Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫак иртнӗ 30 ҫул, вӑхӑт ҫиппи ҫине тирнӗ 30 ахах пӗрчи пек, мӑшӑрсене ҫемье ырлӑхне малалла аталантарма тата мӑшӑрлану тӗррисене ҫирӗплетме лайӑх кӑмӑл-туйӑм парать.
Ҫемье ырлӑхӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-07- ... -h-3835235
Кӑвайт умне кукленсе ларни, шампур ҫине какай турамӗсем тирнӗ май, хӗрсене тем каласа хавхалантарать.
Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Кӑмака ҫинче, ҫип сӗвемне тирнӗ ахах шӑрҫа ҫыххи пек, Ваҫукпа Машукӑн, Кӗтерукпа Кулинейккӑн куҫӗсем йӑл-йӑл ҫиҫеҫҫӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Хушпу тӳпине уҫӑ хӑварнӑ, ун хӗррине хӗрлӗ тӗслӗ вӗт шӑрҫаран тирнӗ ансат тӗрӗ йӑрӑмне ҫӗлесе ҫыпӑҫтарнӑ.
Анатри чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Ҫип ҫине тирнӗ вӗт шӑрҫа ярӑмӗсене пӗр-пӗрин ҫумне ҫӑтӑ вырнаҫтарса тухнӑ ⎼ шӑрҫа чӗнтӗрӗпе кӳршӗллӗ пулмалли капӑр талккӑша хатӗрленӗ.
Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Ҫип ҫине тирнӗ шӑрҫасемпе хуртпуҫҫисем чи ансат капӑрсем пулнӑ.
Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Ӑна валли хӑвӑрӑн ҫӗр модельне — ҫиппе тирнӗ тӑм чӑмӑра — илӗр те ун ҫине пӗрин айне пӗрне чернилпа темиҫе точка лартӑр.
Полюссемпе экватор // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Кадрсен пайӗн пӗчӗк ҫеҫ пӳлӗмӗнче чесуча текен пусмаран ҫӗленӗ, пиншакӗ ҫине орден колодки тирнӗ пӗчӗк старик ларать.
15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Янахӗсем малалла тухса тӑракан типшӗм сӑн-пит, сивӗ, темле тирнӗ пек пӑхакан куҫсем.
6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Вӗтӗ пӗрмечеллӗ саппун ҫакнӑ, калакӗ ҫине чечек тирнӗ; вӑрӑм ҫӳҫеллӗ ҫӗрҫӗн тутӑр хыҫалалла ҫавӑрса ҫыхнӑ, ун ҫинчи тӗррисем тӑкӑнас пек.
8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Вӑл кӑкӑрӗнче шалта темскер тирнӗ пек сисрӗ те тротуар хӗрнех тӗмеллерех ҫӗрти курӑк ҫине канма ларчӗ.
Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.
Хӑй йӗп-йӗпе тара ӳкнӗ, чӗри халь-халь ҫурӑлса каясла кӑлтлатать, йӗппе тирнӗ пек ыратать.
13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Икӗ хура шӑрҫа, пӗр шурӑ хурткуҫҫи, икӗ шӑрҫа пӗр хурткуҫҫи тирнӗ.
Хуралчик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
«Качтаки» вара вӑрӑм хулӑ вӗҫне темскер татӑккисем тирнӗ те вӗсене вут ҫинче тытса ларать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
«Ара, манӑн тӑвар пур-иҫ!» — аса илчӗ Ула Тимӗр, вара сулахай аллипе иккӗмӗш кӑмпана тирнӗ ҫӗҫҫине тытса сылтӑммипе рюкзакӑн пӗр кӗсйинчен спичка курупки кӑларчӗ, ещӗкне пӳрнепе тӗксе уҫрӗ, унтан пӗр чӗптӗм тӑвар чӗпӗтсе илчӗ, вара пӑртак сӑпрамланнӑ тӑвара кӑмпа ҫине чухласа кӗрпеллӗ юр пек «ҫутарчӗ».
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, ӗнтӗ тӗркӗшсе, карласа, ырӑ йытӑ-кушак чӗлхилене-чӗлхилене парӑлтатса ҫунма пуҫланӑ кӑвайт ҫинче «шампур» ҫине тирнӗ, чӗрӗ аш касӑкӗсем вырӑнне йышӑннӑ ултӑ кӑмпа (ҫутӑра курӑнчӗ: иккӗшӗ ут тути, ыттисем хурӑн тата ӑвӑс кӑмписем иккен) пӑш-пӑш ӑшаланма та пуҫларӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Тепӗр ҫӗрте тата ҫӑварне метр тӑршшӗ ҫинҫешке патак хыпнӑ, патаккин икӗ вӗҫне те вӑтӑр-хӗрӗхшер кӑмпа тирнӗ пакша чӑрӑш тӑрринелле сиккелесе улӑхнине асӑрхарӑм та чылайччен ним тапранмасӑр ҫӳлелле тинкерсе тӑтӑм.
Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.
Полицирен кӑсӑруклине е сунар службин инспекторне чӗнтермен, каскӑн вӑрра сенӗкпе пӗр шелсӗр тирнӗ.
Йӑпшӑнчӑк тилӗ, ан пыр ҫывӑха! // Юрий МИХАЙЛОВ . «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 7 с.
Хулайне вӑл «Аленький цветочек» ятлӑ кӗнеке хӗстернӗ, аллинче — чӗнтӗр йӗппи тирнӗ шурӑ ҫип ҫӑмхи.
Юлташсенчен уйрӑлса юлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Унта пирӗн ҫӳлӗксем пур: пӗрене ҫурӑкне патаксем тирнӗ те вӗсем ҫине хӑма татӑкӗсем хунӑ.
Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.