Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хушшинчен (тĕпĕ: хушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Те Вова кунта килсе вырнаҫнӑшӑн хӗпӗртесе ансах пыракан хӗвел пӗлӗтсем хушшинчен тухрӗ те ӑшӑ ҫутипе ун йӑвине хушӑк витӗр хыпаласа иртрӗ.

Помоги переводом

Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Сивӗ ачисем ситсе шӑллӗне хӑлхаран, тӑла хушшинчен курӑнакан ҫара чӗркуҫҫийӗнчен ан чӗпӗтчӗр теҫҫӗ пулмалла.

Помоги переводом

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Тӗттӗмре йывӑҫсем хушшинчен ҫутатакан темиҫе мӑшӑр пӑнчӑсем курӑнчӗҫ.

Помоги переводом

IX // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Вӑрман ҫумӗпе тӑрантасра ларса пыракан Айдак йывӑҫсем хушшинчен Узин тухнине асӑрхарӗ.

Помоги переводом

IV // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Вӑл пӗтӗм вӑйран тапрӗ каччӑна пӗҫӗ хушшинчен.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Хӑмасем хушшинчен вӑйсӑррӑн ҫутӑ сарӑхать.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Элиме урай варринче ташланӑ тӗлте шырарӗ, кӗҫех вӑл урай хӑмисем хушшинчен хӑйӗн ҫухалнӑ алкине асӑрхарӗ, ташланӑ чухне урапа таптаса кӗртсе лартнӑ ӗнтӗ ӑна.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Силпи сӗтел хушшинчен тухрӗ те ҫамрӑксене пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Сӗтел хушшинчен апатланса тухсан, Кирейпе калаҫу пуҫласа ячӗҫ, вӑл Патӑрьел районӗнчен пулнине пӗлчӗҫ, вара ҫавӑнтах чӑваш чӗлхи ҫине куҫрӗҫ, нихӑшӗн те сӑмахсенче акцент палӑрмарӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Вӑл Тракторостроительсен культура керменӗпе чиркӳ хушшинчен иртрӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Юрамасӑр, — сӗтел хушшинчен тухса кӗтсе илет пӳлӗм хуҫи.

Помоги переводом

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Левен, кукленсе, туратсем хушшинчен пуҫне кӑларанҫи тӑвать.

Помоги переводом

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ула кӑмака умӗнчи хутпа ҫӳп-ҫап хушшинчен йӑпӑртатса тухнӑ ватӑ шӑши, чӗрик-чарик туса, хӑйӗн ывӑлӗ-хӗрӗсемпе ҫурӑкран тӗпсакайнелле чӑмать.

Помоги переводом

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кӗҫ-вӗҫ шаплатса ҫурӑлса каяс евӗр кӳтсе ҫитнӗ Шӑнкӑрч, ним шарламасӑр шӑппӑн тӑрать те, пӑшал кӗпҫине хӑма хушшинчен чиксе, ун автанне пусать.

Помоги переводом

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Нимӗнле вӑрттӑнлӑх та ҫук, Ольга, — тавӑрнӑ Иван Петрович, сӗтел хушшинчен хуллен тухса.

Помоги переводом

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Хутсем хушшинчен фотоӳкерчӗксем тухса ӳкрӗҫ.

Помоги переводом

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Перетӗр!!. — ҫухӑрса янӑ Егор Петрович, сӗтел хушшинчен сиксе тӑрса.

Помоги переводом

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Светлана алӑри ачапа, «вӗлтрен хушшинчен» тупнӑ ачапа, тӑрса юлӗ, ку вара унӑн ҫамрӑклӑхӗ ӗмӗрлӗхех пӗтнине пӗлтерӗ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Мана пӳлӗме илсе кӗрсенех, арҫынни ура ҫине тӑчӗ, сӗтел хушшинчен тухса, ман паталла утса пычӗ, мана, ӑшра мӗн пуррине курас тенӗ пекех, куҫран тинкерсе пӑхрӗ.

Помоги переводом

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ашшӗ, такам ҫапнӑ пек, сӗтел хушшинчен сиксе тухрӗ:

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней