Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тӑнчӑ-тӑнчӑ ывӑннӑскер, эпӗ чӑтаймарӑм, хӗрарӑмсем кайсанах сарай ҫумӗнчи улӑм купи ҫине тӑсӑлса выртрӑм.
XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Тӗттӗмленсен, эпӗ, лӑстӑр-лӑстӑр ывӑннӑскер, кӗлтесем сарса хутӑм та ҫывӑрма выртрӑм.
IV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Кирей кресло ҫине ларчӗ, шӑм-шакне ҫӑмӑллантарчӗ, ҫӗркаҫхи ӗҫкӗ-ҫикӗре ывӑннӑскер, тӗлӗрсе те илчӗ кӑштах.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Атте ирех ӗҫе кайнӑ та алли ҫитеймен ӗҫе хамах тӑвас терӗм», – тенӗ ӗҫ хатӗрӗсене пуҫтарса ывӑннӑскер.
Владимировсем – ӗҫчен те тӑрӑшуллӑ ҫемье // Вера ВАСТЕРОВА. https://kanashen.ru/2024/04/26/%d0%b2%d0 ... %8c%d0%b5/
Кунта ҫитсен, вӑл ҫенӗк хӳтлӗхне кӗрсе кукленсе ларчӗ, кун каҫипе ҫӳресе ывӑннӑскер, ҫывӑрса та кайрӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫырмасем урлӑ каҫса пӗтсен, аллинчи сумки пӗчӗкех маррине кура самай ывӑннӑскер, канса та илчӗ.
Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.
Йӑкӑнат милиционер пӗррехинче Улатӑртан яла таврӑннӑ, ывӑннӑскер, вӑл канма выртнӑ, алӑка шакканипе вӑраннӑ.
8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Вара вӑл ура ҫинчех тӑчӗ, ҫапах та ҫав тери ывӑннӑскер хӑй сисмесӗрех анасласа илчӗ.
X // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
Юрать-ха, куҫа чарарах пӑхрӑм! — вӑйсӑррӑн кулчӗ вӑл, ывӑннӑскер.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Анчах иртнӗ каҫ та сахал ҫывӑрнипе тата кунӗпех ӗҫлесе ывӑннӑскер, эпӗ выртсанах ҫывӑрса кайнӑ…
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Иливан, кунӗпе ӗҫлесе тӗрлӗ ҫӗре чупса ывӑннӑскер, вите айккинче шӑналӑк карри еннелле пӑхкалатчӗ ӗнтӗ, ҫав вӑхӑтра урам енчи кӗҫӗн алӑк шалтлатса уҫӑлса хупӑнчӗ.
16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Утса ывӑннӑскер, кунти анкартисене татса пӗтернине курсан, ем-ешӗл курӑк ҫине тӑсӑлса выртрӗ.
Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.
Хӑш вӑхӑтра вӗҫленчӗ ку калаҫу — Укахви ӑна туймарӗ, вӑл ывӑннӑскер, тутлӑ ыйхӑпа ҫывӑрса кайрӗ.
VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Эрнепи вӑл кун иртен пуҫласа каҫчен пуса татнӑччӗ, ҫавӑнпа, ывӑннӑскер, карта алӑкне питӗрсе кӗчӗ те часрах ҫывӑрма выртрӗ.
14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Киле ҫитсен вара хӑй, ывӑннӑскер, ним пулман пекех ҫывӑрма выртрӗ.
4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Мӗкӗте, кун каҫа ӗҫлесе ывӑннӑскер, пӗр авра чӗлӗм туртнӑ хыҫҫӑн часах ҫывӑрса кайрӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Хумханнӑран ывӑннӑскер — кӗҫех йӑтӑнса анас пуянлӑхӗ пирки уйланма пуҫларӗ, мӗншӗн тесен йӑмӑкӗн вилӗмӗ хыҫҫӑн ӑна валли самаях пысӑк укҫа юлать, унпа кирек мӗне те улӑштарма май килет.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Хӗрсе ҫитнӗскер, самаях ывӑннӑскер, — юбкӑпа тутӑра чӗркерӗм, вӗсене пӗр-пӗр ҫӗрте тӗм хыҫне чиксе хурас тӗллевлӗ, мӗншӗн тесен хама тем пек чаплӑ тытрӑм пулин те — ҫак япаласем мана чӑн-чӑнах мар, паллах, сӑнарлӑн, ҫапах та эпӗ ҫур сехетлӗх хӗрарӑм пулнине аса илтереҫҫӗ.
XI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Матроссем манахсем пулӑшнипе хӑйсен ӗҫне тунӑ вӑхӑтра эпӗ садра ларса канас терӗм; ӑшӑ ҫилпе тӳлекленсе, ывӑннӑскер, куҫӑмсем хупӑннине парӑнтӑм та кӗҫех ҫывӑрса кайрӑм; вӑраннӑ чухне сӗм ҫӗрлеччӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.
— Атя «Дуй-передуй» вылятпӑр, — сӗнчӗ вӑл, сарайӗнче нумай ларса ывӑннӑскер, йӑмӑкне.
Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.