Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хапхаран (тĕпĕ: хапха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачасем «Эпир санпа пӗр ҫемье», «Йӗм тӑхӑнса чупасси», «Каҫӑ», «Хапхаран чупса кӗр» конкурса, «Юрта» савӑнӑҫлӑ эстафетӑна тата ытти конкурса хутшӑннӑ.

Помоги переводом

Пӗр харӑс, пӗрле! // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/amr-k-ru/202 ... le-3888905

Туссем те хапхаран кӗчӗҫ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ — малалла // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

— Ку урапа тепӗр вӑтӑр ҫул ҫӳресчӗ-ха, — кӑмӑллӑн кулса илчӗ ветеран хапхаран кӗрсе кайнӑ май.

Помоги переводом

Пурнӑҫ — малалла // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Славикпа Санька та хапхаран кӗрсе ҫухалчӗҫ.

Помоги переводом

Чӗрӗлмен мопед // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

Ав, анчах кӑна хапхаран кӗрсе, варринчи кӑшӑл пуҫне тырӑ тӑкса тӑракан самосвал патне хул айне те сарӑ, те шурӑ папка хӗстернӗ шлепкеллӗ арҫын чупсах пычӗ, аллисемпе сулкалашсах ятлаҫма тытӑнчӗ.

Помоги переводом

II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.

Анчах пысӑк тимӗр хапхаран вӑхӑт-вӑхӑт кӗрсех тӑракан самосвалсем таса ҫӗре каллех тырӑ килсе чашлаттараҫҫӗ.

Помоги переводом

II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.

— Тинех ҫитрӗҫ иккен, — уҫӑ хапхаран кӗрекен ҫӑмӑл машинӑна хирӗҫ утрӗ вӑл.

Помоги переводом

II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.

Унччен те пулмарӗ — ҫурри уҫӑ хапхаран куян вӗҫтерсе кӗчӗ, эпӗ тӑнине те пӑхса тӑмарӗ, ҫывӑхах пырса ларчӗ.

Помоги переводом

Аптӑранӑ кӑвакал // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 258–260 с.

Хапхаран мӑнукӗ, ун хыҫҫӑн уксах йытӑ якӑлт сиксе кӗнине курсан, латлӑ мара сиссе, Амӑшӗн аллинчи пӑтратмӑш чашӑкӗ шап тухса ӳкрӗ.

Помоги переводом

«Анне, ан яр мана хулана…» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ҫурри уҫӑ хапхаран кӳршӗри Кӗнатисен амӑшӗ, хӑрах аллине куҫӗ тӗлне тытса пӑхаканскер, курӑнса каять.

Помоги переводом

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Тетей хапхаран урамалла пухрӗ.

Помоги переводом

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Хыҫлӑ ҫуна Шӗкӗнтӗр Улюнӗсем унчченех уҫса хунӑ хапхаран кӗрсе ҫухалчӗ.

Помоги переводом

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Таврӑнса кан, Ҫимун, — хапхаран ӑсатса ячӗ Ҫимуна председатель.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чӑнах та, Мария Тимофеевна хапхаран тухма ӗлкӗрменччӗ, пӳртре ҫӗнӗрен темле юрӑ ҫуралчӗ.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кивӗ хӑма хапхаран кӗрсенех Ҫунахвунсен сарлака картишӗнчи тарасаллӑ пусӑ, лупас юписем, юманран лартнӑскерсем, тахҫанхи кӑвакарнӑ кӗлет, картиш кӗтессисенче пилӗк-ултӑ ватӑ йӑмра куҫа курӑнчӗ.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗррехинче пӗр кӗтмен-туман ҫӗртен хапхаран Юмӑҫ Укань сарӑ кӗрӗкӗпе кӑпӑртатса килсе кӗчӗ.

Помоги переводом

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кунтах пурӑнас тетӗн-им? — ыйтрӗ вӑл хапхаран тухас умӗн.

Помоги переводом

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хумкка хапхаран лашапа кӗни курӑнчӗ.

Помоги переводом

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӗншӗн хапхаран кӗмен?

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ан хӑра, никама та каламӑп, — Хура Ҫимун Петрук ҫине пӑхмасӑр хапхаран тухса кайрӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней