Поиск
Шырав ĕçĕ:
Юнашарах сире уҫҫи-хуппине тупма пулӑшакан ҫын пур.Где-то рядом есть союзник, который разделяет ваши взгляды и поможет во всём разобраться.
23-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Тӗрлӗ ҫулсенчи хутшӑнакансем экономикӑн тӗрлӗ отраслӗнче, общество апатланӑвӗнчен пуҫласа информаци технологийӗсем таран ӗҫ тупма пултараҫҫӗ.
Пушкӑртра ӗҫе вырнаҫтарассипе ярмӑрккӑра Раҫҫейӗн 600 ытла ӗҫ параканне тӑратнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... tn-3811102
Тивӗҫлӗ, лайӑх мӑшӑр ҫын ҫемйине аркатмасӑрах тупма пулать.
XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Поселокра хваттер тупма пулать, — калаҫӑва хутшӑнчӗ ушкӑна пырса тӑнӑ Миша.
XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Нумай мар, хулара е пысӑк поселокра ӗҫлес пулсан, паллах, ытларах тупма пулать.
X // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Кирлӗ кӗнеке те тупма йывӑр.
VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Кайкаласа ларсан, тен, тупсӑмне тупма пулӗччӗ.
VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Те Михал Васильч тупма пӗлет ун пеккисене, те, ун телейне, хӑйсемех ҫапла пуҫтарӑнчӗҫ.
II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Мархва кинеми те ӳкӗтлерӗ хӗрне мӑшӑр тупма.
XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Испанири вырӑнти влаҫсем пулӑшнӑ пулин те ентешне ӑҫта пытарнине тупма май килмен.Найти, где похоронен земляк, несмотря на помощь местных властей Испании, так и не удалось.
Смирнов Владимир Леонидович // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%BC%D ... 0%B8%D1%87
Ҫавӑнпа та халӗ ҫынсемпе ҫӑмӑллӑнах пӗр чӗлхе тупма пултарнишӗн савӑнатӑп.
Пирӗн ӗҫре ҫынна ӑнланма пӗлни кирлӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/piren-ecre-cyinna ... kirle.html
Йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр, Зинаида Васильевна хӑйӗн ачисене пурне те ура ҫине тӑратать, вӗсене тивӗҫлӗ пӗлӳ парать, пурнӑҫра хӑйсен ҫулне тупма пулӑшать.
11 ҫултанпах ӗҫре // Римма Мавлютова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... tanpax-cre
Кашни сотрудник кашни ҫын валли уҫӑ тупма, хавхалантарма, йӑпатма пӗлет.
Ырлӑхпа шанӑҫ ҫурчӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sotsiall-kh- ... ch-3794851
Пӗр философ ҫапла каланӑ: «Пурнӑҫра пыракансем нумай, ҫитнисене тупма йывӑр».
Федоровсен ҫемье телейӗн рецепчӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-05- ... ch-3791307
Вӑл, ку енӗпе ятарласа вӗреннӗскер, выльӑх-чӗрлӗх чирӗпе ҫыхӑннӑ ыйтӑвӑн хуравне ҫийӗнчех тупма пултарать.
Выльӑх-чӗрлӗхе юратнӑран // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/vyilax-cherlexe-y ... naran.html
Компьютерпа информаци тупма пулӑшасси те вӗсем ҫинчех.
Юратнӑ ӗҫ темиҫе ӑрӑва пӗрлештерет // М.МИХАЙЛОВА. http://alikovopress.ru/yuratna-ec-temice ... teret.html
«Манӑн анне кӗнекене хуплашки тӑрӑхах пӗлет, хӑш вырӑнта тӑнине те тӳрех калама пултаратчӗ. Вулакансен кӑмӑлне яланах шута илнӗ, тӗрлӗ курав йӗркелесе ҫӗнӗ авторсемпе паллаштарнӑ. Хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑнни ӑна ҫынсемпе пӗр чӗлхе тупма май панӑ, ҫавӑнпа та аннене паянхи кун та ырӑпа аса илеҫҫӗ», - малалла паллаштарать ҫемье династийӗпе Надежда Владиславовна.
Юратнӑ ӗҫ темиҫе ӑрӑва пӗрлештерет // М.МИХАЙЛОВА. http://alikovopress.ru/yuratna-ec-temice ... teret.html
Киле ҫитме пӗр ҫӗр тенкӗ тупма май ҫук-ши тесеттӗм те…
Ҫӗр тенкӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 277–280 с.
Ашшӗ-амӑшӗн пилӗсӗр, Туррӑн пиллӗхӗсӗр телей тупма шутланӑ мӑшӑр пирки пирӗн Константин Иванов поэтӑмӑр хӑйӗн «Нарспи» поэминче, хӑйӗн генилле хайлавӗнче, питӗ аван ҫырса кӑтартнӑ.
Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Мӗншӗн тесен ун пек мӑшӑрсем Турра йышӑнмаҫҫӗ, ҫемье телейне хӑйсен вӑйӗпех (Турӑсӑрах) тупма тӑрӑшаҫҫӗ.
Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.