Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑрах урин чӗркуҫҫи таран ҫук унӑн.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Врачсем чирлӗ ача урин хыҫалти ҫинҫе шӑммине пӗр каҫӑк татса кӑларса пӑрахнӑ.
6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Сире ҫавӑн пек туйӑнать-и? — ыйтрӗ скульптор, хӑй урин пуҫ пӳрнипе барельеф ҫинчи мӑй йӗрне тӳрлетсе.
I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Виҫҫӗмӗш ҫынна автобус алӑкӗнчен кӑларнӑ чух алӑкӑн аялти тӑпси тӗлӗнче унӑн сулахай урин пакӑлчакне темле шӗвӗр тимӗр япала тӑрӑнса кӗчӗ, вара суранран юн палкама пуҫларӗ.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Пурис ашшӗ, Аслӑ Аттелӗх вӑрҫин ветеранӗ, вӑрҫӑра сылтӑм урин пакӑлчак шӑммине пуля кӗрсе ларнине пула тахҫантанпах аптӑракаласа пурӑннӑ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
«Ы-ы-ых!» — шӑтӑка лекнӗ урин чӗркуҫҫи икерчи чӑтма ҫук ыратса кайнипе (ванмаллах аманчӗ-ши?) нушаллӑн йынӑшса илчӗ вӑл, ыратни пӑртак лӑпсӑр пулсан ҫеҫ, ҫамки ҫине тапса тухнӑ сивӗ тарне куртка ҫанни вӗҫӗпе вӑрӑммӑн шӑлса илчӗ те, ахлата-ахлата, хутлӑ-хутлӑ сӑмахсем карталакаласа, ури ҫине тӑчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Лаша урин сасси таклатать.
IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.
Сисеп: ырхан Шӑпам лаши — вӑл чупаймасть, Урин суранлӑ мӑкӑрӗ Чарать, — канмасӑр утаймасть.
XX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Сылтӑм урин хырӑмне кӑна тӑрӑнчӗ.
Хура ҫынсен патшалӑхӗнче // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
«Сулахай урин шалти юн тымарӗ хытса ларнӑ пулӗ-ҫке ун тиф хыҫҫӑн?
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Урисем чӑнахах та шыҫӑннӑ иккен, пакӑлчак шӑмми те палӑрмасть сулахай урин.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Малти сылтӑм урин таканӗ пушаннӑ.
6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Кӗпи аркине ҫӗтсе Гервак бинт турӗ те урин суранӗсене вӑй ҫитнӗ таран ҫыхса хучӗ; аякӗн суранӗ шыҫӑннӑ, ҫав-ҫавах юн сӑрхӑнать, анчах ӑна пур пӗрех нимӗнпе те ҫыхма май ҫук.
XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Асӑрхарӗ хӗрарӑм: Эверкки урин ҫуталса тӑракан пуҫ пӳрнине пытарасшӑн.
III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Анчах тӗрлӗ-тӗрлӗ чарак-япала хушшинче сӗмленӳ темӗнле-темӗнле чи ӑслӑ та юмахла капаш-ӗренкере пулсан та — унӑн вӑйсӑрланнӑ шухӑш сӑнарлавӗ ӗҫ вӗҫӗнче кашнинчех чирлӗ урин сассине илтет.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Хӗрарӑмла ҫирӗп, тӳрӗ сӑн-питӗнче пӗркеленнӗ куҫ харшисем сивлек, иккӗленӳсӗр шанӑҫлӑха палӑртаҫҫӗ, яштак урин тӳсӗмсӗррӗн тӑсӑлнӑ вӗҫӗ ӑсӗнче вӑл темӗн шухӑшланине кӑтартнӑн туйӑнать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 147–152 с.
Хул пуҫҫинчен ал лаппичченех — ӳт илнӗ мускулсем: упа урин парни.От плеча до кисти тянулись обрывки сросшихся мускулов — подарок медвежьей лапы.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.
Гарвей чулланнӑ тейӗн — хускалмасӑр, тӳп-тӳрӗ тӑрать: унӑн куҫӗсем хӑратакан кашни хусканӑва кушак урин йӑрӑлӑхӗпе кураҫҫӗ, икӗ аллинче те — кӗпҫипе ҫӗрелле револьвер; Редж ҫурри пӗкӗрӗлнӗ те урисемпе тапа-тапа тачка мӑйне пур еннелле те ҫавӑркалать; пит шӑммисенче ҫутӑ пӑнчӑсем ҫунаҫҫӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Лешӗ вара хӑйӗн сулахай урин пысӑк пӳрнине, малтан аманнӑскерне, рак хӑйӗн хаччипе хӗстерсе лартнӑран кӑшкӑрса янӑ иккен.
Эмиль пурнӑҫӗнчен сайра-хутра ырӑ ӗҫсемпе палӑрнӑ, ашкӑнмасӑр иртнӗ кунсем // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Эпӗ ҫӗр ҫине выртса унӑн урин чӗрнине чуптума тытӑнасшӑнччӗ, анчах вӑл хӑйӗн урине ман тута патне хӑпартса маншӑн пысӑк чыс турӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.