Поиск
Шырав ĕçĕ:
Республика Пуҫлӑхӗ муниципалитетсенче ҫӳп-ҫапа турттарса каяс ыйтӑва ҫивӗчлетрӗ, Чӑваш Енре пурӑнакансем патриотла акцисем йӗркеленине ырларӗ.
Халӑха хумхантаракан ыйтусем – тимлӗхре // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51130-khal ... -timl-khre
— Питӗ аван, — ырларӗ Пантелей Петрович.
Пурнӑҫ — малалла // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.
— Аван, Муратов, аван, — ырларӗ вӗрентекен, — хам та кӑсӑклансах итлерӗм.
Класри калаҫу // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.
Мухтамалла! — ятлас вырӑнне ырларӗ ӑна пушкӑрт ачи.
Хӑнасем // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.
— Маттур, маттур, — ырларӗ Рим.
Ӗҫ десанчӗ // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.
Маттур, Игорь, — ырларӗ бригадир.
II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.
— Питӗ аван пулӗччӗ, — ырларӗ лешӗ.
II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.
— Маттур, — пӗр сӑмахпа ырларӗ Ҫтаппан пичче хӑвӑрт-хӑвӑрт ҫыркаланӑ май.
II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.
Ун чух эпӗ ӑна хамӑн тӑван енри ҫутҫанталӑк илемӗ пирки ҫырнӑ заметкӑна кӑтартрӑм — вӑл ырларӗ те пичете пачӗ.
Студент пурнӑҫӗ ҫинчен аса илнисем // Ҫӗпрел тӑрӑхӗ. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... sa-ilnisem
«Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин пирӗн «медицина тивӗҫтерӗвӗ» ӑнлава «медицина пулӑшӑвӗпе» улӑштарас сӗнӗве ырларӗ.
Проектсем ытларах // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14250-p ... m-ytlarakh
Правительство пурӑнмалли ҫурт-йӗр хутшӑнӑвӗсем тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене патшалӑхӑн уйрӑм полномочийсемпе тивӗҫтересси ҫинчен калакан саккун проектне ырларӗ.
Троллейбуссем хуласене ҫыхӑнтарӗҫ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/trolleybussem-hu ... cyhantarec
Ыттисен ӗҫне те ырларӗ вӑл.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Виталий Петрович пире пурне те пӗр ҫӗре пуҫтарчӗ те экспедици ӗҫне кӗскен хак пачӗ, палӑртнӑ тӗллевсене пурне те пурнӑҫлама пултарнӑшӑн ырларӗ.
Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.
Аслӑ прапорщик, эпӗ куҫа уҫнине курчӗ те, пӗшкӗнсе янаха тытса пӑхрӗ, унталла-кунталла хускатрӗ, Ҫӗрпӳ район каччине Миша Трофимова: «Маттур, Трофим, кирзачпа янахӗнчен виҫеллӗ тапрӑн. Ҫӑварӗ уҫӑлнӑ. Сывлать ҫын. Хытӑрах тапнӑ пулсан янах шӑммине хуҫма та пултарнӑ», — тесе ырларӗ.
Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.
Юрий Кислов Хӗрарӑмсен союзне пуҫарулӑхшӑн ырларӗ.
Ҫынсем — тӗп спонсорсем // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/cynsem-tep-sponsorsem
Ку хутӗнче те ҫаплах пулчӗ: парламент сасӑсен пысӑкрах шучӗпе 50%-лӑ ҫӑмӑллӑха ҫирӗплетекен саккун проектне ырларӗ.
50% — сахал-и е нумай-и? // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/50-sahal-i-e-numay-i
Мастерпа бригадир калаҫнине шӑпӑрт итлесе тӑнӑ директор ку шухӑша ырларӗ.
11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Хӑйӗн тахҫантанпах упӑшки пулмасан та, пӗчӗк хӗрӗпе ӑна пӑрахса вӑл хулана тухса кайнӑччӗ, Канашева чун-чӗререн ял ҫыннисен пуҫарӑвне: «тем тусан та вӑрҫӑ валли — вӗлерттерме ача ҫуратмалла мар» тенине чӗререн ырларӗ.
Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Учитель юшкӑн кӑларас ӗҫе ырларӗ.
Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Вӗсене Олег Николаев саламларӗ, ӳсӗмпе ӗҫленӗшӗн тав турӗ, ҫӗршыври 30 полиграфи комплексӗн йышӗнче тивӗҫлӗ те чыслӑ вырӑн йышӑннӑшӑн мухтарӗ, комплекс администрацийӗ типографие модернизацилесе ҫӗнӗ продукци туса кӑларма тӗллев лартнине ырларӗ.
«Чӑваш Ен» ИПК — 55 ҫулта // Юрий МИХАЙЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/chavash-en-i ... k-55-culta