӗ те чӳрече патне пырса, малтанхи юрӑн шурӑ пӗрчисем сапаланса ӳкнине пӑхса тӑчӗ; унтан ҫамкипе тарланӑ кантӑк ҫумне таянтарса темиҫе минутчен чӗнмесӗр тӑрса ирттерчӗ.
ХII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.