Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тӑшманусем сана макӑртас тесен эсӗ ирӗксӗр те пулин кулма тӑрӑш.А ты наберись сил и не показывай свое горе, когда враги хотят увидать твои слезы.
Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Сан тӑшманусем тӗртрӗҫ яла икӗ тӗлтен.
12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Вӗсем сан тӑшманусем мар, тусусем.
18. Вырӑс тупписем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
«Рыцарь, хӑвна та, мана та ан ултала», терӗ хӗр хӑйӗн хитре пуҫне майӗпен сулкаласа: «пӗлетӗп, чӗрене ҫав тери ыраттарать пулсан та, питӗ лайӑх пӗлетӗп: сан мана юратма юрамасть, пӗлетӗп эпӗ сан тивӗҫӳ мӗнле: сана асу, мӗнпур юлташу, тӑван ҫӗршыву кӗтет, эпир — сан тӑшманусем».
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
— Старик Чапая пырса виҫӗ хутчен чуптӑвать те: — Вӗҫсе кай, ман ҫутӑ кӑйкӑрӑм, тӑшманусем ҫитсе килеҫҫӗ! — тет.— Подошёл старик к Чапаю и поцеловал его три раза: — Улетай, сокол ясный, вороги совсем рядом!
Юмаx // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Анчах патака хӑвӑн тӑшманусем курман чухне тавӑрса парас пулать.Но сделать это надо было хитро, незаметно, чтобы не увидел противник.
«Шурӑ патак» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
41. Хула патне ҫывӑхарсан Иисус ун ҫине пӑхса уншӑн йӗрсе янӑ та 42. каланӑ: эх, ҫакӑ кун эсӗ те хӑвна мӗн канӑҫлӑх кӳнине ӑнласа илсенччӗ! анчах халӗ вӑл сан куҫна курӑнмасӑр тӑрать: 43. акӑ эсӗ курас кунсем ҫитӗҫ, тӑшманусем сан тавра ҫӗр алтса ҫаврӑнӗҫ, сана хупӑрласа илӗҫ, сана пур енчен те хӗсӗрлӗҫ; 44. сана тустарса-ҫаратса тухӗҫ, хӑвна та, ачусене те хула хушшинчех ҫапа-ҫапа вӗлерӗҫ, сан вырӑнунта чул ҫинче чул та хӑвармӗҫ, мӗншӗн тесессӗн эсӗ хӑвна ҫӑлма килнӗ вӑхӑта пӗлмерӗн, тенӗ.
Лк 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Халӑху та санӑн хӑвӑн хӗрарӑмусем пекех: тӑшманусем умӗнче сан ҫӗрӳн хапхисем яриех уҫӑлса кайӗҫ, сӑлӑпусене вут ҫунтарса ярӗ.
Наум 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Санӑн аллу тӑшманусем ҫийӗн ҫӗкленӗ те, пур тӑшману та тӗп пулӗ.9. Поднимется рука твоя над врагами твоими, и все неприятели твои будут истреблены.
Мих 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Анчах сана ҫиекенсене пурне те хӑйсене ҫисе ярӗҫ; тӑшманусем те пурте хӑйсемех тыткӑна кайӗҫ, сана тустаракансене хӑйсене тустарӗҫ, сана ҫаратакансене хӑйсене ҫараттарӑп.
Иер 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: сурану санӑн тӳрленсе ҫитейми, чирӳ санӑн питех те хаяр; 13. санӑн тавӑҫна никам та тишкермест; им-ҫам та ҫук сурану валли, сана сиплетейместӗн; 14. сана тусусем пурте манса кайрӗҫ, сана шырамаҫҫӗ: йӗркесӗр ӗҫӳ ытла та нумай, ҫылӑхусен шучӗ те ҫук, ҫавӑнпа сана тӑшманусем аркатмалла турӑм, сана хаяррӑн хаса патӑм.
Иер 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Йышлӑ тӑшманусем вӗтӗ тусан пек, хаяр эшкерсем вӗҫсе саланакан арпа пек пулӗҫ; ҫакӑ сасартӑк, пӗр самантра, пулса иртӗ.
Ис 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вӗсем Сана хирӗҫ йӗркесӗр калаҫаҫҫӗ; Санӑн тӑшманусем кӑлӑхах каварлашаҫҫӗ.20. Они говорят против Тебя нечестиво; суетное замышляют враги Твои.
Пс 138 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эй Ҫӳлхуҫа, акӑ Санӑн тӑшманусем, акӑ Санӑн тӑшманусем пӗтеҫҫӗ, усал ӗҫ тӑвакансем пурте саланаҫҫӗ; 11. манӑн мӑйракана вара Эсӗ хир вӑкӑрӗн мӑйраки пек ҫӗклентеретӗн, мана чи паха ҫу сӗртӗн; 12. куҫӑм тӑшманӑмсем ҫине пӗр шиксӗр пӑхать, хӑлхам хама тапӑнакан усал ҫынсем ҫинчен илтет.
Пс 91 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Эй Ҫӳлхуҫа, Хӑвӑн чурусем курнӑ мӑшкӑла — чӗрем варринчех тытакан мӑшкӑла, вӑйлӑ халӑхсем мӗн кӑтартнине — асна илсемччӗ; 52. эй Ҫӳлхуҫа, тӑшманусем Сана епле хурланине, Хӑвӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннуна епле чысран кӑларнине асна илсемччӗ.
Пс 88 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Чӗнмесӗр, сас памасӑр ан тӑрсамччӗ, эй Турӑҫӑм! нимӗн тумасӑр ан тӑрсамччӗ: 3. акӑ ӗнтӗ тӑшманусем шавлашаҫҫӗ, Сана курайманнисем пуҫне ҫӗклерӗҫ; 4. Санӑн халӑхна хирӗҫ чее шухӑш тытрӗҫ, Хӑв упраса тӑракансене хирӗҫ каварлашаҫҫӗ; 5. ӗнтӗ ҫапла каларӗҫ: «каяр та вӗсене халӑхсем хушшинчен пӗтерер, ӳлӗм Израиль ятне ан асӑнччӑр» терӗҫ.
Пс 82 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эй Турӑ, ҫӗклен, Хӑвӑн ӗҫне хӳтӗле, ӑссӑр ҫын Хӑвна куллен мӑшкӑлланине асна ил; 23. тӑшманусем кӑшкӑрашнине, Сана хирӗҫ пӑлханакансем вӗҫсӗр шӑв-шав ҫӗкленине ан манӑҫла.
Пс 73 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Санӑн пухӑвусенче тӑшманусем ахӑрчӗҫ; пирӗн элемсем вырӑнне хӑйсен паллисене лартса тухрӗҫ; 5. кӑтартрӗҫ хӑйсене — явӑнчӑк-явӑнчӑк йывӑҫ турачӗсем ҫине пуртӑ ҫӗклерӗҫ; 6. унти касса тунӑ пӗтӗм эреше пӗр ӑстрӑмра пуртӑпа, айпӑлтапа касса-вакласа тӑкрӗҫ; 7. Санӑн сӑваплӑ Ҫуртна вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ячӗҫ; Санӑн ятупа лартнӑ Ҫурта пӗтӗмпех ирсӗре кӑларчӗҫ; 8. хӑйсен ӑшӗнче каларӗҫ: «вӗсене тӗппипех аркатар» терӗҫ, ҫӗр ҫинче Турӑ ячӗпе пуҫтарӑнакан пур вырӑна та ҫунтарса ячӗҫ.
Пс 73 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑю аслӑран Сана тӑшманусем парӑнӗҫ, тейӗр.
Пс 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Гад вара Давид патне пынӑ та каланӑ ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: суйласа ил: 12. е виҫӗ ҫул хушши выҫлӑх, е виҫӗ уйӑх сана тӑшманусем йӗрлесе ҫӳрӗҫ, сана вӗсен хӗҫӗ ҫитӗ; е виҫӗ кун хушши ҫӗр ҫинче Турӑ хӗҫӗ, мур чирӗ тата Израильре пур тӗлте те тӗп тӑвакан Ҫӳлхуҫа Ангелӗ ҫӳрӗ.
1 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2