Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑваласан (тĕпĕ: хӑвала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗррехинче лашана улӑха кӑкарма илсе кайнӑ чух тихи чиперех амӑшӗ хыҫҫӑн сиккелесе пыратчӗ, тем шухӑш тытрӗ, Илюк хыҫҫӑн ялалла ермешсе пычӗ, темле хӑваласан та улӑхра юлмарӗ.

Помоги переводом

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

Кӗрсе вырнаҫрӗ те, темле хӑваласан та, тухасшӑн пулмарӗ.

Помоги переводом

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Вӗсене кӳсекпе хӑваласан та салатаймӑн.

Помоги переводом

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Ман шутпа, кӑштах ӗҫлесе тути-масине сиссен, хӑваласан та каймӑн.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Иккӗшне те хӑваласан, нимсӗрех юлмӑпӑр-и? — ҫаплах кӑмӑлсӑр калаҫрӗ Валя.

Помоги переводом

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑкӑр ҫапах та лаша мар, темӗнле хӑваласан та — йӑраланать ҫеҫ: ҫур сехетре — ҫур ҫухрӑм.

Помоги переводом

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ик-виҫ сив сӑмах илтнипе ҫеҫ мар, туяпа хӑваласан та каймасть!

Помоги переводом

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ут тени вӑл хуҫи хӑваласан та инҫетех каймасть.

Помоги переводом

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗве хупнӑ хыҫҫӑн хӗрупраҫа ӑна патакпа хӑваласан та хӳтерсе яраяс ҫук.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑваласан та тухасшӑн мар ӗнтӗ иккӗмӗш Ревленӗ, сӑнчӑрламаллипех сӑнчӑрласа лартрӗ мана.

Помоги переводом

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Юлташне хӑваласан, Анукӗ те писесрен хӑрарӗ.

Помоги переводом

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Атӑл ҫинчен хӑваласа ярсан Ҫавал тӑрӑхне тапаҫҫӗ ӗнтӗ, Ҫавал ҫинчен хӑваласан — Атӑл хӗррине.

Помоги переводом

10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑваласан та килместӗн.

Помоги переводом

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аслӑ карачин юратнӑ сӑмахӗ пурччӗ: «Лашана ӑна пушӑпа кӑна хӑваламаҫҫӗ, тӑванӑм, сӗлӗпе те хӑвалаҫҫӗ. Сӗлӗпе хӑваласан вӑл инҫерех те каять», — тетчӗ Булат Ширин.

Помоги переводом

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сиксе вӗрчӗ вӑл ют ҫын ҫине, темле хӑваласан та каймарӗ.

Помоги переводом

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иртмест, иртмест сехмет, мӗн тӑвӑн - Хӑваласан та ҫулӑхать.

Помоги переводом

XXXIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тепле ӑна хӑваласан та, Ҫук, васкатаймӑн пушӑпа».

Помоги переводом

XXXI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тем пек хӑваласан та, пуҫа ырӑ мар шухӑш кӗрсе вырнаҫрӗ.

Помоги переводом

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Юрать вӗҫерӗнсе тарчӗ унран хӗр, пахчи хыҫне ҫитиччен хӑваласан та тыттармарӗ ӑна.

Помоги переводом

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑваласан та тытма ҫук ӑна, куртӑн пуль, вӑл пирӗн ӑйӑра утланнӑччӗ.

Помоги переводом

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней