Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӳртрен (тĕпĕ: пӳрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑнтӑрла Сань-лан попугая пӳртрен кӑларса янӑ, лешӗ вара ирӗкре вӗҫсе ҫӳренӗ.

Помоги переводом

Ӑслӑ попугай // А. Андреев. Тӑван Атӑл. — 1960. — № 5. — С. 65–67 с.

Пӳртрен салтӑнсах тухатӑн та — шыва чӑмпӑлт!

Помоги переводом

Пушкӑрт ачи // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Каятӑп! — шалти пӳртрен трусик вӗҫҫӗнех чупса тухрӗ Славик.

Помоги переводом

Путевка // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

Пӳртрен пурте пӗрле тухрӗҫ.

Помоги переводом

«Радвадар — I» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.

Давыд Егоровичпа кил хуҫи пӳртрен пӗрле тухрӗҫ.

Помоги переводом

Уйрӑм ҫурт // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.

Ачи вара яхӑнне те тухас темерӗ ҫав тери ӑшӑ пӳртрен, пурӑнасах терӗ.

Помоги переводом

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

Хаваслӑ кӗвӗ тӑвӑр пӳртрен ирӗке ярӑнса тухрӗ, кӗрхи йывӑҫсем ҫийӗн вӗҫсе сарӑлчӗ.

Помоги переводом

Эпилог // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Кӳршӗ пӳртрен темиҫе ҫын тухрӗ.

Помоги переводом

XIV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Лариван алӑк патне ыткӑнчӗ, пӑтари кӗрӗкне, ҫӗлӗкне васкаса вӗҫертсе илчӗ те пӳртрен тухса сирпӗнчӗ.

Помоги переводом

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Каҫар, упраса хӑвараймарӑм сана, — терӗ Верук, тупӑка пӳртрен йӑтса тухнӑ чух.

Помоги переводом

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Сан шутупа, шкула арҫын ачасен ҫеҫ ҫӳремелле, хӗрачасен пӳртрен тухмасӑр кӗнчеле арламалла.

Помоги переводом

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Пурин те ҫывӑрас килет, — терӗ те атте пӳртрен тухрӗ.

Помоги переводом

V // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Ҫур ял кайса пӗтрӗ, — терӗ пӳртрен тухнӑ Мархва кинеми, пирӗн пата пырса.

Помоги переводом

IV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Пӳртрен Верук амӑшӗ, Мархва кинеми, йывӑррӑн таплаттарса тухрӗ.

Помоги переводом

III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Шурӑ икерчӗ чӑмласа, пӳртрен Коля тухрӗ.

Помоги переводом

II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Калама ҫук хӗпӗртесе ӳкнӗскер, парнене ярса тытрӑм та пӳртрен вирхӗнсе тухрӑм.

Помоги переводом

II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Турчка илсе, пӳртрен хӑваласа яни те пулнӑ.

Помоги переводом

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Пӳртрен Вихтӗр ашшӗ тухать.

Помоги переводом

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Куҫҫулӗ юхтарса, Элине чупса тенӗ пек пӳртрен тухрӗ, хӑй хыҫӗнчен алӑка мӑртлатса хупрӗ.

Помоги переводом

II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ял ачисем Узина пӳртрен сӗтӗрсе тухрӗҫ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней