Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пуҫтарӑнчӗҫ (тĕпĕ: пуҫтарӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗпрел ҫыннисем хушшинче тӗрлӗ ҫулсенче чикӗри ҫарсенче служить тунӑ ҫӗртен ытла ҫын пур Майӑн 28-мӗшӗнче, ырӑ йӑлапа, вӗсем Чикӗри ҫарсенче служить тунӑ ентешсене хисеплесе лартнӑ обелиск патне уява пуҫтарӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Пограничник кунӗнче // Раниля Алиуллова. http://chuprale-online.ru/news/tp-khypar ... nik-kunnce

«Мӗн авалтан Сабантуй пур национальноҫ, пур тӗн ҫыннисене пӗрлештерет. Вӑл халӑхсен туслӑхне, пӗр-пӗрне хисепленине, культурӑсем пӗр-пӗринпе хутшӑннине кӑтартса парать. Паян тӗрлӗ национальноҫ ҫыннисем пирӗн округӑн, республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен уяв савӑнӑҫне пайлама пуҫтарӑнчӗҫ. Пирӗн округӑн ҫак ырӑ йӑли малашне те упранса юлтӑр. Ҫакӑн пек уявсене пула пирӗн ялсем илемленеҫҫӗ, хӑтлӑланаҫҫӗ. Ҫынсем пысӑк, чаплӑ уяв ирттерес тесе пӗрле пуҫтарӑнаҫҫӗ», — палӑртрӗ Николай Никандрович.

Помоги переводом

Кӗр кӗрлерӗ Сабантуй // Дина АБУЛХАНОВА. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%ba%d3%9 ... %83%d0%b9/

Урӑх чӑтӑм ҫитмерӗ Элимен, вӗсем хӑвӑрт пуҫтарӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Юлашкинчен ҫемйипе пуҫтарӑнчӗҫ те пускиле кайрӗҫ, малта ваттисем пычӗҫ, вӗсем хыҫӗнчен ҫамрӑккисем пукансем йӑтса утрӗҫ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Пуйӑс чарӑннӑ-чарӑнман хӑпӑл-хапӑл пуҫтарӑнчӗҫ хайхискерсем.

Помоги переводом

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хӑпӑл-хапӑл пуҫтарӑнчӗҫ те, тӑватӑ сехетри пуйӑс ҫине ӗлкӗретпӗр тесе, Хӗветӗре станцӑна лашапа ӑсаттарчӗҫ.

Помоги переводом

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Пухӑва каяр, колхозниксем пуҫтарӑнчӗҫ пуль, — ывӑннӑ пек тавӑрчӗ Сергей Тихонович.

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Тепӗр кунне ирхине тӑватӑ сехетре вӗсем каллех пӗрле пуҫтарӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Венюк патне больницӑна каякансем часах пурте пуҫтарӑнчӗҫ.

Помоги переводом

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Анаткас хӗрӗсемпе ҫамрӑк хӗрарӑмсем сӳс нимине арманти лупасайне ирех пуҫтарӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пурте пуҫтарӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ку тӗле ытти крючниксем те ыйхӑран вӑранса пуҫтарӑнчӗҫ, апат ҫисе ӗҫе тухса кайрӗҫ.

Помоги переводом

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Иваҫ юлташӗсем, паян сунаршӑн лайӑх кун пуласса шанса, хӗвел хӗрелсе тухнӑ чухнех ун патне пуҫтарӑнчӗҫ, автомашина ҫине тиенсе ҫула тухрӗҫ.

Помоги переводом

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Ачасем паян шкултан таврӑнсан киле панӑ ӗҫсене пурнӑҫланӑ, кил-ҫуртра аслисене пулӑшса шыв кӳнӗ, выльӑх-чӗрлӗх ай сарӑмне улӑштарнӑ хыҫҫӑн каллех вӑйӑ вырӑнне, Арман ҫырми хӗррине пуҫтарӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Ҫамрӑксем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ пулсан та, Ирина ҫумӗнче, сулахайра та, сылтӑмра та пушӑ вырӑн юлчӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Хӗрарӑмсем пуҫтарӑнчӗҫ те тарӑхса калаҫрӗҫ упӑшкисене вӗлернӗ пирки.

Помоги переводом

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫав вӑхӑтра Кузнецовсен картишӗнче мӗнпур тӑвансем — кинӗсем, мӑнукӗсем пуҫтарӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ыттисем те ун тавра пуҫтарӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Заявленисем, пурӗ вӗсем 19 пуҫтарӑнчӗҫ, хут ҫинче урапа шӑлӗ пек ҫаврӑнса йӗркеленчӗҫ.

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗрсем пуҫтарӑнчӗҫ, корзинкӑсем илчӗҫ.

Собрались девушки, взяли корзины.

Шурлӑх // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней