Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл, хурчӑка чӑх чӗппине ярса илнӗн, тӳрех ӗнсерен ҫатӑрласа ярса тытрӗ.
«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Тамарӑн ҫутҫанталӑк епле хавасланнине пӑхса тӑрсан-тӑрсан карӑнса илес те хурчӑка пек вӑраххӑн вӗҫсе ҫаврӑнас килсе каять.
Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Хам каллех лапӑстин-лапӑстин сиккелерӗм, хурчӑка ҫунатти евӗр алӑсемпе авӑсатӑп.
Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.
«Кашкӑр чӗрӗ юн шӑршине сиссе-туйса, хурчӑка кӑвакарчӑна тӑпӑлтарнӑн-тустарнӑн, ҫурса-вакласа тӑкать ак.
Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.
Луиска эпир хӗрсе калаҫнине курчӗ пулас, хӑвӑрт кӑна пирӗн пата утса пычӗ те: — Мӗн эсир ман ҫине пӑхса калаҫатӑр? — терӗ, куҫран хурчӑка пек тинкерсе.
Куршанак // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 4–6 с.
Хур чӗппи мар-иҫ вӑл, хурчӑка тытса кайман пуль ӑна?
Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.
Шӑхаль Карлай ҫине хурчӑка куҫӗпе тӑрӑнчӗ:
Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Анчах халӗ мӗн курап: йӑвама тустарса, Чӗппӗме — хӗрӗме ҫулса илнӗ хурчӑка: Пӗтӗм ӑшӑм ҫунать, кӳренеп, кулянап, Ҫавӑнпа та сана туйна пӑсма йӑлӑнап».
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Воевотӑ куҫӗпе куншӑн ырӑлать, Хурчӑка пек пӑхса малалла какалать:
IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Пуҫ тӗлӗнче хурчӑка ярӑнать.
Пӗлӗт // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 81-82 с.
Хулӑ йӑтнӑ каччӑ, хурчӑка чӑх чӗппине ҫаклатнӑ пек, Анука тутӑрӗ-ҫӳҫӗпе ярса тытрӗ те вӑйӑ варринелле сӗтӗре пуҫларӗ.
XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Халь, хурчӑка катемпи ҫинче ларнине курсан, ҫавна аса илтӗм.
Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.
Ҫапла, ҫерҫисем пек вӗтӗр-шакӑр кайӑксемшӗн хурчӑка чи хӑрушӑ тӑшман.
Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.
Чылайччен ларчӗ ҫак хурчӑка катемпи ҫинче.
Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.
— Хурчӑка! — палласа илтӗмӗр эпир ҫак кайӑка.
Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.
Санӑн алӑ пӳрнисем ҫирӗп те вӑйлӑ пулнӑран эпир сана Хурчӑка тесе чӗнеттӗмӗр.
Хура ҫынсен патшалӑхӗнче // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Иккӗмӗш ункӑ: сывлӑш — хурчӑка пек ҫӑмӑллӑн сикме вӗрентет.
Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Каҫа юлнӑ хурчӑка, хӑй йӑвине васкаса, ман урлӑ ҫӳлтен вӗҫсе каҫса кайрӗ.Резво и прямо пролетел в вышине запоздалый ястребок, спеша в свое гнездо.
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Тӳпере вӗҫекен хурчӑка хӑйӗн вӑйлӑ ҫунаттисемпе чылайччен хӑлаҫланнӑ хыҫҫӑн сасартӑк пӗр вырӑнта чарӑнса тӑрать те, унтан ҫул хӗрринчех пӑть-пӑльтӗклетсе тӑракан путене аҫи ҫинелле ҫӗмӗрӗн пек анать.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Хурчӑка хут татки илсе ҫитерчӗ, унта полковник: хулана ан парӑр, эпӗ хам полкпа сире пулӑшма пыратӑп, халӗ пӗрле пырас тесе, тепӗр полковника кӗтетӗп-ха, тесе пӗлтерет.
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.