Поиск
Шырав ĕçĕ:
Российӑра хайне хӗсӗрлесе ҫитернӗ пирки, 1847 ҫулта вӑл тӑван ҫӗршывӗпе яланлӑхах сывпуллашнӑ, хӑйӗн ҫемйипе чикӗ леш енне куҫса кайнӑ.
А. И. Герцен // Н. Г.. Тӑван Атӑл. — 1962. — № 2. — С. 79
Пӗр-пӗр хушша шыв айӗнчи судно каять-и, шыв ҫинчи-и, е сывлӑшри-и, — унӑн машинин туртакан вӑйӗ ҫав ҫул ҫинче пӗртикӗс пынӑ чухне шыв е сывлӑш сопротивленине, е иккӗшӗн сопротивленине те тата судно хайне пӗрле илсе каякан шывпа сывлӑш массисен инерцийӗн сопротивленине ҫӗнтерсе пырса, ӗҫ тӑвать.
4. Механикӑлла энерги // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
— Тамарӑна хамах хушрӑм ҫырӑнма, хайне тантӑш тупма та хам каларӑм.
III // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.
Вӗсемпе чунран калаҫса, хайне пӑлхантарса ячӗ.
VIII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Хайне май заказӗсем ӑнӑҫлӑ, укҫаллӑ, кам вӗсене ӑнланмасть пулсан.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Вӗсен кашнин пултарулӑхӗ хайне евӗрлӗ, пурте ҫитес ҫулсенчех пысӑк картинӑсем кӑтартма тивӗҫлӗ ҫынсем.
Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.
Тилли, куҫҫульне аран-аран тытса чарса, ҫав вӑхӑтрах хайне евӗрлӗ шӳтлӗрех сӑмахпа калать:
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Вӑхӑт иртнӗҫем Ирина та шаннӑ ӗҫне стройка ертӳҫисене тивӗҫтермелле, унта вӑй хуракансен пурнӑҫне хӳтлевлӗ-тивӗҫлӗ пурнӑҫлама хӑнӑхрӗ пулсан та, хайне малтанхи пекех пӗччен туять: ӑш-варлӑн калаҫма, вӑл е ку ыйтӑва сӳтсе явма юлташ тупаймарӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Арӑмӗ ывӑл ача ҫуратнине пӗлсен, савӑннипе вӑл ниҫта кайса кӗре пӗлмерӗ, хайне калама ҫук телейлӗн туйрӗ.
40 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Румыни помещикӗсемпе капиталисчӗсен пусмӑрӗнчен ирӗке тухнӑ молдаван халӑхӗ Совет Союзӗнчи хайне тӑванлӑ молдаван халӑхӗпе пӗрлешрӗҫ те Молдаван Советлӑ Социализмлӑ Республики туса хучӗҫ.
Вӑрманлӑ ҫеҫенхирпе хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирте пурӑнакан халӑх // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Хайне валли вӗт…
«Икӗ таможенник чикӗ хуралласа тӑраҫҫӗ…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/313
«Нарспи» авторне, пирӗн пӗртен-пӗр классика, хайне те палӑк лартайман-ха халлӗхе.
Тусан вӑрттӑнлӑхӗ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Хайне хӑй питӗ мухтать вӑл, эп талант, эп классик, тесе ҫухӑрать унта та кунта…
Литературӑпа искусство картишӗнче // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 61–62 с.
Хальхинче вара халӑх хайне лӑпкӑ тытрӗ.
Пӗр чӗлхе тупма тӑрӑшаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60544
Ҫамрӑк чухне Сулагаев хайне килӗшнӗ япаласене пурне те тирпейлӗн упрама тӑрӑшнӑ.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Материал хайне евӗрлӗ».
Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023
Литературӑ произведенийӗн содержанийӗ вӑл — пурнӑҫ, анчах хайне халлӗн илнӗ пурнӑҫ мар; литературӑ произведенийӗн содержанийӗ вӑл — писатель ӑнланнӑ (ӑнлантарнӑ), искусствӑ майӗсемпе сӑнласа кӑтартнӑ (кӑтартса панӑ) пурнӑҫ.
Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.
— «Ҫатра Марка пирӗн ял, Туйсар ятлӑ хамӑн ят, Атте-апай ятлах мар, Анчах Урха йысна ман» Тесе хайне пӗлтерет Еркинейпе тухакан.
VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Йывӑррӑн ахлаткаласа, мӑй шӑнӑрне ыратнӑ тӗлте ал лаппипе хупласа пӗр авӑк суя чунпа вырткаларӗ те пурнӑҫ ҫиппи шартах татӑлса кайманнине туйса, ӑнкарса, хайне алла илчӗ те шартах хуҫӑлнӑ, самаях кӗвелнӗ кӑмӑлне халсӑррӑн калаҫтарчӗ:
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Амӑшне больницӑна ӑсатса таврӑннӑ хыҫҫӑн Лена пушанса юлнӑ пӳлӗмре хайне ытла та телейсӗррӗн туйрӗ.
II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.