Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пултарулӑхӗпе (тĕпĕ: пултарулӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак кун хулари Культурӑпа кану паркӗнче наци культурисен лапамӗсене те йӗркеленӗ, кашниех хӑйсен ӑсталӑхӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ.

Помоги переводом

«Ташӑ – халӑхӑн чунӗ» уява «Шуратӑл ҫӑлкуҫӗсем» чӑваш халӑх ансамблӗ илем кӳнӗ // Юрий Михайлов. https://ursassi.ru/news/kultura/2024-06- ... -n-3827588

Командӑсене интереслӗ конкурссем, мечӗксемпе кӑшӑлсем чикнӗ эстафетӑсем сӗннӗ, унта ачасем пурте хӑйсен спорт пултарулӑхӗпе хӑнӑхӑвӗсене кӑтартма пултарнӑ.

Помоги переводом

Пишпӳлекри 1-мӗш вӑтам шкул ҫумӗнчи лагерьти юмахпа спорт кунӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... un-3811922

Паллах, ҫамрӑк талантсем куракансен чӗрисене пултарулӑхӗпе тата артистизмпа парӑнтарнӑ, пурне те уҫӑмлӑн курӑм-туйӑм, лайӑх эмоци тата энерги зарячӗ парнеленӗ.

Помоги переводом

Алло, эпир талантсене шыратпӑр! // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... -r-3806281

Вӗсем писателӗн пултарулӑхӗпе ыйтусем ҫине хуравланӑ, юмах персонажӗсене чухланӑ, пытарса хунӑ сӑмахсене тупнӑ, юмахсене малалла тӑснӑ.

Помоги переводом

Пишпӳлекри 1-мӗш вӑтам шкулта А.С. Пушкин 225 ҫул тултарнине халалланӑ мероприятисем иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... tn-3807425

Пултарулӑхӗпе те, ӗҫченлӗхӗпе те.

Помоги переводом

Мухтанас та, савӑнас та килет ял ҫыннисемпе! // Тамара Соловьева. https://avangard-21.ru/gazeta/50352-mukh ... cynnisempe

Сирӗн килӗрсенче тӑнӑҫлӑхпа канӑҫлӑх, юрату тата ӑнлану пултӑр, ачасем вара хӑйсен ҫитӗнӗвӗсемпе, пултарулӑхӗпе савӑнтарччӑр.

Помоги переводом

Федоровсен ҫемье телейӗн рецепчӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-05- ... ch-3791307

Вӗсем пыракана кирлӗ кӗнекене тупса панипе ҫеҫ ҫырлахмаҫҫӗ, информаци сечӗсемпе ӗҫлеҫҫӗ, вебсайтсем тӑваҫҫӗ, тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсем валли мероприятисем хатӗрлесе ирттереҫҫӗ, округра иртекен уявсенче хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтараҫҫӗ.

Помоги переводом

Библиотекарьсем уявра савӑнчӗҫ // Вера ГОРБУНОВА. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%b1%d0%b ... %97%d2%ab/

Вӑл ҫамрӑкӑн пултарулӑхӗпе кӑсӑкланнӑ ҫеҫ мар, ӑна тӑтӑшах хавхалантарса пынӑ.

Помоги переводом

«Ун пекки урӑх пулмасть…» // Николай МАЛЫШКИН. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %82%d1%8c/

Ҫавӑн пекех хамӑр ентешсен пултарулӑхӗпе паллаштарма та тӑрӑшатпӑр.

Помоги переводом

Ачасене музея ҫӳреме килӗшет // М.МИХАЙЛОВА. http://alikovopress.ru/achasene-muzeya-c ... eshet.html

Тантӑшӗсене саламлама ҫамрӑк параппанҫӑсем килсе ҫитрӗҫ, Элӗкри ӳнер шкулӗн вӗренекенӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ.

Помоги переводом

Кӗҫӗннисем аслисенчен вӗренсе пыраҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/kecennisem-aslise ... racce.html

Нумаях пулмасть «Островок» ушкӑн Шупашкар муниципаллӑ округӗнче иртнӗ «Жемчужина Чувашии» фестиваль-конкурсӑн гала-концертӗнче сцена ҫине тухса хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ та, тӗлӗнтернӗ те.

Помоги переводом

Малашне те ҫитӗнӳсем сунатпӑр // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/21/%d0%bc%d0%b ... %91%d1%80/

Шкулсенчи ҫамрӑк армеецсем майӑн 13—17-мӗшӗсенче хӑйсен пултарулӑхӗпе ӑсталӑхне кӑтартрӗҫ.

Помоги переводом

Командирсем маттур та пултаруллӑ // Петр ПОРЯДКОВ. http://kasalen.ru/2024/05/21/%d0%ba%d0%b ... %bb%d3%91/

Хор халӗ те хӑйӗн сумне ҫухатмасть-ха – пултарулӑхӗпе халӑха 101-мӗш ҫул савӑнтараканскер конкурссене хутшӑнса малти вырӑнсене йышӑнсах пырать.

Помоги переводом

Геннадий Борисова – 75 ҫул // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/1 ... %83%d0%bb/

Татьяна Васильевна Вӑрмарти ал ӗҫ ӑстисен япалисемпе кӑсӑклансах паллашрӗ, илӗртӳллӗ ӗҫсене пурнӑҫлакансене соцсетьре пӗр ушкӑна пухӑнса пултарулӑхӗпе ыттисене паллаштарма сӗнчӗ.

Помоги переводом

Культура – ҫын пурнӑҫне хавхалану кӳрекенӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11751-kultur ... nu-k-reken

Малтанах аслӑ тата шкула кайма хатӗрленекенсен ушкӑнӗсенчи ачасем И.Я. Яковлевӑн биографийӗпе, унӑн пултарулӑхӗпе тӗплӗн паллашрӗҫ.

Помоги переводом

Чӑваш чӗлхи илемлӗ, пуян, ҫепӗҫ… // Вера Никифорова. http://kasalen.ru/2024/05/07/%d1%87%d3%9 ... %97%d2%ab/

Конкурсра пӗтӗмпе 60 ытла конкурсант хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗ.

Помоги переводом

Мӑкӑр хӗрӗсем — «Кӗмӗл сасӑ» конкурс дипломанчӗсем // Вероника ИВАНОВА. https://kanashen.ru/2024/04/26/%d0%bca%d ... %b0%d0%bd/

Чӑваш хӗрӗсем хӑйсен ӑсталӑхӗпе, пултарулӑхӗпе авалхи тӗрӗсен илемне ӳстерсе пынӑ.

Помоги переводом

Саккам чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Чӑваш Ен стенчӗ курава пыракансене хӑйӗн чӑнлӑхӗпе, содержанийӗпе тата пирӗн ӗҫтешӗмӗрсен ҫав курав ҫинчен каласа кӑтартакан ҫӳллӗ шайри пултарулӑхӗпе илӗртет.

Стенд Чувашии привлекает внимание посетителей своей аутентичностью, содержанием и работой наших коллег на стенде.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ҫакӑ вӑл искусство аталанӑвӗшӗн сиенлӗ пулнӑ, мӗншӗн тесен живопиҫ, графика, скульптура аталанӑвӗ яланах халӑх пултарулӑхӗпе ҫыхӑнса пырать.

Помоги переводом

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Анчах кам та кам: поэта хӑйӗн пултарулӑхне халӑх пултарулӑхӗпе пӗрлештерме ҫӑмӑл, тет, — вӑл йӑнӑшать, мӗншӗн тесен халӑх сӑмахлӑхне, халӑх пултарулӑхне ҫавӑн пек (Тилли юррисем пек!) чӗртсе яма, чун кӗртме, ҫунат пама пысӑк талантлӑ поэт ҫеҫ пултарать.

Помоги переводом

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней