Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кун хыҫҫӑн пупӑн ӗненмеллеччӗ.
XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пупӑн чӑрсӑр куҫӗсем ҫав-ҫавах ун ҫине тинкереҫҫӗ.
XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пупӑн ҫак самантрах Кӗтерука турӑ сӑмахӗсемпе путарса лартас килчӗ.
XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пупӑн вутти пӗтрӗ.
Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Халӗ Савантер ҫак пупӑн кашни сӑмахӗпе килӗшме хатӗр:
Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Ну, юрӗ, юрӗ, ытлашши ан мухта, — кӑмӑлӗ тулчӗ пупӑн.
Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пупӑн сасси те хулӑм, ним туйӑмсӑр.
Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пупӑн пӗтӗм сӑнӗнче пуринчен ытла сӑмси палӑрса тӑрать: вӑл ытти ҫынсенни пек мар, ытла пысӑк, йӗрлӗ-йӗрлӗ, пӗркеленчӗклӗ, ҫитменнине тата — ун вӗҫӗнче темиҫе хура пӑнчӑ пур.
Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Зоя пупӑн чи кӗҫӗн хӗрӗ.
Хӳтӗлекен принц // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Вӗсене, хӗрпе качча, мухтаса, пил парса, тӗрлӗ-тӗрлӗ хурт-кӑпшанкӑ, шӑна-пӑван шӑйлать, пупӑн пӗр тӑсӑмлӑ кӗлли пек нӑрласа тӗкӗлтура та сӗрлет; этем ӗҫре ҫеҫ аслине, ӗҫпе ҫеҫ илемлине аса илтерсе хӑварать.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Вӑл санӑн, ҫавӑнпа хӗнет те, — тарӑхса чашкӑрнӑ инҫетри рабочи поселокӗнче пурӑнакан пӗр-пӗр пупӑн шыҫмак майри, Люба пахчаҫӑсем патне тӑтӑшах ҫӳреме пуҫланине курсан.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Вӑл лаштра йӑмрасем айӗнче пытанса ларать, ытти чӑваш ялӗсенчен нимпе те уйрӑлса тӑмасть темелле; анчах, тӗсерех пӑхсан, уйрӑмлӑхӗ пурах: ял варринчи пысӑк йывӑҫ чиркӳ, вулӑс кантурӗ, ҫӗрме пуянсемпе пупӑн капмар ҫурчӗсем, икӗ хупах инҫетренех курӑнса лараҫҫӗ.
XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Алӑк патӗнчисем сӑхсӑхма манса тӑраҫҫӗ, капӑр тутӑр ҫыхнӑ хӗрсем те хӑйсем чиркӗве мӗншӗн килнине манчӗҫ пулас; темле карчӑк тутӑр айӗнчен хӑлхине кӑларать, тепри пуҫ ҫапма чӗркуҫленнӗ те, юрра тӑнласа, ҫаплипех кукӑрӑлса ларать; пупӑн сӑнӗнче те, ыттисенни пекех, тулли кӑмӑл палӑрать.
V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Пуянсем тӗлне ҫитсен, пупӑн сӳрӗклӗхӗ сасартӑк таҫта кайса кӗчӗ.
I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Михха арӑмӗн Лукарьен, пупӑн, пуп арӑмӗн сӑнарӗсенче писатель ытларах харам пырсен тӗнчин йӑла тӳнтерлӗшӗсене, выльӑхла пурнӑҫне кӑтартса панӑ.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Пупӑн тути ҫинчи кулӑш пӗрчисем шӑнса ларчӗҫ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пупӑн чи пахи — вилме выртнӑ ҫынна кӗл-тӑвасси.
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
«Мӗншӗн упӑшку пӳремсӗррине тӳссе пурӑнмалла, ӗмӗр иккӗ килӗ тетӗн-к-мӗн?» — терӗ пупӑн куҫӗ.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пупӑн хулӑн тутисем вӑрттӑн ҫеҫ йӑл кулнӑ пек турӗҫ.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Лукарье хӑй мӗншӗн телейсӗррине ыйтса пӗлесшӗнччӗ, сасартӑк пичӗ ҫинче пупӑн вӗри сывлӑшне туйса илчӗ те кӑшкӑрса ячӗ:
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.