Поиск
Шырав ĕçĕ:
Акӑ вӗсем пурте ман куҫ умӗнче: Толя Попов — яланхи пекех, йӗркеллӗн тумланнӑскер; Дема Фомин — халӗ те хӑйне, яланхи пекех, шӳт тӑвасран тата ашкӑнасран аран тытса чараканскер, Ангелина Самощина — ҫемҫе те сарӑ ҫӳҫлӗ илемлӗ хӗр, — унӑн сенкер куҫӗсем юлташӗсем ҫине шанчӑклӑн пӑхаҫҫӗ; Вася Левашов — тарӑн шухӑшлӑ та хӑюллӑ ҫын; Майя Пегливанова — яштака, ҫӳлӗ, тутисене мӑнкӑмӑллӑн ҫыртнӑскер, Нина Иванцова — хӑйне-хӑй ҫирӗппӗн те йӗркеллӗн тытакан шухӑшлӑ, кирек мӗнле хӑрушӑ ӗҫе кайма, юлташа ҫийӗнчех пулӑшу пама хатӗр тӑраканскер, — эпӗ унӑн тӗлӗнмелле тарӑн, шухӑшлӑ куҫӗсене куртӑм, унӑн куҫӗсенче ҫав маттур хӗрӗн пӗтӗм ҫутӑ чунӗ ҫуталса тӑрать; Валя Борц — чӗмсӗр, асӑрхануллӑ, чи хӑрушӑ ӗҫсем тума хушасса кӗтсе тӑракан хӗр; маттур Сергей Тюленин — типшӗм, ача пекех ҫамрӑкскер, пӗтӗм чун-чӗрипех салтак ӗнтӗ; ҫӳлӗ те яштака Жора Арутюнянц — хӑйӗн хура куҫӗсене ялтӑртаттарса тӑраканскер, яланхи пекех, хӑйне-хӑй ҫирӗппӗн те йӗркеллӗн тытать.
«Ҫамрӑк гварди» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
25. Патша вара пулни-иртнине ҫырса пыракана Рафима, Веелтефма, Самеллий ҫыруҫӑна тата вӗсемпе пӗр шухӑшлӑ ҫынсене — Самарире, Сирире, Финикийӑра пурӑнакансене — ҫапла хуравласа ҫырса янӑ: 26. «ман патӑма янӑ сирӗн ҫырӑва вуласа тухрӑм та тӗрӗслеме хушрӑм; вара ҫакӑ паллӑ пулчӗ: ку хула авалтанпах патшасене хирӗҫ тӑрать, 27. ҫыннисем те кусем унта пӑлхавпа вӑрҫӑ ҫӗклесех тӑраҫҫӗ, Иерусалимра вӑйлӑ та хӑватлӑ патшасем те пулнӑ, вӗсем Келе-Сирие, Финикийӑна хӑйсен аллинче тытса тӑнӑ, вӗсенчен хырҫӑ пуҫтарнӑ. 28-29. Патшасене ан канӑҫлантарччӑр тесе, урӑх нимӗн те ан туччӑр, вӗсен усал шухӑшлӑ ӗҫӗ-тӗллевӗ ӑнӑҫуллӑ ан пултӑр тесе, халӗ эпӗ ҫав хулана юсакансене чарса лартма, вӗсене сӑнасах тӑма хушрӑм».
2 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
— Ҫук, университета юлас шухӑшлӑ мар эп.
Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77
Ҫапах вӑл хӑйне алла илчӗ, ҫӑмӑл шухӑшлӑ хӗр умӗнче хаваслӑ кӑмӑлӗ тӑруках улшӑннине палӑртмарӗ.
Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.
— Пӗр шухӑшлӑ пулманшӑн тарӑхать пулӗ-и-ха?..
Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.
— Ман шутпа, пирӗн хушӑра ун пек киревсӗр шухӑшлӑ ҫын ҫук.
XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Хӑйне пысӑка хурса, шурфовщиксем ҫине ҫиелтен пӑхма вӗреннӗ Миргалим ҫак ҫирӗп шухӑшлӑ ҫамрӑка кунран-кун ытларах та ытларах курайми пулса пычӗ.
VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Анчах ҫӑмӑл шухӑшлӑ вӑл.
XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче депутатсем «пӗр шухӑшлӑ» сасӑласа Николаев тивӗҫӗсене упраса хӑварассипе килӗшнӗ.29 сентября 2016 года депутаты «почти единогласно» продлили полномочия Николаева.
Николаев Вадим Иванович // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9D%D0%B8%D ... 0%B8%D1%87
— Ку чӑнах та йӗркесӗрлӗх, йӑмӑкӑм Элиме, — питне шухӑшлӑ туса, вӑл хӑйӗн хӗрлӗ куҫ харшийӗсене антарчӗ.
VI // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Амӑшӗ Тетейӗн шухӑшлӑ сӑнне курчӗ.
I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Шухӑшлӑ сӑн-питпе каларӗ Илепи.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Вӗсем пачах урӑххине пӗлтернӗ, официаллӑ ӗҫлӗ тӗл пулусем пулнӑ, вӗсем яланах кичем иртнӗ, ирӗксӗрех кайма тивнӗ шухӑшлӑ ҫынсем хушшинче анасласа ларма, вӗсем ак ҫакӑн чухлӗ йӑлӑхтарса ҫитернӗ мана, — вӑл аллипе пырне сӗрсе кӑтартрӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Ун шучӗпе, вӗсем питӗ шухӑшлӑ ҫынсем, вӗсен хырӑмӗсем пысӑк, пит ҫӑмартийӗсем шыҫмак.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Унпа пирӗн ял-йыш ҫеҫ мар, таврари 15 ял ҫыннисем те пӗр шухӑшлӑ пулнӑ.
Инкек куҫа курӑнмасть // О. ШӖНЕРПИ. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/17/in ... -kurnmastj
Тренировкӑсене сиктерни те, дисциплинӑна яланах пӑхӑнманни те пулкалать, анчах кунта ашшӗ-амӑшӗпе пӗр шухӑшлӑ пулса ӗҫлени пӗлтерӗшлӗ.
Хӑравҫӑсем футболла вылямаҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/hr ... la-vilyama
Статья пекех сӑнӳкерчӗке те тарӑн шухӑшлӑ ят кирлех ҫав.
«Кӑмӑлсене ҫӗкленӗшӗн тавах!»... // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14251-k ... h-n-tavakh
Ҫакнашкал пӑлханчӑк шухӑшлӑ тӗллевпе Левен ирех вӑранчӗ тепӗр кун.
Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Пӗр шухӑшлӑ ҫынсене валли кунта пӗрле пуҫтарӑнса ал ӗҫӗ тума, тӗрлӗ кружоксем йӗркелеме май пур тата ытти те.
Вӑрмар округӗнче харӑсах икӗ ҫӗнӗ клуб уҫӑлнӑ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11765-v-rmar ... klub-uc-ln
Ҫурҫӗр тинӗсне сирсе хатӗрленӗ лаптӑкра бизнесмен темиҫе отель хӑпартса лартас шухӑшлӑ, ҫапла май хӑнасене йышӑнмалли вырӑнсен шутне вӑл виҫӗ хута яхӑн ӳстересшӗн, ҫавӑн пекех вӑл пысӑкрах та хӑтлӑрах пляж йӗркелеме сӗнет.
Гельголанд // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D0%B5%D ... 0%BD%D0%B4