Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тавлашу хӗрсе каясса сиссе, калаҫӑва Игорь хутшӑнчӗ.
X // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Урӑх вырӑна куҫасси пирки пӗр шухӑш та пулман унӑн, анчах та пурнӑҫ урапи ӑҫталла кусса каяссине хӑш чухне сиссе те юлаймастӑн.
Пирӗн ӗҫре ҫынна ӑнланма пӗлни кирлӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/piren-ecre-cyinna ... kirle.html
Кун хыҫҫӑн кун иртет, ҫул хыҫҫӑн - ҫул, 11 ҫул мӗнле иртсе кайнине сиссе юлаймарӑм, - тесе пӗлтерчӗ Альбина Алексеевна чунтанах парӑннӑ ӗҫӗ пирки.
Пирӗн ӗҫре ҫынна ӑнланма пӗлни кирлӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/piren-ecre-cyinna ... kirle.html
Улшӑнусене сиссе юлма тӑрӑшӑр, сирӗн реакци хӑвӑрт пулни кирлӗ.Постарайтесь тонко улавливать происходящие изменения, от вас может потребоваться быстрая реакция.
22-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Ҫуркунне выльӑхсене тин кӑна юр айӗнчен тухнӑ ҫерем ҫине кӑларса пысӑкланнӑ Именчӗк, теме сиссе, нумаях та ҫӳремерӗ, ҫывӑхри вӑрманалла чуп-тарчӗ.
Пӑши пӑрушӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 272–273 с.
Эпӗ тем ырӑ маррине сиссе пилеш кайӑкӗ патнелле утрӑм.
Кайӑк чӗлхи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 271–272 с.
Калаҫкаласа пырса Акриппин кинемей пурӑнакан пӳрт умне ҫитнине сиссе те юлаймарӑмӑр.
Ниме // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 263–265 с.
Ҫӗре персе аннине сиссе те юлаймарӑм.
Тарӑхакан улмуҫҫи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 260–262 с.
Хапхаран мӑнукӗ, ун хыҫҫӑн уксах йытӑ якӑлт сиксе кӗнине курсан, латлӑ мара сиссе, Амӑшӗн аллинчи пӑтратмӑш чашӑкӗ шап тухса ӳкрӗ.
«Анне, ан яр мана хулана…» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Ача йытӑ ӑшшине туйса, йытти ҫын юмартлӑхне чунӗпе аван сиссе пӗр-пӗрин ҫумне йӑпшӑнчӗҫ.
Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Кушак кайӑкӗсемпе аппаланса хӑйне такам питрен ҫине-ҫинех япӑлт-япӑлт тутарнине те ача йӗркеллӗн сиссе юлаймарӗ.
Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Вова вара, хӑйне вӑйпах урама выляма кӑларса ярасса сиссе, кивӗ тумтирӗсене диван пуҫне паҫӑрах пуҫтарса хунӑ.
Унӑн Мами // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Мами ӗҫрен килес вӑхӑталла вара теме сиссе унӑн чун-чӗри ялан тӗлли-паллисӗр шуйханса каять.
Унӑн амӑшӗпе мами ҫинчен // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Ют алла лекнине сиссе вырӑнтан та хускалмасть лаша.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Тутлӑ кукӑль шӑршине сиссе Мишка пуҫне ҫӗклет, Вихтӗр аллинчи татӑк ҫине шӑтарасла пӑхма тытӑнать, хӑлхине апла-капла выляткалать, хулӑн тутине мӗкӗлтеттерсе ача алли енне кармашать.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Тавлашу мӗнле хӗрсе кайнине калама та йывӑр, тавлашса ҫӗнтерейменнипе тарӑхса кайнӑ Кӗнати хӑйне тута урлӑ «хӗртсе» илнине сиссе те юлаймасть Вихтӗр.
Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Анчах амӑшӗпе асламӑшне валли ним те юлманнине сиссе хӑй катӑкне шат-шат ҫыртса темиҫе пая пайлать.
Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Эпӗ ҫавна кая юлса сиссе илтӗм.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
— Тӗрӗсне калатӑп, пускилӗм, коммунизмрах пурӑнса куртӑмӑр пулмалла, сиссе те юлаймарӑмӑр, патшалӑх мӗн чухлӗ пурлӑх ҫухатрӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Кирей сиссе те юлаймарӗ, ӗҫ питӗ хӑвӑрт пулса иртрӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.