Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пуҫтарнӑ (тĕпĕ: пуҫтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӗрен уявӗнче пуҫтарнӑ ӗҫме-ҫимесене каялла илсе килме юраман, ялти выльӑх-чӗрлӗх вилсе пӗтет тенӗ.

Помоги переводом

Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456

Илемлӗ тумпа, ҫӳҫне-пуҫне килӗшӳллӗ тураса пуҫтарнӑ.

Помоги переводом

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Каччӑ вӑлтасем ҫине каҫхине тытса пуҫтарнӑ шӑрчӑксене тире-тире шыва ывӑтрӗ те кӗтме тытӑнчӗ.

Помоги переводом

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Пуҫтарнӑ вырӑнсем.

Помоги переводом

II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Уй-хирте ӗҫ пуҫтарнӑ ӗнтӗ.

Помоги переводом

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Кашни килтен пуҫтарнӑ, никама та каҫарман.

Помоги переводом

II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Тирпейлӗ пуҫтарнӑ краватьсем, кавирсем, дивансем, сарлака ҫутӑ шкапсем.

Помоги переводом

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Анчах эпир ҫакна аса илтеретпӗр: пуҫтарнӑ ҫӗрте мар, ҫӳп-ҫап тӑкман ҫӗрте таса.

Помоги переводом

Пуҫтарнӑ ҫӗрте мар, ҫӳп-ҫап тӑкман ҫӗрте таса // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ekologi/2024 ... sa-3805012

2022 ҫулта 124 ҫын 9,3 км тӑршшӗ территорие тасатса 1,2 м3 ҫӳп-ҫап пуҫтарнӑ.

Помоги переводом

Ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхӗ экологи лару-тӑрӑвӗнчен килет // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12056-cynsen ... chen-kilet

Вӗсем 13,21 км тӑршшӗ ҫыран территорийӗсене тасатнӑ, пуҫтарнӑ ҫӳп-ҫап калӑпӑшӗ 54,5 м3 пулнӑ.

Помоги переводом

Ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхӗ экологи лару-тӑрӑвӗнчен килет // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12056-cynsen ... chen-kilet

Вӑл ялта пурӑнакан пултаруллӑ ҫамрӑксене пӗрле пуҫтарнӑ.

Помоги переводом

Агрослетра пулнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/06/04/%d0%b0%d0%b ... %bd%d3%91/

Хадича аппа та мӗн ачаранпах ҫитӗннисемпе тан тырӑ вырнӑ, пучахӗсене те пуҫтарнӑ.

Помоги переводом

«Атте» сӑмаха калама пӳрмен // Раниля Алиуллова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... lama-prmen

Акцие хутшӑнакансем вуншар михӗ ҫӳп-ҫап пуҫтарнӑ.

Помоги переводом

Тасалӑхшӑн кашни яваплӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/31/%d1%82%d0%b ... %bb%d3%91/

Чи малтан ачасем памятник тавра территорие тасатнӑ – ҫумкурӑксене касса тухнӑ, ҫӳп-ҫапа шӑлса тасатнӑ, кивӗ турат хуҫӑкӗсене пуҫтарнӑ.

Помоги переводом

Эпир ҫак ӗҫе хамӑр тӳпе хывма пултарнипе мухтанатпӑр // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -r-3786838

Ҫакна палӑртар: йыша хӑй вӑхӑтӗнче Чехословаки территорийӗнче службӑра тӑнӑ, халӗ округ администрацийӗнче водительте ӗҫлекен Андрей Смирнов пуҫтарнӑ.

Помоги переводом

Аслӑ Ҫӗнтер чапӗ иксӗлмӗ нихӑҫан // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/category/ ... %b8%d0%b8/

«Шӑн тӑпрана катаймастӑмӑр эпир, ҫамрӑкрах пулнӑ. Аслисем катнине ҫӳлелле переттӗмӗр. Тумтир ҫӗтӗкчӗ, питӗ шӑнаттӑмӑр. Апатне те тӑраниччен ҫиеймен. Ҫавах ниме те пӑхса тӑман, ӗҫленӗ. Хамӑрӑн чӑтӑмлӑхран паян кун та тӗлӗнетӗп. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та канӑҫ мӗнне пӗлме тӳр килмен. Атте фронтран аманса таврӑнсан нумаях пурӑнаймарӗ. Эпир, сакӑр ачи, аннепе кӑна ӳсрӗмӗр. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн пире вӑрман касма ячӗҫ, Хаснар шывӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта 8 ҫул ӗҫлерӗм. Кунӗн-ҫӗрӗн вӑй хунӑ, урасем йӗпенетчӗҫ, вут хурса типӗтсе тӑхӑнаттӑмӑр. Хамах пушӑт касса ҫӑпата тӑваттӑмччӗ. Ун чухне апачӗ те начарччӗ. Инҫех мар икӗ шыв арманӗ пурччӗ. Пӗринче Уй Пилемӗч ҫынни ӗҫлетчӗ. Вӑл пире хӗрхенсе хушӑран апат пӗҫерсе ҫитеретчӗ. Тепӗр арманӗнче - хамӑр ял ҫынниччӗ, тепӗр чух вӑл та вӑрттӑн хӑналанӑ пире. Вӑрман ӗҫӗсем вӗҫленсен пӗр вӑхӑт Хуракассинчи сепаратор пунктӗнче ӗҫленӗ, халӑхран сӗт пуҫтарнӑ. Ун чухне ӗне усракансен патшалӑха икҫӗр литр сӗт е сакӑр килограмм шӑратнӑ ҫу памаллаччӗ. Хӑмла бригадирӗ те пулнӑ эпӗ, ытти ӗҫсене те тӑрӑшсах тунӑ, нихӑҫан та пӑрӑнса ҫӳремен. 1958 ҫулта, Хуракассине качча тухсан, 18 ҫул дояркӑра ӗҫлерӗм. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та 4 ҫул хушши фермӑна утрӑм. Унтан Сӗнтӗрвӑррине выльӑх самӑртнӑ ҫӗре 5 ҫул, кирпӗч заводне 3 ҫул ҫӳрерӗм. Саратов тата Куйбышев облаҫӗсенче ӗҫлесе темиҫе хут та тырӑ илсе килтӗм. 1958 ҫулта ҫуралнӑ хӗре пӗчченех ӳстерме тиврӗ, упӑшка ҫамрӑклах вилчӗ. Хӗрӗм вӑтам шкул хыҫҫӑн повара вӗренсе тухрӗ, Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлерӗ. Хушма пӗлӳ илсен районти паспорт параканра 18 ҫул тӑрӑшрӗ. Ҫемье ҫавӑрса виҫӗ ача ӳстерчӗ. Мӑнуксемпе эпӗ те сахал мар йӑпантӑм. Пӗри Чечняра хӗсметре тӑчӗ. Киле таврӑнсан вилни пуриншӗн те пысӑк хуйхӑ пулчӗ. Кӗҫӗн мӑнук Иваново хулинчи ҫар академине пӗтернӗ хыҫҫӑн Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлеме пуҫларӗ», - вӗҫлерӗ калаҫӑва Зоя Васильевна.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ ачисен ватлӑхӗ канлӗ пултӑр // Р. МИХАЙЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/vr ... kanl-pultr

Уҫӑлса ҫӳренӗ чухне педагог кукшапуҫ чечекне сӑнатарнӑ: мӗнрен тӑнинине пӑхса тухнӑ та кукшапуҫ чечекӗ ҫинчен пӗлӗвне ҫирӗплетнӗ, унтан кукшапуҫ чечекӗсен ҫыххине пуҫтарнӑ.

Помоги переводом

Кукшапуҫ - пире савӑнӑҫ валли парнеленӗ пӗчӗк хӗвел // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... el-3766847

Кукшапуҫ чечекӗсенчен ачасем тӗрлӗ кӗлеткесем пуҫтарнӑ.

Помоги переводом

Кукшапуҫ - пире савӑнӑҫ валли парнеленӗ пӗчӗк хӗвел // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... el-3766847

Субботнике хутшӑнакансем кӗске вӑхӑтра ҫӳп-ҫап, турат куписене пуҫтарнӑ та тракторпа автомобиль ураписем ҫине тиенӗ.

Помоги переводом

Ситексем ял варринчи паркра субботник тунӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... un-3763447

Ҫӗртре выртнӑ плащпа ытти ӑпӑр-тапӑра пуҫтарнӑ вӑхӑтра Маруҫӑн качака сухаллӑ хӑйматлӑх ашшӗ Левене ҫурӑмӗнчен лӑп-лӑп тутарса илме те ӗлкӗрет.

Помоги переводом

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней