Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шӑлне (тĕпĕ: шӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑлне кӑчӑртаттарса илет, ҫав тапхӑра аса илсен, Рамазан.

Помоги переводом

Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Хӗветӗр шӑлне ҫыртрӗ.

Помоги переводом

Ҫитрӗ ырӑ ҫуркунне // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

— Пурнӑҫу вӗҫленчӗ иккен, хушкапуҫ, — халь-халь макӑрса ярас пек, хӑй тӗллен калаҫса илчӗ Олеся. — килӗрех, килӗрех, — шӑлне ҫыртса пӑшӑлтатрӗ вӑл ҫавӑнтах.

Помоги переводом

Савнисем юнашар куҫ хупрӗҫ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Хирӗҫ чӗнмерӗ мучи, шӑлне ҫыртса тӑрса юлчӗ.

Помоги переводом

Савнисем юнашар куҫ хупрӗҫ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Мӗнпур чун хавалӗпе радисткӑна пулӑшнӑ пек, шӑлне ҫыртса, паҫӑрхи сӑмахсене пӑшӑлтатрӗ: «Упа тытрӑмӑр…»

Помоги переводом

Савнисем юнашар куҫ хупрӗҫ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Суранӗ чӑтма ҫук ыратнипе шӑлне ҫыртса лартнӑ вӑл, кӗл пек шуралса кайнӑ.

Помоги переводом

Савнисем юнашар куҫ хупрӗҫ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Анчах хаяр йытӑ, шӑртне тӑратса, хӑрлатса илчӗ, Кулюкка ҫине хӑрушшӑн пӑхса шӑлне шаккарӗ.

Помоги переводом

Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Каснӑ-лартнӑ Ҫимун ӳсет, значӑтцӑ, — ял Совет председателӗ ача ҫинчен нимӗн пӗлмен пек, катӑк шӑлне кӑтартса, шӑппӑн кулса тӑчӗ Хумкка мучи.

Помоги переводом

Яла ҫуркунне килет // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Шӑлне ҫыртса, тулалла тухрӗ вӑл.

Помоги переводом

Вӑрманти ыйткалакан // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Кашни танкист, кашни салтак хӗсметре мӗнле йывӑр пулсан та шӑлне ҫыртса чӑтать.

Помоги переводом

Матак ялӗн танкисчӗсем // Ҫӗпрел районӗ. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... tankiscsem

Кашни танкист, кашни салтак хӗсметре мӗнле йывӑр пулсан та шӑлне ҫыртса чӑтать.

Помоги переводом

Матак ялӗн танкисчӗсем // Ҫӗпрел районӗ. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... tankiscsem

— Епле правур вӑл, ха! — шӑлне йӗрчӗ Павӑл.

Помоги переводом

Ӗҫ десанчӗ // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

Сан урапуна хам пӗччен тиесе тӑратӑп, — вӑй-хӑватне кӑтартасшӑн пулнӑ пек, аллисене чӑмӑртаса, шӑлне ҫыртса каларӗ хӑй.

Помоги переводом

IV // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Шурӑ шӑлне кӑтартрӗҫ, Курманнине кӑтартрӗҫ, Вӑранманне вӑратрӗҫ.

Помоги переводом

Антун ҫулӗ — ҫутӑ ҫул // Антун Мучи. Тӑван Атӑл. — 1958. — № 3. — С. 93-96

Шӑлне ҫыртса, вӑй пухса, Ура ҫине тӑчӗ вӑл, Умне-хыҫне пӑхрӗ вӑл, Ик-виҫ хутчен силленчӗ, Усалсене ҫиленчӗ.

Помоги переводом

Антун ҫулӗ — ҫутӑ ҫул // Антун Мучи. Тӑван Атӑл. — 1958. — № 3. — С. 93-96

Хӑшне-пӗрне ҫӗрле тӳрех вырӑн ҫине кӗрсе выртаканӗ кирлӗ, теприне, — шӑлне йӗрчӗ тракторист.

Помоги переводом

Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.

Ҫӑткӑн усал фашистне Шӑлне хуҫса ятӑмӑр.

Помоги переводом

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Тетей шӑлне ҫыртрӗ, унӑн итлес те, калаҫас та килмерӗ.

Помоги переводом

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

«Ай-яй кӳпетӗн те иккен эс эрехе, — тет, шӑлне йӗрсе.

Помоги переводом

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Лапка ҫинче шӑлне ҫыртса выртакан, милӗк вӗтеленипе нушаланакан Вихтӗр шутлать: «Пӗрре айӑпа кӗнӗшӗн мӗн-ма темиҫе те хӗнемелле-ши?»

Помоги переводом

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней