Поиск
Шырав ĕçĕ:
Малалла шӑвакан колоннӑна кӗтмен ҫӗртен шиклӗх пусса илни палӑрчӗ, ҫакӑн пек шиклӗх салтаксем передовой ҫывӑхӗнчи пӗлмен вырӑнсемпе ҫӗрлехи маршпа иртсе пынӑ чух кӑна пулкалать.
II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Эпӗ салтаксем мӗнле йывӑрлӑхсене чӑтнине туйрӑм, вӗсен паттӑрлӑхӗпе мӑнаҫлантӑм, тӳпере У-2 самолет вӗҫнине курса тӗлӗнтӗм, снарядсем ҫурӑлни шиклӗх туйӑмӗ ҫуратрӗ, аманнӑ тата вилнӗ салтаксемшӗн хӑрарӑм та.
Ҫар тата ӗҫ паттӑрлӑхне халалланӑ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/08/02/%d2%ab%d0%b ... %bd%d3%91/
Паллах, шиклӗх туйӑмӗ пулнӑ.
Ӗҫ савӑнӑҫ кӳрет пулсан... // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/ec-savanac-kyret- ... ulsan.html
— Ҫак тарана ҫитсе пӗр кун хаҫатра ӗҫлемен те ыйту-сӗнӳ шиклӗх ҫуратать.
I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.
Шиклӗх ҫухалчӗ.
Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Шухӑша путрӗҫ хӗрарӑмсем, шиклӗх ытамне кӗрсе ӳкрӗҫ.
Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Мӗскӗн тӑлӑх кӑкӑрӗнче кӳренӳпе шиклӗх пӗрле ҫыхӑнса вӗреме пуҫларӗҫ.
Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ваҫилере кунран-кун ытларах савӑнӑҫ тата шиклӗх ӳссе пырать.
Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
— Шиклӗх, асӑрханулӑх туйӑмӗ ман ҫук-тӑр, пур пулсан та ытти ҫынсеннипе танлаштарсан мӑкарах-тӑр.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Карлай вӑрман ҫинелле кӑштах пӑхса ларчӗ те сасартӑк унӑн чунне шиклӗх пусрӗ.
Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫӗнӗ кунра каҫхи шиклӗх ҫухалнӑ пекех, тусан ӑшӗнче пӗччен юланутҫӑн учӗ тӑнӑ вырӑн курӑнми пулчӗ.
Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хӑй лӑпкӑ мар: куҫӗнче шиклӗх палӑрать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Пичӗ ҫинче, вӑл кӗҫ-веҫ кӗрслеттерсе аҫа ҫапасса кӗтнӗ чухнехи пек, шиклӗх туйӑмӗ хытса ларнӑ.На лице его застыл непонятный ужас, словно с минуты на минуту его должен поразить гром.
Кантурта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Каччӑ куҫӗсенче иккӗленӳ те, шиклӗх те ҫук, вӗсем Арифулла тӗлӗннине ҫеҫ кӑтартаҫҫӗ, анчах тӗлӗнни ҫеҫ мар вара ку хӑмӑр куҫсенче, савӑнӑҫ ҫук-и?
XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Стресс тата шиклӗх туйӑмӗ – халӗ сире ҫаксем ура хума пултарӗҫ.
28-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
— Пӑртак шиклӗх пур чӗрере.
18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Карамыш куҫӗсене шиклӗх палӑрчӗ, тутар мӑрси, урай варринче юман кӗрешӗ пек тӑракан Тукая пӗрремӗш хут курнӑ евӗр, ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпи таран пӑхса илчӗ те аллинчи хӗҫне васкамасӑр йӗннине чикрӗ.
8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫӗрлехи сасӑ ян-ян туса саланчӗ пушӑ коридор тӑрӑх шиклӗх ҫуратса.
VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Енчен те хӑвӑра чаплах туймасан, тунсӑх, шиклӗх пусӑрӑнтарсан, нервсем «йӳле» вӗҫерӗнсен е ытти сӑлтавпа ҫеҫ Лабиринтран ҫӑлӑнас тесен, — унтан тухмаллине пӗлместӗр тӗк — хыттӑн кӑшкӑрӑр.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 371–378 с.
Коркина шалтан тӗшмӗшлӗ шиклӗх кӑшлама пикенчӗ — хула аптӑратса ҫитернӗ мушик хӑравӗ.Суеверный страх проник в Коркина — страх мужика, давно приглушенный городом.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 320–325 с.