Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗҫерсе (тĕпĕ: пӗҫер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лава ҫӳрекен амӑшӗ колхозра пӗҫерсе валеҫнӗ пӗр чӗлӗ ҫӑкӑра темиҫе пай туса ачисене панӑ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ сӑпкара сиктермен // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/purnac-sapkara-si ... ermen.html

Кӑмакаран пӗҫерсе кӑларнӑ ҫӑкӑр шӑрши те асран тухмасть.

Помоги переводом

"Ман Раҫҫейӗм нихҫан тӑшмана парӑнман" // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51310-man- ... a-par-nman

Пӗҫерсе тӑрать тата ҫитменнине.

Помоги переводом

«Пӑшӑл пӑтти» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Питех те ҫӑмӑл мар 1990—1992 ҫулсенче колхоз валли те ҫӑкӑр пӗҫерсе паратчӗ анне.

Помоги переводом

Анне ӑшши // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d0%b0%d0%b ... %88%d0%b8/

Ял ҫыннисем лавсем ҫине пушӑ каткасем лартса паромпа Атӑл урлӑ каҫса каяҫҫӗ те кунӗпе кӑмпа татаҫҫӗ, каҫпа вара ҫуса тасатаҫҫӗ, кӑвайт ҫинче пысӑк баксемпе пӗҫерсе каткасене тӑварласа лартаҫҫӗ.

Помоги переводом

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

Пит-куҫ самантрах пӗҫерсе хӗрелчӗ, пӳрнесем ывӑҫ тупанне шӑтарас пек пӑчӑртанчӗҫ.

Помоги переводом

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Аплах мар пуль-ха, — Нина пичӗ самантрах пӗҫерсе хӗрелчӗ.

Помоги переводом

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Икӗ кун эпир яланхи пекех ҫӑмах яшки пӗҫерсе ҫирӗмӗр.

Помоги переводом

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Ир те, каҫ та, кӑнтӑрла та ҫӗрулми яшки ҫеҫ пӗҫерсе ҫиетпӗр.

Помоги переводом

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

— Астӑватӑп-ҫке, — терӗм эпӗ, пит-куҫ тӑруках пӗҫерсе кайнине туйса.

Помоги переводом

IV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Унта эпир ӗҫленӗ май, унӑн мӑшӑрӗ Елена Александровна пӗҫерсе хатӗрленӗ хуплӑва та астиветтӗмӗр.

Помоги переводом

Ырӑ ӗҫ тарӑн йӗр хӑварать // Вячеслав Осипов. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... ir-xavarat

Унта вӗренекенсене апат пӗҫерсе ҫитеретчӗҫ.

Помоги переводом

Ырӑ ӗҫ тарӑн йӗр хӑварать // Вячеслав Осипов. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... ir-xavarat

Тин кӑмакаран пӗҫерсе кӑларнине, минтер пек кӑпӑшкине, йӳҫӗкрех вӗри шӑршӑ сараканнине, хӗвел ҫути пек ӑшшине…

Помоги переводом

Е машина, е хӑпарту // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 280–284 с.

Тепӗртакран хыпаласа пӑхатӑп та — тутан ҫӳлти хӗрри пан улми пек хӑпарса тухнӑ, ҫамка та пӗҫерсе тӑрать.

Помоги переводом

Тарӑхакан улмуҫҫи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 260–262 с.

Ара, хӑна таврашӗ килсе тухсан Вовӑн ытлашши мӗшӗлтетме юрамасть: Мами унӑн хӑлхине кӑвар евӗр пӗҫерсе кайиччен пӑрма та, ҫӳҫ тӑпӑлса тухиччен ҫатӑрт тутарса илме те пултарать.

Помоги переводом

Унӑн Мами // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Хӗветут мучи сӑмахӗсем хыҫҫӑн намӑсланса Вихтӗрӗн пичӗ пал-л пӗҫерсе каять.

Помоги переводом

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Паян вӗсем пӗртен-пӗр чӑххи туса панӑ ҫӑмартана пӗҫерсе ҫурмалла пайласа ҫинӗ иккен Микулккапа.

Помоги переводом

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Вихтӗр хӑлхи еплерех пӗҫерсе кайнине калама та йывӑр.

Помоги переводом

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫав ятпа мана анне вучахра ҫӗр улми пӗҫерсе панӑччӗ.

Помоги переводом

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Тата вӑл ывӑлӗ ӗнер пӗҫерсе кӑларнӑ пысӑк ҫавра ҫӑкӑр тыттарчӗ.

Помоги переводом

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней