Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ваҫиле ялти сӑмах ҫӳретекенсене чӑтма пултараймастчӗ.
Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Манӑн ӑс-хакӑл, хускатса янӑ машина пекех, пӗр самант та ӗҫлемесӗр тӑма пултараймастчӗ.
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Мӗскӗн чӑваш вилме ӗлкӗрейменччӗ, анчах калаҫма пултараймастчӗ.
Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Калама ҫук сӑпайлӑ ҫынччӗ Н. К. Крупская, хӑйне ыттисенчен мала хунине, хӗрхенсе пулӑшу сӗннине тӳсме пултараймастчӗ.
Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.
«Ак тӗнче курса килчӗ те, епле хӑюллӑн юмахлать. Вӑрҫа кайиччен манпа хирӗҫ тӑрса калаҫма та пултараймастчӗ», — терӗ вӑл ӑшра.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Нимӗҫ е полицейски тӗлӗнчен вӑл ниепле те лӑпкӑн иртсе кайма пултараймастчӗ.
Паттӑрла ӗҫ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Пӗр вырӑнта ларма пачах та пултараймастчӗ.
Партизансен кил-йышӗ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Старик вара никама та кӑмӑл тумасӑр кӑларса яма пултараймастчӗ — «эмелне» паратехчӗ.
Партизансен кил-йышӗ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Партизансем Кочеткова юрататчӗҫ, анчах хӑйсем хушшинче унран шӑппӑн тӑрӑхласа кулкалатчӗҫ, мӗншӗн тесен Виктор Васильевич шӑппӑн калаҫма пултараймастчӗ.
Ашшӗпе хӗрӗ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Пӗр боец та хӑйӗншӗн ҫеҫ нимӗнпе те усӑ курма пултараймастчӗ.Ни один боец не имел права воспользоваться чем-нибудь лично для себя.
Лагерьте // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Анчах старик пурпӗрех пӗрле юлташ пек пыма пултараймастчӗ; вӑл унӑн, Бауманӑн, йӗрне ҫухатсан лайӑхрах та пулӗ.Но старик не годился в попутчики; лучше, чтобы он и след потерял его, Баумана.
XXV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ҫав вӑхӑтрах ман пуҫра ҫӗнӗ план тухса тӑчӗ, эпӗ уншӑн ҫав тери кӑмӑллӑ пултӑм, тен нимӗнле капитан Смоллетт та мана вӑл плана пӑрахтарма пултараймастчӗ пулӗ.
ХХII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Ку ӗҫре мана хамӑн ытти кайӑксене пӑхакан ҫын та пулӑшаймастчӗ, мӗншӗн тесен унӑн пӳрнисем ытла та шыҫмак пулнипе, вӑл апата курак чӗпписен ҫӑварне тӗртсе кӗртме пултараймастчӗ.
Ула курак–артисткӑсем // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Беби нихҫан та пӗччен юлма пултараймастчӗ.
«Карлик» // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Антон Прокофьевич хытӑ кӑшкӑрма тытӑнчӗ (унтан хытӑ кӑшкӑрма урӑх никам та пултараймастчӗ ӗнтӗ), вара ун патне, леш, эпир пӗлекен арӑмпа виҫесӗр вӑрӑм та шалпар сюртуклӑ ача ҫеҫ те мар, Иван Иванович картишӗнчи ачасем пурте вирхӗнсе чупса ҫитрӗҫ.
VI сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Лутра та сарлака шӑмшаклӑскер, вӑл шутсӑрах вӑйлӑ алӑллӑччӗ, вӑйӗ хӑйшӗн усӑсӑрччӗ, хӑй уксах пирки вӑл ӗҫлеме пултараймастчӗ.
XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Мӑкши Ситановран нумай вӑйлӑрах, анчах унтан чылай йывӑртарахчӗ, вӑл ҫав тери хӑвӑртах ҫапма пултараймастчӗ, пӗрре ҫапнӑ вырӑнне иккӗ те, виҫҫӗ те лекетчӗ ӑна.
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Закройщик арӑмӗ мана вӑл тӗлӗшрен пулӑшма пултараймастчӗ.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хама валли ҫутӑ-кӑвак костюм ҫӗлетрӗм, илемлӗ галстук туянтӑм, судья та манпа танлашма пултараймастчӗ!Справил себе синий костюм, купил какой-то змеистый галстук — куда судье тут до меня!
39 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫут тӗнчере нимӗн те ӑна тӗлӗнтерме пултараймастчӗ: мӗн тери пысӑк чапа тухсан та, вӑл шӑпах ҫавӑншӑн ҫуралнӑн туйӑнатчӗ.
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.