Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Сирӗн вӑрӑм та ҫирӗп мӑшӑрланӑвӑн вӑрттӑнлӑхӗ мӗнре? - хӑш чухне ылтӑн юбилярсенчен тӑванӗсем ыйтаҫҫӗ. «Нимӗнле вӑрттӑнлӑх та ҫук, — тет Ольга Ивановна. — Эпир пурне те пӗрле тӑватпӑр, инкек-синкексемпе йывӑрлӑхсене пӗрле татса паратпӑр, ачасене пӗрле ӳстертӗмӗр, килте кам тата мӗн тумалли пирки нихҫан та тавлашман. Пуян пурӑнман пулин те, пурлӑх тӗлӗшӗнчен эпир тавлашни пулман. Упӑшка мана пулӑшать, тӗрек парать, май килнӗ таран пулӑшать. Эпӗ хуҫалӑха ун ҫине лӑпкӑ хӑварма пултаратӑп, вӑл мана нихҫан та улталас ҫуккине, пурне те тума пултарассине пӗлетӗп».
Вӗсен союзӗ нумайӑшӗсемшӗн тӗслӗх // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-06- ... -h-3815610
Больница — госпиталь мар, унта салтаксем хуллен кӑна юрланисем те, вӗсем пӗр-пӗринпе шӳтлени те, тавлашни те илтӗнмест.
V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Тавлашни усӑсӑр.
13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Завьялов ӑнланнӑ: тавлашни, ӗнентерме тӑрӑшни усӑсӑр.
5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Ҫакӑнти хӗрсем колхозшӑн, тӑван фермӑшӑн ҫунса пӗр-пӗринпе хӗрсех тавлашни, пӗр-пӗрин кӑлтӑк-сӑкӑлтӑкне туртса кӑларни халиччен чылайранпа курман, туйман савӑнӑҫпа савӑнтарчӗ ӑна.
VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Шӑкӑл-шӑкӑл калаҫни те пулатчӗ, хӗрсе тавлашни те…
Савӑнӑҫ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Ыйхӑ пусиччен Данил Макарович хамӑр купери пӗр пассажирпа чӗрре кӗрсех тавлашни ҫеҫ хӑлхана кӗрсе юлнӑ…
Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.
Усӑсӑр пулать вӗсем тавлашни.
14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Народник пулнӑ май Мещеряков ӑна хӑй енне ҫавӑрма тӑрӑшни, шкула кайнӑ-килнӗ чухне каҫса кайса тавлашни, юлашкинчен Мещеряков хӑй те марксизм енне куҫни ҫинчен кала-кала паратчӗ.
Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.
— Хӑвах куратӑн ӗнтӗ, атте, эпир пишсемпе тавлашни ним усӑ та кӳрес ҫук.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Боярин Шигалейӑн шухӑшне-ӗмӗтне, вӑл мӗн каласшӑн пулнине витӗр туйса тӑчӗ, хирӗҫлесшӗн те пулчӗ, анчах ӑсатма тухнӑ ҫынна тавлашни килӗшмест терӗ.
8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Анана кӗрсе вырнӑ тесе тавлашса кайрӗҫ те, ав, ырӑ-и вӑл тавлашни, ҫапӑҫса та илчӗҫ, — терӗ анне.
Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Пӳртре ҫаплах Мулкач Терушӗпе Якрав тавлашни илтӗнет-ха.
Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
— Тавлашни, кутӑнланни вӑл ответ тытни мар-ха, халӗ ӗҫпе ответ тытас пулать.
ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Палюк кун пек тавлашни ӑна пӗрре те кӑмӑла каймарӗ.
XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Тавлашни халӗ ним патне те илсе ҫитермӗ.
29-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Пирӗн мӗн пур сӑмах-юмах та унпа тавлашни кӑна пулчӗ, — арӑмне чей лартма хушса Бозекпа юнашар кӑмака ҫумне ҫурӑмпа тӑчӗ Тукай.
7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Урасмет чееленсе сӑмаха юри урӑх еннелле пӑрчӗ, мӑрса арӑмне хӑй паян Чапкунпа мӗнле тавлашни, вӑл хӑй ирӗкӗпе пуҫтарнӑ ясака туртса илме шутлани ҫинчен каласа кӑтартрӗ.
21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Тукай Пикпавпа, ваттисемпе тавлашни усӑсӑррине ӑнланчӗ ӗнтӗ, йӗри-тавра кӗпӗрленсе тӑракан халӑх ҫине тепре куштаннӑн пӑхса илчӗ те аллине сулчӗ.
18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Тусӑм, тавлашни усӑсӑр, — эпӗ хамӑн туйӑмсен шайне лайӑх тӗшмӗртетӗп: манӑн халӗ пӗччен юлмалла.Спорить бесполезно, дружище, — у меня такое самочувствие, когда лучше остаться одному.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.