Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пытанчӗ (тĕпĕ: пытан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каҫ еннелле сулӑннӑ хӗвел, ялтӑркка пайӑркисене пуҫтарса илсе, шӗл-кӑвар тумне тӑхӑнчӗ, васкамасӑр шуса, инҫетри ҫӗрсем хыҫне пытанчӗ.

Помоги переводом

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Атя, вӗҫтер кунтан, ан чӑрмантар ӗҫлеме, — Миргалим хускалчӗ кӑна — ҫивӗч чӗрчун йӑлт ҫеҫ тарса пытанчӗ.

Помоги переводом

X // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Ҫамрӑк хӗрарӑм кулкаласа калаҫнипе хӑюлланнӑ каччӑ, тем пӗлес пек, ун ҫине тинкерсе пӑхрӗ, анчах икӗ ҫӑлтӑр куҫ ҫавӑнтах вӑрӑм куҫ хӑрпӑкӗсем айне пытанчӗ.

Помоги переводом

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Тунсӑх тарса пытанчӗ, шӑмшак ҫӑмӑлланса кайрӗ.

Помоги переводом

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Кӑвак куҫӗнче кӳренӳ хӗлхемӗ йӑлкӑшса пытанчӗ.

Помоги переводом

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Пӗтӗм чӗрӗ чун сулхӑна тарса пытанчӗ.

Помоги переводом

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ҫӑра чӑкӑртатнине илтсен, Кирей прихожӑйри шкафа пытанчӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Лешӗ асӑрхиччен вӑл вӗлт ҫеҫ юман хыҫне пытанчӗ.

Помоги переводом

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ҫӗпритун кӗрӗкне тӑхӑнчӗ те ҫенӗк кӗтессине тухса пытанчӗ, хӑмасем хыҫӗнчен вӑрттӑн сӑнаса тӑрать.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кирлӗ-кирлӗ мара пӗлесшӗн ҫунакан Ҫилхӑван — ҫапла чӗнеҫҫӗ ӑна ялта — водянка чирӗпе аптранӑран чикесӗр мӑнтӑрланса кайнӑ Кашкӑр Марфи хыҫне пытанчӗ.

Помоги переводом

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мӗн пурӗ курӑк стени хыҫне пытанчӗ.

Все скрылось за травяной стеной.

Африкӑри саванна тӑрӑх ҫӳрени // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӑл чарӑнса тӑчӗ, каялла сиксе ӳкрӗ, унтан ҫывӑхри йывӑҫ тӑрринелле ҫиҫӗм пек вӑшт! турӗ те пытанчӗ, вара пӗтӗм кӗтӳ кӑшкӑрса ярса ун хыҫҫӑн вӗҫтерчӗ.

Он остановился, отскочил назад и, как молния, исчез в ветвях соседнего дерева; за ним с криками кинулась вся стая.

Тропик вӑрманӗнче // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫыран юлнӑҫем юлса инҫетре пытанчӗ.

Берег уходит все дальше и дальше, скрываясь вдали.

Европӑран Америкӑна // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Таиҫ таҫта пытанчӗ, тупаймарӑм, — терӗ Вова.

Помоги переводом

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Пӳрте кӗрсен, калаҫса-мӗн туса тӑмасӑр, вӑл ӑна сӗтел патӗнчи хыҫсӑр пукан ҫине лартрӗ, хӑй кӗтесри сарлака йывӑҫ кровать патне пырса чӗркуҫленчӗ те хӑяккӑн пӗр хулпуҫҫийӗпе кровать айне пытанчӗ, унтан пысӑк чӑматан туртса кӑларчӗ.

Помоги переводом

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Сарӑ хӗвел пӗчӗк пӗлӗт татки хыҫне пытанчӗ те, пиртен инҫе те мар пӗр ярӑм сулхӑн шуса иртрӗ…

Помоги переводом

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

— Ах, эсир!.. — алӑк хыҫне пытанчӗ Тамара.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӗвел майӗпен леш енчи хурӑнлӑх хыҫне пытанчӗ, таврана тӗксӗмрех сӑн ҫапрӗ, каҫ ҫывхарнине сиссе ҫырмара шӑпчӑксем пӗрин хыҫҫӑн тепри юрлама пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Сюльдяшовпа юнашар тӑракан Савантер карчӑк хӑй ҫинелле пӑхнине чӑтаймарӗ, хыҫаларах кайса пытанчӗ.

Помоги переводом

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗвел пӗлӗтсем хыҫне пытанчӗ.

Помоги переводом

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней