Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тарне (тĕпĕ: тар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫне пӗтерсен, Татьяна Ивановна пукан ҫине йывӑррӑн тӗшӗрӗлчӗ, алӑ тупанӗпе ҫамки ҫинчи тарне шӑлса илчӗ.

Помоги переводом

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

— Епле шӑн ҫӗре? — Толя ҫамки ҫинчи тарне шӑлса илчӗ.

Помоги переводом

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Ваткӑ утиялне сирсе, сивӗ тарне шӑлса типӗтрӗ Тетей.

Помоги переводом

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Тетей сывлӑш ҫавӑрса илчӗ, ҫӗлӗкне хывса тарне шӑлчӗ, унран пӑс тухрӗ.

Помоги переводом

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Левен: — Джек Лондон укҫа-тенке пуҫ мимин тарне юхтарса, эппин, кунӗн-ҫӗрӗн ырми-канми ҫырса та ӗҫлесе тупнӑ.

Помоги переводом

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пӗрре вӗтеленипех чун тарне вунӑ хут кӑларать, хулҫурӑма тасатать.

Помоги переводом

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Пӗтӗмпех тӗрӗс, — терӗ Алексей, ҫамки ҫинчи тарне шӑлса.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Кала Архип Григорчча: Откан савӑнчӗ, те — ҫамки ҫинчи пӑчӑр-пӑчӑр тарне питшӑллипе типӗтрӗ утарҫӑ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Иртен пуҫласа каҫчен авӑн ҫаптарчӗ, юлашки тарне пӑчӑртаса кӑларма тӑрӑшрӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вичкӗн хура куҫӗсем ҫине тар юхса ансан кӑна, ҫулма чарӑнса, тарне вӑрӑм ҫанни вӗҫӗпе шӑлкаласа илет те пиҫиххи хушшине хӗстернӗ лапаткине туртса кӑларать.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мавра ларчӗ, ҫамки ҫинчи тарне шӑлса типӗтрӗ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫамки ҫине тапса тухнӑ тарне кӗпе ҫаннипе шӑлса типӗтрӗ.

Помоги переводом

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унтан тӳрленсе тӑрса ҫӗлӗкне хыврӗ те, ывӑннипе мар, ытла та хумханнӑран ҫамки ҫине тапса тухнӑ тарне шӑлса илчӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак вӑхӑтра Гаврил Романович килсе ҫитрӗ, ҫамка ҫине тапса тухнӑ тарне кӗсьерен кӑларнӑ шурӑ татӑкпа шӑлса илчӗ те: — Тока кам сӳнтерчӗ?! — тесе ыйтрӗ сассине хӑпартса.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ыран мар тепӗр кун мана тытайман пулӑттӑн кунта — ҫар вӗренӗвне илсе каяҫҫӗ пире, — тимӗрҫӗ ҫамки ҫинчи тарне тутӑрпа шӑлса илчӗ.

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тихон Иванович ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ, пукан хыҫӗ ҫине таянчӗ те ҫамки ҫинчи тарне юр пек шурӑ тутӑрпа шӑлса типӗтрӗ.

Помоги переводом

X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Унтан эпир часрах урам урлӑ чупса каҫрӑмӑр та. иксӗмӗр те уринчен ярса тытрӑмӑр, — ӑнлантарма пуҫларӗ тепӗр каччи, сӗвекрех ҫамки ҫинчи тарне шӑлса.

Помоги переводом

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

— Нимӗн те ӑнланмастӑп, хутте мӑйран ҫӗҫӗпе кас, ӑнланма пултараймастӑп, — терӗ Тихонов ҫамки ҫине пӑрҫаланса тухнӑ тарне шӑлса.

Помоги переводом

Правилине ӑнланаймарӑм // Сӳпенке Илли. «Капкӑн», 1935. — 1№ — 12 с.

— Курортри пекех пурӑнатӑп, — ҫамки ҫинчи тарне шӑлса илчӗ Аркаш.

Помоги переводом

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кирук чарӑнса тӑчӗ, ҫамки ҫине тухнӑ тарне шӑлса илчӗ.

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней