Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сурӑхсем (тĕпĕ: сурӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Илюк, ҫав хуҫӑлнӑ туратсене кил хушшине сӗтӗрсе кӗртсе пӑрах, сурӑхсем кӑшлаччӑр, — терӗ мана Хӗветӗр кукка.

Помоги переводом

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

Лупас айне кӗтӗм кӑна, сурӑхсем хирӗҫ тӗпӗртетсе тухрӗҫ.

Помоги переводом

Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.

Тин кӑна тытнӑ пулӑ евӗр ҫуталса тӑракан хулҫурӑмлӑ хӗр-упраҫ, аллисемпе куҫӗсене хупласа, ҫари ҫухӑрса ярать, кашкӑртан таракан сурӑхсем пек, ҫӳҫе хӳттине кӗпӗр пухӑнса ларать кукленсе…

Помоги переводом

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Малтан ҫамрӑк Красин ячӗллӗ колхозӑн ферминче сурӑхсем пӑхнӑ.

Помоги переводом

Вӑрӑм ӗмӗрлисене саламларӗҫ // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d0%b2%d3%9 ... %97%d2%ab/

Хӑранӑ сурӑхсем картара кӗпӗрленсе чупкалаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑвӑрӑн та сурӑхсем пур.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Шурӑ сурӑхсем пур тесе каламарӑм вӗт-ха сана.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Чим-ха, Кулюкка, санӑн шурӑ сурӑхсем ҫукчӗ вӗт? — тӗлӗнчӗ вӑл, кашта ҫинчи тирсене кӑтартса.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сарлака урам сурӑхсем макӑрашнипе тулнӑ, унта-кунта ӗне мӗкӗрни илтӗнет.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӗнтӗ ун кил хушшинче лаша, ӗне, сурӑхсем пуррине тата хуралт тутарни ҫинчен те пӗлтерчӗ.

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл пире, аташса кайнӑ сурӑхсем пек йышӑнса, ҫылӑхсене каҫарӗ.

Помоги переводом

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Куракансем, кашкӑртан хӑранӑ сурӑхсем пек, алӑк еннелле ыткӑнчӗҫ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем ытлашши вӑр-вар пулманран кӗтӳри пуҫтах выльӑх таҫта колхоз хирне кӗрсе ан кайтӑр тесе е тата пӗр-пӗр ӑнман ӗне е сурӑхсем таҫта ҫухалса ан юлччӑр тесе яланах манӑн чупса ҫӳресе йӗрке тума тиветчӗ.

Помоги переводом

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Нетӳк аппа тарӑннӑн сывласа илчӗ те: — Сурӑхсем пурте пур-и? Хурсен йышне чакармарӑн пуль? — тесе ыйтрӗ.

Помоги переводом

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Пусмалли пӗлтӗрхи сурӑхсем те пур, — ҫине тӑрсах калаҫать анне.

Помоги переводом

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Ӗне, сурӑхсем, хур-кӑвакал, чӑх-чӗп усрать.

Помоги переводом

Шӑлӗ витменнипе // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 32–34 с.

Сурӑх макӑрнисем те илтӗнсе кайрӗҫ, пирӗн тавра сурӑхсем пуҫтарӑнса тӑчӗҫ те пире тӗллесе пӑхса тӑраҫҫӗ.

Вскоре послышалось блеяние, и овцы с любопытством окружили нас.

Кавказ тӑвӗсем хушшинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Сурӑхсем ӗрчетсе вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрекенсем те колхозсене пӗрлешеҫҫӗ, сурӑх ӗрчетекен пысӑк совхозсем тӑваҫҫӗ.

Объединяются в колхозы и кочевники-овцеводы, создаются большие овцеводческие совхозы.

Пушӑ хирсен зонинче хуҫалӑх епле аталанать тата халӑх пурӑнӑҫӗ мӗнле лайӑхланса пырать // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Сурӑхсем хӑйсен чӗрнисемпе тусан евӗрлӗ Кара-Кум хӑйӑрне чавтарса утаҫҫӗ.

Взрывая копытцами пылевидный кара-кумский песок, шли овцы.

Туркмен аулӗнче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Катара ӗнесем мӗкӗреҫҫӗ, сурӑхсем макӑраҫҫӗ.

Вдали мычат коровы, и блеют овцы.

Калмыксен ҫеҫенхирӗсенче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней