Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ывӑлӗн (тĕпĕ: ывӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
- Отпуска килсен Стаспа калаҫнӑ май ывӑннипе кӑсӑклантӑм та, вӑл: «Ҫӑмӑлах мар, апла пулин те ҫӗнтеретпӗрех эпир. Унтан таврӑнсан кӑштах канса илӗп те пурнӑҫ тума тӑрӑшӑп. Хваттер илмелле, ҫемье ҫавӑрмалла. Хам профессипех ӗҫе вырнаҫма, Ефимовсен педагогика династине малалла тӑсма шутлатӑп», - тенӗччӗ, - ывӑлӗн пурнӑҫланман ӗмӗт-тӗллевне пӗлтерет Елена Михайловна.

Помоги переводом

Педагогсен династине малалла тӑсма шутлатчӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/pedagogsen-dinast ... atche.html

Асия Сайдашеван паянхи пурнӑҫӗ те телейлӗ — вӑл ывӑлӗн Ильгизарӑн тата кинӗн Наилян хуттинче пурӑнать.

Помоги переводом

90-мӗш ҫуркуннине кӗтсе илчӗ // Раниля Алиуллова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... e-ktse-ilc

Ҫав вӑхӑтра амӑшӗ хыҫалтан ҫывхарчӗ те аллине ывӑлӗн хулпуҫҫийӗ ҫине ҫӑмӑллӑн хучӗ.

Помоги переводом

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ҫавӑнтах амӑшӗ ывӑлӗн аллине хӑйӗн хулпуҫҫийӗ ҫинчен сирчӗ.

Помоги переводом

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Унтан Саван аллине ывӑлӗн хулпуҫҫийӗ ҫине хурса каларӗ:

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Вӑл тӳрремӗн ывӑлӗн куҫӗнчен ӳпкевлӗн пӑхрӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Тӗрӗс, — хуравлать ашшӗ, ывӑлӗн тетрачӗсене уҫкаласа.

Помоги переводом

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Кашни ывӑлӗн пурнӑҫӗ чиперех йӗркеленсе пынӑ.

Помоги переводом

Анне ҫул ҫине пӑхать… // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... at-3766576

Ҫапли ҫапла та, чун килӗштерменнине каларӗ вӗт-ха амӑшӗ хӗрне: «Эсӗ, ачам, Мерчен ывӑлӗн алтуйийӗ пуласшӑн, тем?» — чун-чӗре тӗпӗнче выртаканнине майӗпен хускатса ыйтрӗ вӑл ирхине.

Помоги переводом

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пӑлаки аппа Аркадий Давыдович умӗнче «ывӑлӗн» хутне хытӑ кӗнӗччӗ пулас, тем ҫавӑн пекреххи сисӗнетчӗ.

Помоги переводом

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Хальхи вӑхӑтра Анна Никитична ывӑлӗн ҫемйипе пурӑнать.

Помоги переводом

Юмансарти кинемей 100 ҫул тултарнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/37607.html

1926 ҫулта V Георг патша иккӗмӗш ывӑлӗн импери тӑрӑх ҫаврӑнса килме вӑхӑт ҫитнӗ тесе йышӑннӑ.

В 1926 году король Георг V решил, что его второму сыну нужно совершить поездку по империи.

VI Георг // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/VI_%D0%93%D0%B ... 1%80%D0%B3

Хӗҫ сывлӑшра ҫиҫӗм евӗр хӑвӑрт ункӑ туса ҫаврӑнса илнӗ те арман хуҫи ывӑлӗн сулахай хулпуҫҫийӗ ҫине шӑхӑрса аннӑ…

Помоги переводом

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Тен, ывӑлӗн е тӑванӗн виллине илме?

Помоги переводом

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Унта Долорес Ибарурри ывӑлӗн — Рубен Ибарурри вилтӑприйӗ пур.

Помоги переводом

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Кремль стени ҫумӗнче Америка ывӑлӗн — Джон Ридӑн вилтӑприйӗ пур, — терӗ вӑл хурлӑхлӑрах сасӑпа.

Помоги переводом

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Килӗнче вӑл, сӗтел хушшине вырнаҫса, ывӑлӗн ҫырӑвне тепӗр хут вуласа тухрӗ.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ара, Иван, кин патне кӗмерӗн-им? — тем аса илнӗ пек, ывӑлӗн куҫӗнчен пӑхса тӑчӗ амӑшӗ.

Помоги переводом

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ывӑлӗн кӑкӑрӗ ҫинче ҫап-ҫутӑ медаль йӑлтӑртатнине курсан, ашшӗ те тӳсеймерӗ — ал тӳрчӗпе куҫне шӑлкаласа тӑчӗ.

Помоги переводом

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ывӑлӗн тусанпа хуралса пӗтнӗ кӗпи-йӗмне курсан, чӑтаймарӗ Кулюкка, вӑрӑм патак илсе, ачине ҫурӑм урлӑ ҫапрӗ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней