Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

самантлӑха (тĕпĕ: самантлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр вӗренекенпе ӗҫленӗ чух, ыттисем ҫинчен кӗске самантлӑха та манма юрамасть.

Помоги переводом

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Анчах нумай та ӗҫеймерӗ, тӑруках сывлӑш питӗрӗннипе малалла ӳпӗнчӗ, куҫӗсенчен куҫҫулӗ сирпӗнсе тухрӗ, чыхӑнса кайса, вӑл самантлӑха сывлайми пулса ларчӗ.

Помоги переводом

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Шухӑш вара пӗр самантлӑха та ҫамрӑк хӗрарӑм ҫинчен каймарӗ.

Помоги переводом

V // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Хура пӗлӗтсем айӗнчен самантлӑха шуса тухнӑ хӗвел пек, вӑл Верукпа Илля пурнӑҫне кӗске вӑхӑта ҫутатса ӑшӑтрӗ те ӗмӗрлӗхех сӳнчӗ.

Помоги переводом

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Кӗске самантлӑха кӑна, анчах пырса кӗчӗ.

Помоги переводом

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Уйсенче тракторсен шавӗ пӗр самантлӑха та шӑпланмасть.

Помоги переводом

Ака ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ // Минзаит ЗАЙНУЛЛИН. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%b0%d0%b ... b%d3%97-2/

Каппайчӑк Ҫырма ҫаплипех Хӑвалӑх ялӗ еннелле ӑнтӑлнӑ, яла темиҫе пая пайлас ӗмӗтне самантлӑха та пуҫран кӑларман.

Помоги переводом

Пӗчӗкҫӗ паттӑрсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 275–277 с.

Унччен те пулмарӗ, ман умах пилеш кайӑкӗ вӗҫсе тухрӗ, шӗшкӗ туратти ҫине самантлӑха ларса хурлӑхлӑн чӗвӗлтетсе илчӗ.

Помоги переводом

Кайӑк чӗлхи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 271–272 с.

Чӗнмен-кӗтмен хӑнана кур-сан унччен хӗрсе ӗҫленӗ йыш самантлӑха ҫуйхашма пӑрахрӗ.

Помоги переводом

Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.

Самантлӑха та тӑрас килмест путсӗр Скорпионлӑ хулара.

Помоги переводом

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ача ҫывӑрнӑ вӑхӑтра та тӗлӗрмерӗ телевизор, ҫынсем пӗр-пӗрне епле ҫаратнине, улталанине, вӗлернине, аснине кӑтартма самантлӑха та ӗшенмерӗ вӑл.

Помоги переводом

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Самантлӑха та канлӗх ҫук: е пӗрисен магнитофонӗ ӑнланма ҫук чӗлхене ҫӗрӗпех ҫухӑрать, е теприсен телевизорӗ чарӑна пӗлмесӗр кӗмсӗртетсе ларать…

Помоги переводом

Унӑн амӑшӗпе мами ҫинчен // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Тымарӗ ҫиеле самантлӑха уҫӑлма тухнӑ тейӗн.

Помоги переводом

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

«Такамсемпе» ҫеҫ тӑрса юлнӑ асламӑшӗ хӑйне самантлӑха та пулин «шыраса тупни» урӑм-сурӑм хӗпӗртеттерет Вихтӗре, ҫав хушӑрах кулянтарать те.

Помоги переводом

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Ах, ҫав Муку мӗн-ма самантлӑха та пулин килсе курмасть-ши пӗрре? — мӑкӑртатать вӑл.

Помоги переводом

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Вӑл, асламӑшӗ ҫумӗнче лараканскер, ун ҫамки ҫине нӳрӗ татӑк хурать, шыв ыйтсан тӑратса лартса ӗҫтерет, «такамсемпе» ҫеҫ тӑрса юлнӑ ҫынна ватлӑхран самантлӑха та пулин хӑтарма хӑтланать.

Помоги переводом

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Тепӗр кунхине, кӳршӗсенне ҫӗр улми лартса пӗтерсен, Вихтӗр, самантлӑха ирӗкленнипе усӑ курса, урамалла тухса вӗҫтернӗччӗ.

Помоги переводом

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Кӗҫех Тетей унран пӗр самантлӑха та уйрӑлми пулчӗ.

Помоги переводом

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Такам алӑкран шӑнкӑравларӗ, вӗсем самантлӑха шӑпланчӗҫ, пуҫӗсене алӑк еннелле пӑрчӗҫ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Самантлӑха куҫ харши-пӗлӗт айне пулса илетчӗҫ вӗсем, шывпа йӗпеннӗ хурлӑхан евӗр йӑлтӑртатса, мана пӗр сассӑр, ҫапах та питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ сӑмах калатчӗҫ: «Юрату!»

Помоги переводом

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней