Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сӑмсаллӑ сăмах пирĕн базăра пур.
сӑмсаллӑ (тĕпĕ: сӑмсаллӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара… салтаксенчен пӗри, ҫӳхе питлӗ, вӑрӑм сӑмсаллӑ фашист, Иришӑна хуса ҫитрӗ, икӗ аллипе тытса, ҫӳле ҫӗклерӗ те… кӑшкӑрса йӗрекен ачана кӗрлесе ҫунакан ҫулӑм ӑшне ывӑтрӗ…

Помоги переводом

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Ҫынна ҫутҫанталӑк пурнӑҫ ҫураличченех мӗн-мӗн кирлине лартса парать: сӑмсаллӑ, хӑлхаллӑ, пуҫлӑ та куҫлӑ, аллӑ-ураллӑ тӑвать.

Помоги переводом

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Апла тӑк, йӗпе сӑмсаллӑ Ньютон, «пиллӗк» илсе эс пире ма намӑс кӑтартса пурӑнатӑн?

Помоги переводом

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Эпӗ, икӗ сӑмсаллӑ чугун кӑмканри шывпа пит-куҫа ҫукаласа, хушнӑ вырӑна, сӗтел хушшине, кӗрсе лартӑм.

Помоги переводом

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хура куҫ харшиллӗ, хӑмӑр куҫлӑ, тӳрӗ сӑмсаллӑ, тӑп-тӑп кӗлеткеллӗскер, пилӗкне ҫутӑ тӑхаллӑ ҫар пиҫиххийӗ туртса ҫыхнӑскер.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унтан ҫутӑ сӑмсаллӑ кӑвак кӑшӑллӑ карттусне кӑларса тӑхӑнчӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ирина тачка сӑмсаллӑ, пур сварщикӗнни пекех тӑртаннӑ, кӑшт хӗрелерех панӑ куҫлӑ кӑмӑллӑ та сарлака сӑн-пите курчӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Курпун сӑмсаллӑ, кӗске мӑйӑхлӑ Палюк тутине пӑчӑртаса такама ҫиҫе ярасла шӑмарса пӑхать.

Помоги переводом

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сарлака туталлӑ, лапчӑк сӑмсаллӑ, пуҫӗ те ун ик енчен хӗстерсе лапчӑтнӑ пек курӑнать.

Помоги переводом

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑл шӗвӗр сӑмсаллӑ тилӗ хӑш тӗле пытанса ларнине те пӗлет, пӗчӗк чее юс ӑҫталла кайнине те йӗрсем тарӑх пӑхса курать, ним шухӑшсӑр пакша ӑҫта сиккелесе ҫӳренине те илтет…

Знает он, где кроется остромордая лисица, видит по следам, куда прошел маленький хитрый горностай, слышит, где прыгает беззаботная белка…

Кайӑкҫӑ эвенксем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Акӑ вӑл ун умӗнче тӑрать — кӑвак комбинезон тӑхӑннӑ, аллине вӗҫевҫӗ шлемне тытнӑ, шӗвӗр сӑмсаллӑ пӗчӗк кӑна йӗкӗт, хӑй Завьялов хул пуҫҫийӗ урлӑ таҫта ҫӳлелле пӑхать.

Помоги переводом

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вара Завьялов сасартӑк ҫапла шухӑшлать: ак ҫакӑнта, ҫак вырӑнта, халӗ ҫӑк пӗчӗк, ҫивӗч кӑмӑллӑ, шӗвӗр сӑмсаллӑ йӗкӗт тӑнӑ ҫӗрте, ӗнер кӑна тепӗр ҫын, ҫавӑн пекех ҫамрӑкскер, тен, кӑшт кӑна аслӑрахскер тӑчӗ.

Помоги переводом

13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Каҫхине, театр хыҫҫӑн апат ҫиме ресторана кайсан, ун сӗтелӗ умне шӗшлӗ пек сӑмсаллӑ официантка пырса тӑчӗ.

Помоги переводом

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Ун ҫине кӑп-кӑтра ҫӳҫлӗ, каҫӑр сӑмсаллӑ, шӗвӗр янахлӑ хуняма ӳсӗр куҫӗсемпе ҫисе ярас пек, шӑтарас пек пӑхать…

Помоги переводом

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Йӑвинче — тин ҫӑмартаран тухнӑ пысӑк чӑмӑр хырӑмлӑ, сар сӑмсаллӑ виҫӗ чӗпӗ.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Улмуҫҫи айӗнче пӗчӗк шӗвӗр сӑмсаллӑ, тӗм-хура куҫлӑ Бианка тӑрать.

Помоги переводом

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Пӗрин пуҫӗнче сӑран шлепке, теприн — ҫурӑк сӑмсаллӑ салтак карттусӗ, — уйрӑмлӑхне те ҫавна ҫеҫ асӑрхарӗ художник ку этемсенче.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Усӑк хӑлхаллӑ вӑл, кӗске сӑмсаллӑ, ҫӑмӗ юр пек шурӑ, куҫӗсемпе сӑмси вӗҫӗ ҫеҫ йӗпкӗн хура.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Уҫӑ чӳрече умне курпун сӑмсаллӑ, путӑк питлӗ арҫын пырса тӑчӗ.

Помоги переводом

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Укаҫ кӑрнатир пек Лексантӑра та тиркерӗ пулсан, Тимуш — сӳннӗ вутпуҫҫи пек хуп-хура Тимуш, лапчӑк сӑмсаллӑ Тимуш, пӗчӗк Путене таврашӗ — мӗн тума кирлӗ ӑна?

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней