Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ялан сулахай аллинчи туя ҫине таяннипе сулахай алли сылтӑмминчен темиҫе хут вӑйлӑрах.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Пӑхать Кулюкка: упӑшки аттисене ылмаш тӑхӑннӑ, сулахай уринче — сылтӑмми, сылтӑм уринче — сулахай атти.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Шыв май тӑрса анаталла пӑхсан, сылтӑм енче шывӑн сылтӑм ҫыранӗ, сулахай енче — сулахай ҫыранӗ пулать.Если стать лицом по течению, то справа будет правый берег, слева — левый.
Пӗчӗк ҫырма // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Сулахай ури хутланса ларнӑ унӑн, сулахай еннелле хытӑ сулӑна-сулӑна утать.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Куҫа уҫса пӑхма ӗлкӗретӗп кӑна — радио сасси хӑлхана кӗрет: физзарядка тума тытӑн, урусене хулпуҫҫи анлӑш сар, аллусене ҫӗкле, сылтӑм аллуна сулахай уру пуҫне, сулахай аллуна сылтӑм уру пуҫне ҫитер…
Вӗрентеҫҫӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 23–26 с.
Ирхине, вӑраннӑ ҫӗре, унӑн сулахай ури те, сулахай алли те хускалми пулнӑ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.
Унӑн пӗтӗм шӑм-шакӗ сурать, сулахай ури сыппи чикет, сулахай хулне хускатма ҫук.В самом деле, в нем нет живой косточки, особенно болезненны левая щиколотка и плечо.
Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Социализм ушкӑнсене пӗр-пӗринчен уйӑрса илме те хӗн: сылтӑм е сулахай эсерсем, националистсем е интернационалистсем, сулахай социалистсем е большевиксем?
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Сулахай бортран… сулахай енчен пӑрӑнӑр… парохода ӳпӗнтеретӗр! — терӗ.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
«Сулахай коммунистсемпе» сулахай эсерсем Таврически дворецӑн ҫурма-ҫутӑ залӗнче тӑракан трибунӑсем ҫине урса кайнӑ пекех ыткӑна-ыткӑна хӑпараҫҫӗ.
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
«Сулахай коммунистсем», сулахай эсерсем, сылтӑм эсерсем, меньшевиксем — заводсемпе фабрикӑсем тӑрӑх митингсем тӑва-тӑва ирттерсе, ӑшталанса чупаҫҫӗ.
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Сулахай енчи чӳречин решетки ҫумне патша тимӗрҫисем Европӑри улпут майрисен сехет вӑчӑри пысӑкӑш тӑхӑрвун пӗр сӑнчӑр ҫыхса лартрӗҫ те вӗсене ман сулахай ура тавра яваласа илсе вӑтӑр ултӑ ҫӑрапа питӗрсе илчӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫапла вара Кутузов французсен ҫарӗн сулахай флангӗ ҫине Платов казакӗсемпе Уваровӑн кавалери корпусне янипе тӑшманӑн ӗретне пӑснӑ, вӑл вӑхӑтпа усӑ курса батарея патне тата сулахай фланг патне резервсем илсе пынӑ та Наполеона йывӑрлӑха кӗртсе лартнӑ.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ҫакӑн пек условире, сулахай фланг хӑрушӑлӑхра пулнине Шевардино патӗнчи ҫапӑҫу кӑтартнӑ хыҫҫӑн, Кутузов сулахай флангра войскӑн сахал пайне хӑварнӑ.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Флешсем ҫине чи вӑйлӑ атака тунипе пӗрлех, Наполеон вырӑссен сулахай флангне те итальянецсен Богарнэ корпусне ярса атакӑлас, сулахай флангне поляксен Понятовский корпусӗпе ҫавӑрса илес тесе шутланӑ.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Вӗсем Дунай шывӗн сулахай енне французсем каҫни ҫинчен пӗлтерсенех Кутузов хӑй таппа лекессине, сулахай енне ӑна Мортье каҫарас ҫуккине, сылтӑм енче Наполеон хӑйӗн тӗп вӑйӗпе ӑна Дунай патнех пырса хӗстерессине аван ӑнланнӑ.
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Танк гусеницӑсем пулӑшнипе шуса пынӑ: сылтӑм гусеницӑна чарсан, танк сылтӑм еннелле пӑрӑннӑ, сулахай гусеницӑна чарсан, сулахай еннелле пӑрӑннӑ.
Малтанхи танксем // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Ҫиппине сылтӑм алӑпа тытса пӑтасем ҫине пуҫламӑш куҫӗсене хурса тухать: сулахай енчен пырать пӑта патне, ун тавра ҫаврӑнса ытти пӑтасем патне сулахай енчен пырса тухать.
Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Хутӑрасси ҫав вырӑнтан пуҫланать: йӗкене сылтӑм алӑпа йӑтса ҫӳлелле ҫӗклет, ҫиппине ҫӳлти патакӑн сылтӑм вӗҫӗнчен ҫаклатать; ҫиппине аяла антарать, аялти патакӑн сылтӑм вӗҫӗнчен ҫаклатать; ҫиппине ҫӳле ҫӗклет те ҫӳлти патакӑн сулахай вӗҫӗнчен ҫаклатать; ҫиппине аяла антарать, аялти патакӑн сулахай вӗҫӗнчен ҫаклатать, ҫиппине ҫӳлелле, пуҫламӑшӗ патне илсе хӑпарать.
Сӳс-кантӑр, ҫип ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Городничийӗн сулахай урине юлашки вӑрҫӑра витӗрех амантнӑ, ҫавӑнпа вӑл уксахласа утать, утнӑ чух тата сулахай урине аяккинелле таҫта катана ярса пусать те, сылтӑм ури малалла пусӑнни пачах сая кайса пырать, ҫавӑнпа вӑл урисемпе мӗн чухлӗ васкаса ӗҫленӗ, ҫавӑн чухлех утти те унӑн ӳсӗнмен.
V сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.