Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шухӑшсем (тĕпĕ: шухӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав вӑхӑтрах урӑхларах шухӑшсем те йӑшӑлтатса илкелерӗҫ унӑн пуҫӗнчӗ:

Помоги переводом

Виҫӗ тӑван пӗрлешсен… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Пирӗнпе калаҫса пӑхмалла пӑртак, ҫӗр ҫинче эпир пуррине те манас марччӗ…» — пӑтранчӑк шухӑшсем выляҫҫӗ Натиш пуҫӗнче — хӑшӗ малтине, хӑшӗ кайрине пӗлме хӗн.

Помоги переводом

Тикӗтленнӗ хурсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Пӗтет вара ҫырмари пулӑ, — хӑрушӑ шухӑшсем килсе кӗреҫҫӗ пуҫа.

Помоги переводом

Энтип пичче пуҫне пӑркалать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ҫак шухӑшсем хыҫҫӑн Алюша хӑйне те темле йывӑр пек пулса кайрӗ, унӑн ҫав вӑхӑтри салтаксене хӗрхенес килчӗ…

Помоги переводом

V // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Ҫак самантра Алюш пуҫне савнӑҫлах мар шухӑшсем пырса капланчӗҫ.

Помоги переводом

V // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

«Сирӗн пурнӑҫ ҫулӗ ҫинче пултарулӑх тата спорт енӗпе аталанма тӗрлӗ майсем, креативлӑ шухӑшсем, интереслӗ паллашусем пулччӑр. Сире активлӑ та хастар, ӗҫчен те мал ӗмӗтлӗ пулма сунатпӑр. Телейлӗ те уҫӑ чунлӑ, ырӑ кӑмӑллӑ та сисӗмлӗ пулӑр», — тенӗ вӑл.

Помоги переводом

Хастар та активлӑ ҫамрӑксене чысланӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d1%85%d0%b ... %bd%d3%91/

Пулӑмсем ҫине ҫӗнӗлле пӑхни ҫӗнӗ шухӑшсем йӗркелеме май парӗ.

Новый взгляд на вещи позволит сформулировать новые идеи.

25-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тӑрӑшнине хаклӗҫ, сирӗн шухӑшсем ҫимӗҫне илсе килме тытӑнӗҫ.

Ваши усилия будут вознаграждены, а идеи начнут приносить замечательные плоды.

25-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Анчах ҫук, шухӑшсем канӑҫ памарӗҫ.

Помоги переводом

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Тӗрлӗ шухӑшсем пуҫа пӑтратма тытӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Нина пуҫӗнчи шухӑшсем, ҫиппи татӑлнипе юхса тухнӑ шӑрҫасем пек, тӗрлӗ еннелле сапаланса кайрӗҫ.

Помоги переводом

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Пӗр вӑхӑт Нина чӗрине иккӗлентерекен шухӑшсем ҫавӑрса илчӗҫ.

Помоги переводом

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Лӑпкӑ тинӗсе пӗр енчен тепӗр еннелле ҫавӑрттарма тытӑннӑ шавлӑ шурӑ кӑпӑклӑ хумсем евӗр шухӑшсем пуҫа пӑтратрӗҫ.

Помоги переводом

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Ман шухӑшсем, ӗмӗтсем ҫинчен вӑл, — терӗ Миша пӗр кулмасӑр.

Помоги переводом

III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Пуҫра канӑҫсӑр шухӑшсем пӑтранма тытӑнчӗҫ.

Помоги переводом

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Ҫавӑн евӗр шухӑшсем мана ерипен лӑплантарчӗҫ.

Помоги переводом

XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Ҫавӑн евӗр тӗрлӗ калаҫусем ман ӑшра канӑҫсӑр шухӑшсем ҫуратаҫҫӗ.

Помоги переводом

V // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Миша та ӗнер ҫеҫ килтӗм терӗ», — ҫакӑн евӗр шухӑшсем ҫавӑрӑнчӗҫ ман пуҫра, килелелле чупнӑ май.

Помоги переводом

III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Сыр туянас текенсем нумай пулнине кура Ираида Алексееван производствӑна анлӑлатас шухӑшсем те пур, анчах хальлӗхе вӑхӑт ҫитменни пӗтерет: шкул ӗҫӗ те чылай тимлӗх ыйтать-ҫке.

Помоги переводом

Килтех сыр пӗҫерет // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/05/24/%d0%ba%d0%b ... %b5%d1%82/

Ялтан чупнӑ пекех тухса кайрӗ Тетей, хӑйӗн юратнӑ хӗрачисем патне сӑва ҫине те кӗрсе тухмарӗ, пуҫне усал шухӑшсем пырса кӗресрен шикленчӗ.

Помоги переводом

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней