Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тирпейлесе (тĕпĕ: тирпейле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара япаласене тирпейлесе ҫыхнӑ вӗренсене салтма тытӑнчӗ.

Помоги переводом

V // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Юхан шывсене тасатассипе вӑй хунисӗр пуҫне ҫӗнӗ ҫӑлкуҫсене те тупса тирпейлесе ярассине тимлӗх уйӑратпӑр, - терӗ муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов.

Помоги переводом

Ҫут ҫанталӑк пуянлӑхне упрасчӗ пӗрлехи вӑйпа // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50241-cut- ... ekhi-v-jpa

Пӑяв явнӑ, пичке хӑмисене тирпейлесе пынӑ, вӑкӑр кӳлсе шыв турттарнӑ, локомотив валли вутӑ татса ҫурнӑ.

Помоги переводом

"Турӑ мана хӗр пачӗ" // Альбина КАПИТОНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50253-tur- ... -kh-r-pach

Шӑрпӑкӗсене хӑйсене мӑрье ҫумне, ӑшӑ ҫӗре, типме ретӗн-ретӗн тирпейлесе хурать.

Помоги переводом

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Ҫамрӑк чухне пурин патне те атӑ ҫитнӗ, мунча та хутнӑ, выльӑх-чӗрлӗх те пӑхнӑ, кил-ҫурта та тирпейлесе тӑнӑ, пӗр минут та ӗҫсӗр ларман.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Вырӑнти пионерсем палӑк йӗри-тавра хытхура ӳсме паманни, тирпейлесе тӑни Агатеевсене савӑнтарнӑ.

Помоги переводом

Ҫамрӑк пулнӑ, ывӑннине туйман // Р. МАРТЬЯНОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/20/am ... ine-tujman

90 ҫула ҫывхариччен кинемей кил хушшинчи ӗҫсене хӑех тирпейлесе пынӑ, пахчаҫимӗҫ те ӳстернӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ ачисен ватлӑхӗ канлӗ пултӑр // Р. МИХАЙЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/vr ... kanl-pultr

2023 ҫулта чустаран тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ пӗҫерме 5 ҫын, сыр пӗҫерме вӗренес текенсем – 11, пылак ҫимӗҫ тирпейлесе кӑларассипе 8 ӑстаҫӑ пулса тухнӑ.

Помоги переводом

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 5-мӗш номерлӗ Гимназире аслӑ классенче вӗренекенсене ӗҫ профессийӗсем илни ҫинчен палӑртакан свидетельствӑсем парса чысланӑ // Влаҫ органӗсен сайчӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/05/03/chav ... ire-asla-k

Санюк тупӑкӗ хыҫҫӑн пӗтӗм ял пынӑ, ӑна масар ҫинчи чи пысӑк йӑмра айне тирпейлесе хунӑ.

Помоги переводом

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вӑл туприсене тирпейлесе пуҫтарса хунӑ та, хӑй патне такам килессе кӗтсе кӑкӑр тулли сывласа, ҫав тери аслӑ тӗнче ҫине чакӑр куҫӗсемпе тӗлӗнсе пӑхса тӑрать…

Помоги переводом

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Унсӑр пуҫне тирпейлесе хатӗрленӗ продукци тӳпи 85 процентран та пысӑкрах.

Кроме того, доля переработанной продукции превышает 85%.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Калӑпӑр, «Ҫӗнӗ хулапа» «Акварель» микрорайонсенчи шкулсен строительство ӗҫне пуҫлама, ятарлӑ вырӑна тирпейлесе чавмалла.

Помоги переводом

Шупашкар хулине 555 ҫул ҫитнине палӑртса хулашӑн пӗлтерӗшлӗ вун-вун объект хута кайӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/09/shup ... sa-hulasha

Хӗрӗсемех тирпейлесе пурӑнчӗҫ кил-ҫурт таврашне, хуҫалӑхне те хӑйсемех тытса пынӑ темелле.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗр кун хушшинче пӗр харӑс выльӑх-чӗрлӗхе тирпейлесе хуни те начар мар, ҫапла вӗт?

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ял Совет пӳлӗмӗнчен тухсанах вӑрӑм коридорпа иртнӗ чух колхоз правленийӗпе ял Совет пӳлӗмӗсене тирпейлесе пурӑнакан Сӑпанипе тӗл пулчӗ Ҫимун.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Правлени ҫуртне тирпейлесе пурӑнакан хусах хӗрарӑм Сӑпани те, хӑй ӗҫне пӗтерсе, стена ҫумӗнчи тӗкӗр умӗнче тутӑрне юсакаласа тӑратчӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл ӑна темшӗн хут ҫине пӑхса вулам пек турӗ те арча тӗпне тирпейлесе чиксе хучӗ.

Помоги переводом

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Хам вырӑна тирпейлесе тӑриччен Маша вырӑнӗ ҫине выртса канам-ха.

Помоги переводом

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Вӑл треска пулла тытать тата ӑна тирпейлесе тасатса, кирлӗ пек хатӗрлесе хурать.

Он не только ловит треску, но перерабатывает и превращает ее в готовый продукт.

Пулӑ промыслисем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Каламасӑрах паллӑ, эпир, Ҫӗр ҫинче пурӑнакан ҫынсем, вулкансене тирпейлесе тӑма вӑй-хӑват ҫитерейместпӗр, ҫавӑнпа та вӗсем кӳрекен инкек-синкекрен асӑрханаймастпӑр.

Конечно, мы, люди на земле, слишком малы и не можем прочищать наши вулканы. Вот почему они доставляют нам столько неприятностей.

IX // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней