Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шӑлне ҫыртса, вӑй пухса, Ура ҫине тӑчӗ вӑл, Умне-хыҫне пӑхрӗ вӑл, Ик-виҫ хутчен силленчӗ, Усалсене ҫиленчӗ.
Антун ҫулӗ — ҫутӑ ҫул // Антун Мучи. Тӑван Атӑл. — 1958. — № 3. — С. 93-96
Шакӑр! шакӑртатса илчӗҫ унӑн ҫап-ҫут пушмаклӑ урисем, лӑстӑрр! силленчӗ тепӗр хут йӗпкӗн хура ҫӳҫӗ, ӗнси ҫине хумханса анакан ҫӑра ҫӳҫӗ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Микула чӑмӑрӗпе тивертнӗ тӗлте халӗ те ыратнине юплемесӗр ура ҫине тӑрса силленчӗ те: — Хисеплӗн йышӑннӑшӑн тавтапуҫ! — терӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Лаша йӑваланса тӑрсан, лӑстӑр-лӑстӑр силленчӗ те мӑйне хуҫи еннелле кукӑртса кӗҫенсе ячӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Михайлов тӑрса силленчӗ те юлташне тӑма пулӑшрӗ.
Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Силленчӗ вӑл: барон тем курчӗ: Асамлӑ вӑхӑт! - Ишута Хӗр ҫурӑм урлӑ-пирлӗ ҫурчӗ Тӗреклӗ, пиҫӗх пушӑпа.
XXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Вӑкӑрӗ шывран маларах тухрӗ те хыттӑн кӑна силленчӗ.
1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ваза кӑштах силленчӗ те тытӑнса юлчӗ.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Машина картах силленчӗ те чарӑнчӗ; анчах ӗшенсех ҫитнӗ хӗр темиҫе самант ӑшӗнче — куҫӑм туйӑмӗсен ҫулӗпе — татах малалла ӑнтӑлать.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ҫӗрӗкпе тата вӗтӗ туратсен пружинипе хутӑшнӑ хӑрӑк-турат сийӗ Гервак кӗлеткине кисретсе кӑна йышӑнчӗ — вӑл ӳксен пӗтӗм «тӳшек» силленчӗ, кунсӑр пуҫне турат татӑкӗн ҫивӗч вӗҫӗ унӑн сулахай аякӗнчен шӑтарса кӗчӗ те ӳтне аяк пӗрчисем таранах касса ҫурса амантрӗ.
XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Машина картах силленчӗ, пӑрӑнчӗ те хӑвӑрт ҫухалчӗ, — юлнисем шӑхӑраҫҫӗ, алӑ ҫупаҫҫӗ.Машина затряслась, сделала поворот, отъехала и скрылась, сопровождаемая свистками и аплодисментами.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Кӗҫех шлюпка хускалчӗ те тинӗс хумӗнчен перӗнсе кӑрӑссӑн силленчӗ.Наконец шлюпка двинулась и встряхнулась на поддавшей ровной волне.
XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Хӗр лӑпкӑн силленчӗ те кӗтесрен кӗрсе ҫухалчӗ, эпир вара вӑл кӑтартнине ҫав самантрах пурнӑҫласа сывлав ирӗк панӑ чухлӗ питӗ хӑвӑрттӑн ҫыран хӗррине ҫывӑхри сукмакпа утса антӑмӑр, унта пирӗн Сигнал Хирӗнчен сылтӑм енпе пысӑках мар сӑмсахран иртмеллине куратпӑр.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Алӑк силленчӗ те хупӑнчӗ.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Пӑшал кӗпҫи ҫӳлелле ҫӗкленчӗ, силленчӗ, куҫне тата хытӑрах хӗссе, ҫурӑмӗ хыҫне тарса пытаннисем ҫухӑрнине илтес мар тесе тӑрӑшса Элли пускӑча тупрӗ те ылтӑнланӑ карниз ҫинелле хаплаттарчӗ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Тепӗр сехетрен Гоанӑн пысӑках мар пӳрчӗн алӑкӗ ҫинче ҫӑра силленчӗ.Через час на дверях небольшого гоановского дома болтался замок.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 339–344 с.
Унӑн пуҫӗ малтан хыттӑн силленчӗ, унтан — хулленрех те хулленрех; хускалман пичӗпе кӗҫех минтер ҫине ӳкрӗ, аяк пӗрчисем ҫеҫ вӗттӗн-вӗттӗн тӑртанса чӗтреме чарӑнмарӗҫ-ха.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.
Кравать хыттӑн силленчӗ те — шӑналӑк айӗнчен пӳлӗме кисретсе ахӑлтата-ахӑлтата Дезль Гленау ҫӗкленчӗ, — ҫакна курсан Спринг хӑйне пукан ҫинчен чикеленсе аннӑн туйрӗ.
Гленац няньки // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 387–391 с.
Анчах ун умӗнче чӑнах та — ача кравачӗн ҫӳхе шӑналӑкӗ; вӑл — икӗ юпаран ҫирӗплетнӗ пӗчӗк вырӑн — маччаранах ҫакӑнса тӑрать; палатка пек сарса карнӑскер, акӑ, канӑҫсӑррӑн силленчӗ.
Гленац няньки // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 387–391 с.
Щит, виҫӗ матрос тытса тӑраканскер, силленчӗ те чарӑнчӗ; Пэд урисенче — лапписенчен ҫыхнӑ хуп-хура тӑхлан юпа татки.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.