Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шахмат сăмах пирĕн базăра пур.
шахмат (тĕпĕ: шахмат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ тата шахмат хӑми, полка ҫинче шахмат вӑййи теорийӗ ҫинчен калакан пӗр ҫирӗм кӗнеке пур.

Вот шахматная доска, вот на полке десятка два книг по теории шахматной игры.

34 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Хваттерте акӑ каллех асар-писер ҫавӑрттарчӗҫ, ёлка, кӗтесе йӑпшӑнса ларнӑ пек, унӑн теттисем тӗксӗммӗн ҫутатаҫҫӗ, шахмат сӗтелне йӑвантарнӑ, ещӗкӗсене туртса кӑларнӑ, шахмачӗсем урайӗнче сапаланса выртаҫҫӗ.

И снова все перевернуто в квартире, елка, словно забившись в угол, тускло поблескивает украшениями, шахматный столик опрокинут, ящики из него выдвинуты, шахматы раскиданы по полу.

Чее сӗтел // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Вӑл шахмат вӑййин куҫа курӑнакан стратегине ҫеҫ чухланӑ, вӑл шахмат вӑййин пӗтӗм вӑрттӑн енӗсене пӗлекен мастера парӑнчӗ.

Он уловил лишь поверхностную стратегию шахматной игры, шахматист проиграл мастеру, знающему все тайны игры.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Акӑ унӑн шакмаксем сарса тунӑ урам урлӑ каҫса каймалла, кунта ӑна шахмат вӑййи аса килет, чул ҫинчен чул ҫине шахмат лаши пек сикме тытӑнать: икӗ чул тӳрех те, тепӗри — чалӑшла.

Когда надо было пересекать улицу, мощенную брусчаткой, он перешел ее ходом шахматного коня — два камня прямо, один наискосок.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Шахмат вӑййи те килӗшрӗ ачасене.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пулмалла! Пӗрле пулмалла! // М.МИХАЙЛОВА. http://alikovopress.ru/perremesh-pulmall ... alla!.html

Кунсӑр пуҫне «Хӗлхем» спорт шкулӗнче шахмат зони валли оборудовани туянма тӗллев лартнӑ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пулмалла! Пӗрле пулмалла! // М.МИХАЙЛОВА. http://alikovopress.ru/perremesh-pulmall ... alla!.html

Арҫынсене ытларах сӗтел ҫинчи шашкӑсем, шахмат, домино вӑййисем килӗшеҫҫӗ.

Помоги переводом

Ырлӑхпа шанӑҫ ҫурчӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sotsiall-kh- ... ch-3794851

«Шах тата мат» клуба ҫӳрекенсем кашни занятире ҫӗннине вӗренеҫҫӗ, шахмат вӑййипе ытларах ҫывӑхланаҫҫӗ.

Помоги переводом

Шахмат тӗнчине ҫул хываҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/shaxmat-tenchine- ... vacce.html

- Шахмат вӑййипе туслашни ҫынна ӑс-хакӑл енчен аталантарать, малашлӑхри ҫула уҫма та пулӑшать.

Помоги переводом

Шахмат тӗнчине ҫул хываҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/shaxmat-tenchine- ... vacce.html

Шахмат хӑмисем те, сехечӗсем те пур, анчах вырӑнта пысӑк ушкӑнпа ӑмӑрту ирттерме ҫителӗксӗртерех вӗсем, ҫавӑнпа та шкулта ӑс пухакансене ӑнланса парне тӑвакансем тупӑнасса шанас килет, - ӑнлантарчӗ Виталий Ефимов.

Помоги переводом

Шахмат тӗнчине ҫул хываҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/shaxmat-tenchine- ... vacce.html

- Ачасем шахмат вӑййипе интересленни питех те савӑнтарать.

Помоги переводом

Шахмат тӗнчине ҫул хываҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/shaxmat-tenchine- ... vacce.html

Клуба ҫӳрекенсем халӗ пурте шахмат «азбукине» вӗренсе ҫитнӗ, пуҫламӑш ӑнланусене тахҫанах ӑша хывнӑ.

Помоги переводом

Шахмат тӗнчине ҫул хываҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/shaxmat-tenchine- ... vacce.html

Виталий Степанович тӑрӑшнипех Ехремкасси тӑрӑхӗнчи ачасем виҫҫӗмӗш ҫул шахмат тӗнчине ҫул хываҫҫӗ, ӑс-тӑн ҫивӗчлӗхне ӳстереҫҫӗ, ку вӑййӑн вӑрттӑнлӑхӗсене алла илеҫҫӗ.

Помоги переводом

Шахмат тӗнчине ҫул хываҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/shaxmat-tenchine- ... vacce.html

Вӑл шахмат вӑййипе спорт мастерӗн кандидачӗн нормативне пурнӑҫланӑ, тӗрлӗ шайри ӑмӑртусене пӗрре кӑна мар хутшӑннӑ, ҫӗнтерӳҫӗсен йышне темиҫе хутчен те лекнӗ, район чемпионӗ те пулнӑ, ҫавӑнпа ӑсталӑхӗ ҫителӗклех.

Помоги переводом

Шахмат тӗнчине ҫул хываҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/shaxmat-tenchine- ... vacce.html

Виталий Степанович, пурте пухӑнса ҫитнӗрен, шахмат вӑййинче мӗнле майпа ҫӗнтермеллине тимлесех ӑнлантарчӗ.

Помоги переводом

Шахмат тӗнчине ҫул хываҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/shaxmat-tenchine- ... vacce.html

Ачасем сӗтел хушшине йӑпӑр-япӑр вырнаҫса ларчӗҫ те вырӑнти шахмат клубӗн ертӳҫин сӑмахне тимлӗн итлеме пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

Шахмат тӗнчине ҫул хываҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/shaxmat-tenchine- ... vacce.html

Виталий Ефимов вӗсен кӑмӑлне пӑсмарӗ, черетлӗ занятие уҫрӗ, шахмат вӑййин пӗлтерӗшӗ пирки каласа пама пуҫларӗ.

Помоги переводом

Шахмат тӗнчине ҫул хываҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/shaxmat-tenchine- ... vacce.html

- Пирӗн тус-юлташсем кӗҫех ҫитеҫҫӗ, эпир унччен вӑхӑта усӑсӑр ирттерер мар, шахмат хӑми умне ларар, - пӗлтерчӗҫ Димӑпа Руслан.

Помоги переводом

Шахмат тӗнчине ҫул хываҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/shaxmat-tenchine- ... vacce.html

Акӑ, шахмат тусӗсем кӗнеке страницисене уҫма та тытӑнчӗҫ, библиотекарь вӗсене вара чӑрмантарма шутламарӗ, хӑйӗн ӗҫ вырӑнӗ патне пырса компьютер умне ларчӗ.

Помоги переводом

Шахмат тӗнчине ҫул хываҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/shaxmat-tenchine- ... vacce.html

- Ҫук, паллах, шахмат вӑййинче хамӑр ӑсталӑха ӳстерес тӗллевпе килтӗмӗр те эпир библиотекӑна, ыттисем ҫитиччен вара ҫӗнӗ литературӑпа паллашасшӑн, - шухӑша уҫрӗ Руслан Алексеев.

Помоги переводом

Шахмат тӗнчине ҫул хываҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/shaxmat-tenchine- ... vacce.html

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней