Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хаяррӑн сăмах пирĕн базăра пур.
хаяррӑн (тĕпĕ: хаяррӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах кит хаяррӑн ҫаврӑнчӗ те ҫӗнӗрен ҫынсем ҫинелле ыткӑнчӗ, вилес умӗнхи тапкаланура хаяррӑн хӳрипе ҫапса хумханчӑк шыва кӑпӑклантарчӗ.

Но кит яростно повернулся, вновь ринулся на них, быть может, в предсмертных судорогах бешено забил хвостом по взбаламученной воде.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Вичкӗн ҫил вӑрмана хаяррӑн лӑскать, палаткӑпа ҫавӑрса ҫапас пек силлет, йӗри-тавра чупса ахӑрашать, пӗчӗк шӑтӑк-ҫурӑк тупса, шалалла шӑвӑнса кӗрет.

Помоги переводом

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Хаяррӑн ялкӑшакан куҫӗсем тӗксӗмленсе хупӑнчӗҫ.

Помоги переводом

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Ытла та хытӑ хумханнӑ Николай пӑшал сасси хыҫҫӑнах такам хаяррӑн мӗкӗрсе янине те, ҫывӑхрах типӗ турат шартлатса хуҫӑлнине те илтмерӗ.

Помоги переводом

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Унӑн халӗ кӑна хаяррӑн ялкӑшакан куҫӗнче, ҫӳхе тути ҫинче ирсӗр кулӑ выляса илчӗ.

Помоги переводом

XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Мӗн ҫӑварна карса ларатӑн тата? — кӗтмӗн ҫӗртен каллех хаяррӑн кӑшкӑрса пӑрахрӗ завхоз аттине хывса тӑхӑнакан шурфовщика, унтан умра выртакан миххе пӗтӗм вӑйран тапса ячӗ те палаткӑна сирпӗнсе кӗчӗ.

Помоги переводом

XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Куҫӗсем хаяррӑн ялкӑшрӗҫ, ҫирӗп чышкисем шурса кайиччен чӑмӑртанчӗҫ.

Помоги переводом

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

— Эсӗ те пӑрах ҫав ирсӗр йӑлана, — терӗ вӑл, «чармак куҫ» ҫине хаяррӑн пӑхса.

Помоги переводом

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Унӑн куҫӗсем хаяррӑн йӑлкӑшса илчӗҫ.

Помоги переводом

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Ма хӳтӗлеместӗн Козырева? — тӑрӑхларӗ Миргалим, Толя ҫине хаяррӑн пӑхса.

Помоги переводом

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Миргалим, куҫне хаяррӑн хӗссе, тем шухӑша кайса тӑчӗ.

Помоги переводом

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Ҫуллахи кунсенче аслати хаяррӑн халтӑртатма тытӑнать ҫеҫ, Саня сӗтел айне пытанса ларать, урамра ӳсӗр кӳршӗ ахӑрашма тытӑннине илтет кӑна — пурччӗ ялта ун пекки пӗр ҫын — хӑвӑртрах картиш алӑкне питӗрет, ҫӗрле те тула пӗччен тухасшӑн мар.

Помоги переводом

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Эпӗ пӗлетӗп, — учителӗн кӑвак куҫӗсем халӗ хаяррӑн ялкӑшса ҫунчӗҫ, шуранка пичӗ ҫинче хӗрлӗ пӑнчӑсем курӑнчӗҫ.

Помоги переводом

XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Ун хулпуҫҫийӗсем лӑштӑрах усӑнчӗҫ, хаяррӑн ялкӑшакан куҫӗсем сӳнсе тӗксӗмленчӗҫ.

Помоги переводом

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Пичӗ хӗмленсе ҫунать, куҫӗсем хаяррӑн ялкӑшаҫҫӗ.

Помоги переводом

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Пур енчен те уласа йӗни, хаяррӑн кӑшкӑрни, пулӑшма чӗнни илтӗнет.

Помоги переводом

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Кашни пӳрт, кашни кил ҫийӗн вут ҫулӑмӗ алхасса хӑпарать, хаяррӑн кӗрлесе ҫӳлерен те ҫӳле кармашать.

Помоги переводом

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Аслӑ хирсем урлӑ, хаяррӑн чашлатса, ман паталла пуйӑс ҫывхарать.

Помоги переводом

IV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Пӑрӑнӑр ҫул ҫинчен! — хаяррӑн кӑшкӑрса пӑрахнӑ каппайчӑк Ҫырма.

Помоги переводом

Пӗчӗкҫӗ паттӑрсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 275–277 с.

Унччен те пулмарӗ, тӑмана хаяррӑн ӳхӗрсе ячӗ.

Помоги переводом

Концерт // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 273–274 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней