Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унтан вӗсем укҫа хутаҫҫине ҫемҫе тӳшек айӗнчи улӑм тӳшек ӑшне чиксе хучӗҫ; питӗ шала тӗртсе кӗртрӗҫ те: «Халӗ ӗнтӗ шанчӑклӑ», — терӗҫ, мӗншӗн тесен негр хӗрарӑмӗ ҫемҫе тӳшекне кӑна кӑпкалатать-мӗн, улӑм тӳшекне ҫулталӑкра та пӗр-ик хут ҫеҫ ҫавӑркаласа хурать, ҫавӑнпа укҫа тӗплӗ вырӑнта, ӑна никам та вӑрламасть.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫӗр аллӑ тӳшекне пуҫлӑ-вӗҫлӗ сыпса тата ҫума-ҫумӑн пӗрле ҫӗлесе, тӑршшӗ те, урлӑшӗ те мана ҫителӗклӗ пӗр тӳшек турӗҫ; ҫавӑн пек тӑватӑ тӳшеке пӗр-пӗрин ҫине хурса сарчӗҫ; ҫапах та эпӗ ҫывӑрса пурӑннӑ хытӑ чул урай ҫакӑнпа нумаях ҫемҫелеймерӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Эпӗ улӑм тӳшек ҫинче ҫывӑратӑп, вӑл Джим тӳшекӗнчен лайӑхрах, унӑн тӳшекне маис улӑмӗнчен тунӑ, маис улӑмӗ ӑшӗнче хытӑ тунасем пулаҫҫӗ, вӗсем аяка чиксе ыраттараҫҫӗ, ҫаврӑнса выртнӑ чух маис улӑмӗ типӗ ҫулҫӑ пек чӑштӑртатать, ӑна пула час-час вӑранса каятӑн.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Коля Укахвие качча илет пек те — Укахви, хӗр япали валли, шурӑ тӳшек пичӗ ӑшне ҫав ҫемҫе пӗлӗтсенчен тӳшек чыхать пек…
12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Вӑл вӑрах кӗлтурӗ, ҫав хушӑра Васька тӳшек илсе килчӗ, эпӗ ӑна шӑппӑн ӑнлантарсан, тӳшекне урайне сарчӗ.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Кӑмака умӗнче ҫатмапа шыв вӗрет, ҫӗлен ҫип сӗвемӗ хатӗрле, тӗпел кукӑрӗнчи кравать ҫине тӳшек сар, тӳшек пуҫне ачу-пӑчусен кашнин пӗрер япалине хурса тух, турчкуна хутман кӑмакуна чик, тата Кӗтерне патшан мӑн пӑхӑр укҫи хӑвӑрӑнах ал айӗнче пулсан, пит аванччӗ те, ӗнтӗ хамӑннипе те майлаштарӑп-ха, — умӑмра пӗр чӗлӗ ҫӑкӑр пултӑр…
XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Уйӑх ҫути шурӑ тӳшек ҫиттине татах та шуррӑн кӑтартать, портретӑн хӑрушӑ куҫӗ тӳшек ҫитти витӗрех ҫутӑлса тӑнӑн туйӑнать.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Ҫак пружинӑллӑ кровать ҫине, ҫӳллӗ сулхӑн минтерсем ҫине, тӗлӗнмелле ҫемҫе тӳшек ҫине Ҫемен ӗнтӗ темиҫе те выртнӑ, унӑн пӗтӗм ӳчӗ мамӑк пек ҫемҫе тӳшек ӑшне путнӑ чух унӑн чӗринче лӑпкӑ та ӑшӑ пулнӑ.
XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн Григорий Григорьевич камердинерӗ ун ҫийӗнчен сюртукне, уринчен аттисене хывса илчӗ, халат тӑхӑнтарчӗ; вара Григорий Григорьевич вырӑн ҫине тӗшӗрӗлсе анчӗ те унӑн кӳлепи пӗр тӳшек ҫине тепӗр тӳшек хунӑ пек курӑнчӗ.
II. Ҫул // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Хӑшпӗр чухне кил хуҫи арӑмӗ, ҫак пӳлӗме кӗрсе, ӑна юсама, тасатма шут тытсан, Захар ҫине тӑрсах ҫапла пӗлтерет: щеткӑсем, вакса, атӑсем ӑҫта выртнине пӗлесси — хӗрарӑм ӗҫӗ мар, унӑн ҫи-пуҫӗ урайӗнче купаланса выртнипе, тӳшекӗ кӑмака хыҫӗнче, тусан ҫинче выртнипе никамӑн та ӗҫ ҫук, вӑл ҫи-пуҫа Захар хӑй тӑхӑнмалла, вӑл тӳшек ҫинче хӑй ҫывӑрмалла, кил хуҫи арӑмӗ мар.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ун вырӑнне эсӗ тӳшек ҫинче питӗ вӑйлӑ, ҫавӑ сана пӗтӗм ҫитменлӗхӳсене ылмаштарать.
VIII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Унтан Илепие пӳрте ҫавӑтса кӗчӗҫ, тӳшек ҫине вырттарчӗҫ.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Ҫак тӳшек ҫине хӑйпе юнашар Узина вырттарма вӑхӑт ҫитрӗ пулмалла.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Ҫемҫе тӳшек ҫинче ачашланса выртма ҫав тери кӑмӑллӑ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Тепӗр кунне Элиме ӗҫе каймарӗ, вӗсем кунӗпе тӳшек ҫинче пӗр-пӗринпе киленчӗҫ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Ку тӳшек иккӗшӗн хӗрӳлӗхӗсене пӗр тӗвве тӗвӗлерӗ, тунсӑхӗсене лӑплантарчӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Ҫенӗк алӑкӗ чӗриклетнине илтсен, Левен сарӑ хуплашкаллӑ тетраде йӑпӑр-япӑр кӑна тӳшек айне пуҫтарса чикрӗ, хӑй утиял айне чӑмрӗ, ҫывӑрнӑ чухнехи пек, хутланса выртрӗ те пӗр тикӗссӗн маш-маш сывлама тытӑнчӗ.
Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Тӳшек айӗнчен пӗр ихине тем шап! туса тухса ӳкиччен.
Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Пӳрте кӗрсен, ачине амӑшӗ тӳшек ҫине хурать, ӑна питӗнчен мӑкӑнь тутипе ачашшӑн сӗртӗнсе илет:
Хуняман асран кайми авансӗ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Упӑшка мораль пулеметне куллен такӑлтаттарса ларнине итличчен, тетя Катя, ҫемҫе тӳшек ҫинче телевизор пӑхса выртам.
Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.